Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçламăшĕ
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрнийĕ пуçланчĕ. 9-мĕш класс ачисем К.В.Иванов классикăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче бюллетень кăларса çакрĕç. Шкулта чăваш чĕлхипе литература предметне ертсе пыракан Федорова Елена Сергеевна Константин Васильевич Иванов поэтăмăр çинчен доклад туса пачĕ.
К.В.Иванов – тĕлĕнмелле ǎста сǎвǎç, чǎваш поэзийĕн классикĕ, тĕнчипе паллǎ «Нарспи» поэма авторĕ. К.В.Иванов Пушкǎрт Республикин Пелепей районне кĕрекен Слакпуç ялĕнче 1890-мĕш çулхи çу уйǎхĕн 27-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – 15-мĕшĕнче) çуралнǎ.
Унǎн ашшĕ – ĕçчен те пуян хресчен Ваçинкка, Микулай Çимунччǎ тиек ывǎлĕ – кǎра кǎмǎллǎ çивĕч ǎслǎ çын, писарь пулнǎ. Вǎл вырǎсла, тутарла, пушкǎртла аван пĕлнĕ. Хаçат-журнал çырǎнса илнĕ, çĕр ĕç никĕсне тĕпченĕ, хǎш çул тырǎ мĕнле пулассине чухласа тǎнипе яла тĕлĕнтернĕ. Ваçинкка ачи-пǎчине вĕрентесшĕн пулнǎ. Пĕчĕккĕ чухне Кĕçтук кукамǎш патĕнче чылай пурǎннǎ. 1898 çулта 8 çула çитсен Кĕçтука ялти пуçламǎш шкула янǎ. Тепĕр 3 çултан ǎна ашшĕн йǎмǎкĕ Евгения Николаевна Иванова Кекен ялне хǎй патне куçарнǎ, вĕрентнĕ. 1902-мĕш çулхине Чĕмпĕрти чǎваш шкулне илсе кайнǎ. Анчах вǎл çул никама та вĕренме илмен (2 çулта пĕрре йышǎннǎ). Вара Кĕçтука Пелепейри хула училищине вырнаçтарнǎ.
1903-мĕш çулхине Пелепейри шкула пǎрахса кĕркунне Чĕмпĕрти чǎваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Малашне унǎн кун-çулĕ, пĕтĕмĕшле илсен, Чĕмпĕрте иртнĕ. Тǎрǎшуллǎ та ǎнкаруллǎ Кĕçтук питĕ тǎрǎшса вĕреннĕ; вырǎс литературин классикĕсене (Пушкина, Лермонтова, Кольцова, Некрасова, Тургенева, Толстоя т. ыт. те ) юратса вуланǎ. Вырǎс классикĕсен сǎвви-юррисемпе, калав-повеçĕсемпе, чǎваш писателĕсен ал çырǎвĕсемпе паллашни Ивановǎн кǎмǎлне çĕклентерсе янǎ; чǎваш чĕлхин пуянлǎхне, хǎйĕн пултарулǎхĕн вǎйне тарǎнрах туйса илме пулǎшнǎ. Çав вǎхǎтрах вǎл шкул мастерскойĕнчен тухма пĕлмен. Унǎн йывǎçран темĕн те пĕр касса кǎларасси килнĕ, сǎрсемпе ÿкерме юратнǎ. Йывǎçранах пичетлемелли машинка та тунǎ. Сĕтел-пукан е çÿлĕк майласси уншǎн алǎ вǎййи çеç пулнǎ. Спектакльсем валли декорацисем сǎрланǎ, çынсен сǎнне ÿкернĕ. Чǎвашсен мĕлке ÿнерне те вǎлах пуçарса янǎ.
1905 – 1907 çулсенче Раççейре пĕрремĕш вырǎс пǎлхавǎрĕ пулса иртет. Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕнче те пǎлханаççĕ. Пǎлханакан чǎваш çамрǎкĕсем вĕренÿ программине анлǎлатма, вырǎс мар халǎх ачисене аслǎ шкулсене кĕмешкĕн ирĕк пама, вĕренекенсене хǎйсен пĕлĕвне ÿстерме кирлĕ кĕнекесене ирĕклĕн вулама, театрсене çÿреме чармалла мар тесе, чǎваш ачисенчен кулакан Кочуров текен учительне кǎларса яма ыйтнǎ. Çакǎ К.В.Иванова та хавхалантарнǎ. Вǎл «Марсельеза» юрра чǎвашла куçарать. Ертсе пыракансем каярахпа паллǎ поэт пулнǎ Тайǎр Тимки, чǎваш облаçне туса хурсан ертсе пыракансем хушшинче паллǎ çын пулса тǎнǎ Даниил Эльменпа Тимофей Кривов, Михаил Акимов çыравçǎ пулнǎ.
