СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Сочинения учащихся школы, посвящённые творчеству классика чувашской поэзии К.В.Иванова

Категория: Внеурочка

Нажмите, чтобы узнать подробности

В Год Литературы учащиеся школы написали сочинения по чувашской литературе по творчеству знаменитого поэта-классика К.В.Иванова. 

Просмотр содержимого документа
«Сочинения учащихся школы, посвящённые творчеству классика чувашской поэзии К.В.Иванова»

Сочиненисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче К.В.Иванов классикăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа сочиненисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Унта 9-мĕш класс ачисем Изратова Клавăпа Смирнов Дмитрий мала тухрĕç. Халĕ вĕсен ĕçĕсемпе паллаштарасшăн.

Сочинени

Вилĕмсĕр поэт çырнă йĕркесем



Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

«Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартса паракан произведени. Вăл Чĕмперти чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 40 çул çитнĕ май тухнă « Чăваш халапĕсем» кĕнекере 1908 çулта пичетленннĕ. Анчах та унта поэмăна Иванов çырнă тесе кăтартман, çак вилĕмсĕр произведение халăхра чĕлхе вĕççĕн çÿрекен ытти нумай произведенисен шутне кĕртнĕ. Çапла майпа çеç кĕнекене кăлараканĕ – И.Я.Яковлев авторне те, кĕнекине хăйне те чăваш çут ĕçне хирĕç, ирĕклĕх çинчен шухăшлакансене хирĕç хаяр çилĕ пухса кĕрешекенсенчен çăлса хăварма пултарнă. Поэма сюжечĕ кăткăс мар. Силпи ялĕнче пуян Михетер хĕрĕ, ырă кăмăллă та илемлĕ Нарспи, чухăн Сетнере юратать. Нарспи ашшĕ-амăшĕ Сетнер çинчен илтесшĕн те мар, мĕншĕн тесен вĕсемшĕн пурнăçра укçапа тĕрлĕ пуянлăхсăр пуçне хаклăраххи урăх ним те çук. Çамрăк, илемлĕ хĕрне Михетерпе унăн карчăкĕ ватă Тăхтамана сутма килĕшеççĕ. Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă, тĕрлĕ тĕшмĕшпе ал-урине çыхнă Нарспин ирĕклĕ чун-чĕри çак хăрушлăх умĕнче пĕрремĕш хут вăранса каять – юратман çынна качча тухиччен вăл килĕнчен тухса тарма та хатĕр. Анчах та Нарспипе Сетнер пурнăçăн тискер саккунĕсенчен сĕм вăрманта тарса та хăтăлаймаççĕ. Мĕскĕн Нарспи Тăхтаман арăмĕ пулса тăрать. Ĕмĕрех Сетнере юратма тупа тунă Нарспи çак мăшкăл хыççăн хăйне хăй вĕлерес патнех çитет, анчах путсĕр Тăхтаман асаплантарни унăн шухăшне, ĕçне урăхлатать: вăл Тăхтамана наркăмăш парса вĕлерет, каялла Силпие Сетнер патне таврăнать . Анчах нумая пымасть çамрăк мăшăрăн телейĕ. Пĕр каçхине, Михетер пуянлăхне хапсăнас шухăшпа, ун патне вăрăсем пыраççĕ, Михетере вĕлереççĕ. Вăрăсене тытма чупса çитнĕ Сетнере те пуртăпа касса пăрахаççĕ. Ĕнтĕ çук малашне Нарспишĕн телей. Çĕтрĕ унăн ăраскалĕ. Кун çути тĕксĕмленчĕ уншăн. Вăл та вара ялтан инçех мар Кантăр варĕнче йăмраран çакăнса вилет. Ял-йышĕ Нарспие йăмра айнех пытарать, вил тăпри тавра шĕкĕрен çатан çавăрса лартать. Телейсĕр хĕрĕн хурлăхлă юррисем халăхра юлаççĕ.

