СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Доклад на районной научно-практической конференции

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

В докладе разбирается вечная проблема любви и зла по произведению классика чувашской поэзии К.В.Иванова "Нарспи" на чувашском языке.

Просмотр содержимого документа
«Доклад на районной научно-практической конференции»

Район шайĕнчи 7-мĕш наукăпа практика конференцийĕнчи доклад

2015 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Елчĕк районĕн Кушкăри вăтам шкулĕнче Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине тата Литература çулталăкне халалланă вĕренекенсен район шайĕнчи 7-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Елчĕк районĕн Эйпеçри тĕп шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Изратова Клавăпа Смирнов Дмитрий хутшăнчĕç. Дима аслă поэтăмăр, чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа вилĕмсĕр «Нарспи» поэма тăрăх «Калаçури шухăшсем» секцире доклад туса пачĕ: «К.В.Иванов – ăслă та вăйлă талант. Вăл çырнисем паянхи кун та тавлаштараççĕ. Тĕслĕхрен, «Нарспи» поэмăра автор сăнарсен пурнăçри ырлăхĕпе хурлăхĕ мул тĕнчинчен килнине кăтартнă. Хайлавра поэт «анчах вăйлă этем те мул тĕнчине пăхăнать» тенĕ. Нарспи ашшĕ-амăшĕ хăйĕн хĕрне пуян çынна качча парса телейлĕ тăвасшăн пулчĕç. Анчах та Нарспи шăпи телейсĕр килсе тухрĕ. Тĕнчери литературăра пуян ывăлĕпе пуян хĕрĕн юратăвĕ те телейсĕр пулнине каланă. Тĕслĕхрен, В.Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» хайлавĕ. Апла пулсан, телей мулран çеç килмест. Мĕнрен килет-ши çын телейĕ? Ку ыйту паянхи кун та актуаллă. Мĕне тĕпе хурса çырнă автор хайлава? Мĕнле проблемăна çутатса парать тата мĕн каласшăн пире, вулакана, К.В.Иванов? Акă мĕнлерех ыйтусем шухăшлаттараççĕ мана? Ыттисемшĕн те ку кăсăклă тесе шухăшлатăп. Çавна май хам ума «Нарспи» поэмăна тишкерсе тухса ун проблемине палăртас, хамшăн та кирлĕ пĕтĕмлетÿ тăвас тĕллев лартрăм. Мĕнле вăхăтра пурăннă-ха Константин Васильевич Иванов тата мĕн çырнă? Константин Васильевич Иванов пурăннă вăхăта пăхса тухсан çакна калама пулать: поэт йывăр, нушаллă вăхăтра пурăннă; пурнăçра тĕрĕслĕх çуккине курнă. Паллах, ырă гений çакăнпа килĕшсе ларма пултарайман, вăл хăйĕн хайлавĕсенче ирĕклĕхе йыхăрнă. Енчен те Нарспипе Сетнерте нимĕнле япăх ен те çук пулсан мĕншĕн-ха килĕшмеççĕ вĕсем ыттисене хайлавра? Мĕн каласшăн пулнă автор? Ман шутпа, кун пек çынсене пурин те юратмалла, автор та вĕсене юратни сисĕнет. Апла пулсан, пурнăçра тĕрĕслĕх çук. Çавна пула тĕп сăнарсем хăйсен юратăвне сыхласа хăварас тесе кĕрешÿ çулĕ çине тухрĕç. Нарспипе Сетнер хăйсен телейĕшĕн кĕрешрĕç: Нарспи туйĕнчен вăрмана тухса тарчĕç, тăшманне тĕп турĕç, анчах та телейлĕ пулаймарĕç. Пусмăр тĕнчинче телейлĕ пулма çук иккен. Мĕн чухлĕ куççуль юхтармарĕ-ши мĕскĕн Нарспи? Мĕнре курчĕç-ха вĕсем хăйсен телейне? Паллах – ирĕклĕхре. Пусмăр айĕнче пурăнакан телейлĕ пулаймасть. Ирĕклĕхшĕн, телейшĕн кĕрешме кирлине К.В.Иванов иртнĕ ĕмĕртех каласа хăварнă. Эпĕ те çак шухăшпа килĕшетĕп. Чăваш ăсчахěсем те Нарспипе Сетнер çын ирěклěхěшěн, пĕртанлăхĕшĕн кĕрешме чĕнекен сăнарсем пулса тăнине палăртнă». Доклад пурне те килĕшрĕ, ĕçĕ грамотăна тивĕçрĕ.

17. 04. 2015 ç. Федорова Е.С. вĕрентекен


Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!