1907 çулхи пуш уйǎхĕн 5-мĕшĕнче Чĕмпĕрти Чǎваш шкулĕнче вĕренекенсем политикǎлла митингсем туса ирттернĕ. Пуш уйǎхĕн 7-мĕшĕнче вара митинга хутшǎннǎ 37 вĕренекене шкултан «урǎх ниçта та вĕренме юрамасть» текен хут тыттарса кǎларса янǎ. К.В.Иванов вара тǎван ялне таврǎнать, хресчен ĕçне кÿленет, май килнĕ самантсенче халǎх сǎмахлǎхĕн тĕслĕхĕсене пухать.
Константин Васильевич Ивановǎн литературǎри таланчĕ шǎпах пĕрремĕш революци тапхǎрĕнче йĕркеленме тытǎнать, вǎй илсе пырать. К.В.Иванов – аслǎ та вǎйлǎ талант. Çамрǎк кайǎк вĕçме вĕреннĕ пек вǎл хǎйĕн тапса тǎракан пултару вǎйне виçме Кольцовпа Некрасовǎн, Огарёвпа Майковǎн хǎш-пĕр сǎввисене тата Лермонтовǎн «Иван ĕмпÿпе çамрǎк сыхлавçǎ тата сатур Калашник хуçа çинчен хунǎ юрǎ» поэмǎна тата 7 сǎввине куçарнǎ. Тĕслĕхрен, поэт А.Н.Майковǎн «Сǎпка юрри» сǎввине мĕнлерех куçарнине итлесе пǎхма сĕнетĕп.
Колыбельная песня
Спи, дитя моё, усни!
Сладкий сон к себе мани:
В няньки я тебе взяла
Ветер, солнце и орла.
Улетел орёл домой;
Солнце скрылось под водой;
Ветер, после трёх ночей,
Мчится к матери своей.
Ветра спрашивает мать:
«Где изволил пропадать?
Али звёзды воевал?
Али волны всё гонял?»
«Не гонял я волн морских,
Звёзд не трогал золотых;
Я дитя оберегал,
Колыбелечку качал!»
Сǎпка юрри
Çывǎр, ачам, çывǎрах!
Ыйху тутлǎ пултǎрах!
Сана пǎхма илтĕм эп!
Ăмǎрт кайǎк, çил, хĕвел.
Ăмǎрт вĕçрĕ килелле,
Хĕвел анчĕ ту айне.
Виçĕ каçран çилĕ те
Вĕçрĕ амǎшĕ патне.
Çилтен ыйтать амǎшĕ:
- Ăçта эсĕ пултǎн-ши?
Çǎлтǎрсемпе вǎрçрǎн-и?
Е хумсене çапрǎн-и?
- Тинĕс хумне çапмарǎм,
Çǎлтǎрсене тивмерĕм.
Эпĕ ача сыхларǎм,
Ун сǎпкине сиктертĕм.
И.Я.Яковлев хǎйĕн пултаруллǎ вĕренекенĕсене яланах асра тытса тǎнǎ, вĕсене вǎл хǎй шкулне каялла чĕнсе илсе куçару ĕçне явǎçтарнǎ. К.В.Иванов вара чǎвашла вĕренÿ кĕнекисене редакцилет, корректурине вулать, калавсемпе юмахсем куçарать. Ÿкерчĕксем тǎвать. Унсǎр пуçне хǎй те çырать. Пĕр туххǎмра тенĕ пек «Ватǎ вǎрман шухǎшĕ», «Кĕркунне», «Килсе çитрĕ кĕркунне» сǎвǎсем çырса хурать. «Икĕ хĕр», «Тимĕр тылǎ», «Тǎлǎх арǎм» сǎвǎлла юмах-халапне якатать. И.Я.Яковлев хистени пе «Нарспи» поэмǎна улǎштарать. К.В.Иванов хайлавĕсем пĕрремĕш хут 1908 çулта «Чǎваш халапĕсем» кĕнекере пичетленсе тухаççĕ. «Нарспи» поэма вулакансене каçǎхтарсах ярать. Петĕр Хусанкай: «Пире паллǎ хайлавĕсене К.В.Иванов 1906-1908 çулсенче, çулталǎк çурǎ – икĕ çул хушшинче, хǎй 17-18 çулта чухне çырнǎ. Ку пире йǎлтах тĕлĕнтерсе ярать. 3 пин йĕрке сǎвǎра ĕлĕкхи чǎваш пурнǎçĕн пĕтĕм энциклопедийĕ курǎнать…», - тенĕ.