Хăюллă Нарспи çапла пÿкле вилĕмпе вилни асаплă, тискер пурнăç йĕркисене пăхăнса пурăнма килĕшменнинчен килет. Ашшĕ-амăшĕнчен те, ют çынсенчен те хÿтлĕх кĕтсе пулăшу ыйтать. Çут çанталăк вăйĕсенчен те пулăшу ыйтать. Анчах çут çанталăк та кашкăрла мораль çинче никĕсленсе тăракан обществăн саккунĕсене пăсма пултараймасть. Силпире пурте турра ĕненнĕ, пÿлĕхçĕрен телей ыйтнă, йывăр вăхăтра вăл пулăшасса шаннă. Нарспи те пÿлĕхçĕне тархаслать, унран çăлăнăç ыйтать. Анчах пÿлĕхçĕн те чĕри чул иккен. Вăл та укçапа пуянлăхăн хăрушă саккунĕсене хирĕç пымасть, тĕрĕслĕх шыркан ырă чунлă çынсен хутне кĕме мар, вĕсем çине асап хыççăн асап ярать. Эппин, çавăн пек турра хисеплеме пулать-и? Çук. Нарспи те вара турă йĕркине пăхмасăр хăйне хăй пĕтерет. Поэма çут çанталăк пуянлăхне, шыв-шур юрриллĕ, йăлтăр хĕвел тĕрриллĕ савăнăçлă çуркуннене мухтанипе пуçланать те хурлăхлă пĕтет:

Атте-анне ирĕкĕ

Çирĕ сарă хĕр пуçне.

Выртрĕ хĕсĕк тупăка,

Ячĕ юлчĕ ял çинче.

Çыраканĕ – ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç

тĕп шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Изратова Клавдия Владиславовна

Эссе

Ырри усала çĕнтерет (К.В.Иванов хайлавĕсем тăрăх)

К.В.Иванов – ăслă та вăйлă талант. Вăл çырнисем паянхи кун та тавлаштараççĕ. Тĕслĕхрен, «Нарспи» поэмăра автор сăнарсен пурнăçри ырлăхĕпе хурлăхĕ мул тĕнчинчен килнине кăтартнă. Хайлавра поэт «анчах вăйлă этем те мул тĕнчине пăхăнать» тенĕ. Нарспи ашшĕ-амăшĕ хăйĕн хĕрне пуян çынна качча парса телейлĕ тăвасшăн пулнă. Анчах та Нарспи шăпи телейсĕр килсе тухрĕ. Тĕнчери литературăра пуян ывăлĕпе пуян хĕрĕн юратăвĕ те телейсĕр пулнине каланă. Тĕслĕхрен, В.Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» хайлавĕ. Апла пулсан, телей мулран çеç килмест. Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ телее мулра кураççĕ. Çав вăхăтрах хăйсем укçаллă пулсан та хăйсене телейлĕ тесе шутламаççĕ. Апла пулсан, телей мĕнре-ши? Ман шутпа – чун канăçлăхĕнче. Кам ăçта чун канăçлăхне тупать: пĕрисем ăна вĕренсе е ĕçлесе тунă çитĕнĕвĕсенче кураççĕ, теприсем – телейлĕ çемьере. Хăшĕ-пĕрисем тата эрех ăшне путаççĕ. Чылай чухне пысăк укçа ĕçлесе илекенсем те лавккаран уйрăлаймаççĕ, кунĕн-çĕрĕн ÿсĕр çÿреççĕ. Ун пеккисем пурин çинчен те манса кайса пурăнаççĕ. К.В.Иванов «Нарспи» поэминче эрехпе мул сиенĕ çинчен те çырать: «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать».

