Просмотр содержимого документа
«Доклад о жизнедеятельности доктора наук, академика Геннадия Никандровича Волкова»
27.04.2017 Геннадий Никандрович Волков
– тĕнчипе паллă этнопедагог
Хаклă ентешĕмĕр, тĕнчипе паллă этнопедагогăмăр Геннадий Никандрович Волков пурăннă пулсан кăçал 90 тултаратчĕ. Çавна май ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче ĕçлекен Федорова Елена Сергеевна ун çинчен доклад туса пачĕ.
Геннадий Никандрович Волков Елчẽк районẽнчиАслǎ Елчẽк ялẽнче 1927 çулта юпа уйǎхẽн 31-мẽшẽнче çуралнǎ. Ялти шкулта, Елчẽкри вǎтам шкулта, Шупашкарти пединститутра физикǎпа математика факультетẽнче вẽреннẽ. Хусанти аспирантурǎра ǎс пухнă, шкулта ẽçленĕ, тẽпчев ẽçẽсем çырнă. Кандидат диссертацине хÿтĕлесен Шупашкара таврǎннă, 20 çул ытла пединститутра ĕçленĕ. Тĕрлĕ сǎлтавсене пула Мускава тухса кайнă, унта ĕçлесе пурǎннă. Кăркăс, Саха, Калмăк, Тува республикисенче, Германири Эрфуртри педагогика аслă шкулĕнче ĕçленĕ, пурăннă.
1967 çулта Г.Н.Волковăн «Этнопедагогика чувашского народа» ятпа монографи пичетленсе тухать. Автор пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсене аван пĕлнипе, тĕрĕк халăхĕсемпе вырăс халăхĕн пĕрлĕхне уççăн кăтартса парать хăйĕн тĕпчевĕнче.
Г.Н. Волков педагогика тата этнопедагогикăпа Мускаври М.И. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче ятарлă курссем вуланă. Унăн концепцийĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпе паллă.
Çавăн пекех академикăн юлашки çулсенче «Становление этнопедагогики как отрасли науки: «Чувашская этнопедагогика» ятлă этнопедагогика сочиненийĕсем кун çути курнă.
Вăлах педагогика наукисен докторĕ, профессор (1968), СССР Писательсен Союзĕн членĕ (1982), СССР Педагогика наукисен академийĕн академикĕ (халĕ РАО) (1990), Чǎваш Республикин НАНИ академикĕ (1994), Эрфурт (Германи) университечĕн хисеплĕ докторĕ (1982), 500 ытла наука ĕçĕ çырнă, 27 монографи авторĕ, К.Д. Ушинский ячĕпе хисепленекен СССР педагогика наукисен академийĕн преми лауреачĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, Кăркăс Республикин çут ĕç отличникĕ. Г.Н. Волков Гердер ылтăн медальне, К.Ф.Ушинский, Ян Коменский ячĕллĕ медальсене тивĕçлĕ пулнă. 1997 çултан Чǎваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ.
Г.Н. Волков – ачасен юратнă çыравçи. Унăн «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ» кĕнекисене вуншар чĕлхепе вулаççĕ. «Юманпа хĕвел» кĕнеки – ачасен юратнă кĕнекисенчен пĕри.
Пирĕн ентешĕмĕр пурăннă пулсан кăçал 90 çул тултаратчĕ. Анчах та вăл - Педагогика наукисен докторĕ, этнопедагогика наукине пуçарса яраканĕ, Раççейри паллă педагог, профессор, академик, çыравçă, мухтава тивĕçлĕ ентешĕмĕр – 2010 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче 83 тултарса пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Апла пулин те унăн ячĕ пирĕн асăмăрта ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ. Г.Н. Волков çырса хăварнă ĕçĕсем кунран-кун усăллă пулĕç.