«Нарспи» поэма пичетленнĕ хыççǎн поэт 7 çул пурǎнать. Калама çук йывǎр шухǎш, шырав, асап çулĕсем вĕсем. Тен, çав çулсенче вǎл вилĕмсĕр юрǎсем шǎратнǎ, анчах вĕсем халǎх умне тухаймасǎрах пĕтнĕ. Аппǎшĕ аса илнĕ тǎрǎх, сǎвǎç ал çырǎвĕн арчине ашшĕ килĕнчен граждан вǎрçи вǎхǎтĕнче пĕр шурǎ офицер илсе тухса кайнǎ, çухатнǎ.
1909 çулхи çуркунне 19-ти сǎвǎç халǎх учителĕн ятне илме экстерн йĕркипе экзамен тытать. Чĕмпĕрти арçын ачасен пĕрремĕш гимназийĕ хут парсанах вǎл хуларан тухса каять. Анчах ĕç вырǎнĕ тупаймасть. Вара Шупашкар уесĕнчи Иккасси шкулĕнчен кǎларса янǎ Н.Ф.Беляев пǎлхавçǎпа пĕрле Сызрань уесĕнчи Коптёвка станцийĕ таврашĕнче çĕр виçсе çу каçать. Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕпе унти кĕнеке кǎларас ĕç çине тапǎнни поэт шухǎш-ĕмĕчĕсене татать. 1910 çулхи юпа уйǎхĕнче И.Я.Яковлев К.В.Иванова Чĕмпĕре килме чĕнсе ярать. Вǎл поэта хĕрсен 2 класлǎ училищине тирпейлĕ çырупа ÿкерÿ вĕрентÿçине вырнаçтарать. Поэтǎн хǎватлǎ ĕмĕчĕсем каллех йǎл илеççĕ. Вǎл Ф.Павлов драматургпа, композиторпа «Нарспи» поэма тǎрǎх чǎваш оперине йĕркелеме шухǎшлать. Ĕçе пуçǎнаççĕ, анчах пичетлеме йышǎнмаççĕ, сцена çине те ларттармаççĕ. Сǎвǎçǎн 1911-13 çулсенчи литература ĕçĕ Иван Трофимов кǎларнǎ букварьсене кĕртме кĕске калав -сем куçарнинче, ǎна ÿкерчĕксемпе илемлетнинче тата Пётр Пазухина, чǎваш юррисене пухса кĕнеке кǎларакана, чǎваш халǎх сǎмахлǎхĕн тĕслĕхĕсене кĕнеке туса кǎларма пулǎшнинче çеç палǎрать.
Пĕрремĕш вырǎс пǎлхавǎрĕ хыççǎн пуçланнǎ хура реакци çулĕсем сǎвǎçа чĕмсĕрлетсе лартнǎ. Талант пǎхǎнман, малалла аталанма май шыранǎ. К.В.Иванов сǎрǎсемпе ÿкерме тытǎнать. Питĕрти Илемĕш академине кĕмелли экзаменсене хатĕрленет. 1913 çулта Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕнче вĕренекенсем «Иван Сусанин» оперǎна сцена çине кǎлараççĕ. Константин Васильевич ǎна валли паха декорацисем ǎсталать. Вǎл канǎçа пĕлмесĕр ĕçлет. Ĕçре кǎна чунне пусарать.
Анчах йĕкĕте синкерĕ сыхласах тǎрать: ǎстаçǎ ÿпкепе, вар-хырǎм чирĕпе аптǎраса ÿкет. Унǎн çамрǎк пуçĕ çине сирсе сирĕлеймен хурлǎх анать. Шǎпа картинчен иртме çуккине туйса 1914 çулхине çулла вǎл М.Ю.Лермонтов вил тǎпри çине пуç тайма Тархана кайса килет. Вара хура кĕркунне 3-мĕш хут Слакпуçне таврǎнать. Хальхинче вǎл тǎван ялĕнче ĕмĕрлĕхех юлать.
1915 çулхи пуш уйǎхĕн 26 (13)-мĕшĕнче сǎвǎç чĕри тапма чарǎнать. Çапла вǎхǎтсǎр сÿнет чǎваш поэзийĕн çǎлтǎрĕ. Вǎл хǎварнǎ çутǎ вара пирĕн пата нумай теçетке çул иртсен те йǎлтǎртатаса килме пǎрахмĕ.
ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Федорова Е.С.