Анчах та, ман шутпа, пурте виçеллĕ пулмалла. Вăхăчĕпе – ĕçлемелле, çав вăхăтрах тивĕçлĕ савăнма та пĕлмелле. Телейлĕ пулас тесен юратма та пĕлмелле. Эпир халь юратма пĕлместпĕр, тепĕр чухне хамăра юратнине те тивĕçлĕ вырăна хурса хаклама пĕлместпĕр. Пĕррехинче автобусра пĕр телейсĕр хĕрарăмăн хăйĕн телейсĕр шăпи çинчен каланине илтме тÿр килнĕччĕ: вĕсем çав тери пуян пурăнсан та çак хĕрарăм хăйне телейсĕр тесе шутлать, мĕншĕн тесен ăна мăшăрĕ урăххипе ылмаштарать иккен.

К.В.Иванов шăпи те, пĕр енчен, телейсĕр килсе тухнă. Вăл çамрăклах, 25 çула та çитеймесĕрех, мăшăрланмасăрах пурнăçран уйрăлса кайнă. Çав вăхăтрах вăл телейлĕ те, мĕншĕн тесен 17 çулти çамрăк хăйĕн чи ăста, пур енчен те пулса çитнĕ хайлавĕсене – «Икĕ хĕр», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм» сăвăллă юмахĕсене, «Нарспи» поэмине çырать. И.Я.Яковлев тăрăшнипе ку хайлавсем «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленсе тухаççĕ. Халăх вĕсене хапăлласа йышăнать.

1905–1907 çулсенче Раççейре пĕрремĕш революци пулса иртнĕ. Çакăн чухне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасем хушшинче те революциллĕ шухăшсем палăрма пуçлаççĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пăлхав пулса иртет. Пăлханакан чăваш çамрăксем вĕренÿ программисене анлăлатма: вырăс мар халăх ачисене аслă шкулсене кĕмешкĕн ирĕк пама ыйтнă, вĕренекенсене хăйсен пĕлĕвне ÿстерме кирлĕ кĕнекесене ирĕклĕн вулама, театрсене çÿреме чармалла мар тенĕ. Çаксем К.В.Иванова та хавхалантарнă.

1907 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкул çурчĕ тăрринче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем политикăлла митингсем тунă, юрăхсăр учительсене: вăл шутра Кочурова шкулта вĕрентес ĕçрен кăларма ыйтнă. Çак вăхăтра Иванов «Марсельеза» юрра чăвашла куçарать: унăн революцил­лĕ шухăшне тăван чăваш халăхĕпе çыхăнтарса çивĕчлетет. Çак политикăлла митингсенче пулнăшăн 1907 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче шкултан 37 вĕренекене кăларса янă. Вĕсен шутĕнче Константин Иванов та пулнă. Çакăн хыççăн вăл тăван ялне – Слакпуçне таврăннă.

Константин Васильевичăн литературăри таланчĕ шăпах пĕрремĕш революци тапхăрĕнче йĕркеленме тытăннă, вăй илсе пынă. Иванов ăслă та вăйлă талантлă сăвăçă. В.П.Станьял критик калашле, çамрăк кайăк вĕçме вĕреннĕ пек, вăл хăйĕн тапса тăракан пултару вăйне виçме Кольцовпа Некрасовăн, Огаревпа Майковăн хăш-пĕр сăввисене тата Лермонтовăн «Иван ĕмпÿпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юрă» поэмăна тата ытти хайлавсене тан сыпăклă сăвă виçине куçарнă.

К.В.Иванов – драматург, либреттист, де­коратор, юрă-кĕвĕ фольклорисчĕ. Вăл юмахсем çыра-çыра илнă, вĕсене илемлетсе çырнă, вĕсенче чăваш хĕрарăмĕн асаплă пурнăçне, вăл укçалла сутмалли япала вырăнне кăна пулса тăнине, ăна хÿтĕлекен саккун çуккине кăтартса панă. Хăйĕн пур хайлавĕнче те Константин Иванов тÿрĕ чунлă та нушаллă çынсене кăмăллани, вĕсен енче тăни курăнать. «Икĕ хĕр» юмахра вăл йăпăлтатнине çеç юратакан пуян ашшĕ хăйне чăнлăха калама хăякан маттур кĕçĕн хĕрне кÿрентернине кăтартса парать. Ашшĕн пăсăк çынлăхне, ĕрет-несĕпне сивлет юмах.

К.В.Иванов «Икĕ хĕр» юмахра ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă çынна ултав тĕнчинче ниçта та, нихçан та ырлăх çукки çинчен каласа парать. «Тимĕр тылă» балладăра сарă кинне киревсĕр те хаяр хунямăшĕ, тухатмăш, нимшĕнех курайманнине, ăна асап кăтартнине хыттăн питлет, аппăшĕсемпе пиччĕшĕ те пулăшу паман йăмăкне хĕрхенсе сăнлать.

Поэт халăх чунне тивекен хайлавсем çырма пултарни вăл халăх сăмахлăхĕпе анлăн усă курма пěлнинчен килнĕ. Мěншěн тесен ăсталăх енчен пулса çитнĕ халăх шухăшĕпе туйăмне туллин пěтĕмлетсе паракан сăмахсемпе сăнарсем пуринчен ытларах халăх хывнă юрă-сăвăсенче, юмах-халапсенче тěвĕленнě. Вěсем çине таянса К.В.Иванов пěтěм халăх кăмăлне хумхатма пултаракан çĕнě шухăшлă илемлĕ хайлавсем çырнă. Çĕнě сăнлăх-сăнарсем ăсталанă. Çавна сăвă-кĕвě, сăмах çепĕçлěхĕ енчен калама çук витĕмлĕ майсемпе туса пынă. К.В.Ивановăн сăвăлла юмахěсемпе балладисем те шăпах халăх юмахĕсемпе халапěсен сюжечĕсемпе усă курса çырнă произведенисем.

Çутта тухнă кашни халăхăн хăйěн чи хаклă, чи илемлĕ кěнеки пур. Çавăн пек ĕмěр тутăхман, ылтăнран та хаклă, çутă япала вăл пирĕншěн – К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэма. «Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн генилле шайне кăтартакан хайлав.

Калăпăшĕпе пысăках мар пулин те, хăйěн содержанийĕпе епле пуян вăл! Мĕнле хăватлă шухăш-кăмăл, чăн-чăн ăсталăх çăл куçě вĕресе тăрать унта! Тăван ěç халăхĕн тарăн ăсěпе тĕрěслěх туйăмě, таса кăмăл-сипечĕпе çынна пысăккăн юратни, чун илемĕпе характер çыпăçулăхĕ, сăмах-юмах виçелěхĕпе юрă-сăвă хитрелěхĕ – çаксем пурте тěнче литературин чи малта пыракан сăнарлăх ăсталăхĕпе тěлĕнмелле килĕшÿллĕн сыпăннă ку поэмăра.

«Нарспие» вулама тытăнсанах пирěн чун-чĕрене çут çанталăк илемě çупăрласа илет. Тен, К.В.Иванов çут çанталăкра çеç чăн-чăн гармони курать? Çук, халăх пурнăçĕнче те, уйрăмах ĕç çынни кăмăлĕнче, килěшÿллĕ япаласем сахал мар иккен: ырă йăла-йěрке, юратса тăвакан ĕçсем, уявсем... Вĕсенчен нумайăшне – тĕрĕ тĕрленине, пир тĕртнине, утă çулнине, çимěк, çинçе, калăм уявĕсене, хăна-вěрлене сăйланисене те, тата ыттисене те – поэт çĕкленсе те хавхаланса çырса кăтартать. Уйрăмах пирěн чуна çамрăксен юратăвě, çут çанталăк панă чун туртăмĕ ачашлать.

Çут тĕнчене, пурнăçа, этеме çакăн пек шанса та юратса сăнлани К.В.Ивановччен курăнсах кайман. Нарспи çут çанталăк саккунĕсемпе килĕштерсе пурăнма вĕреннĕ. Мĕнешкел илемлĕн йăлкăшса тухать вăл пирěн ума: ăшă кăмăллă, ĕçчен, тин çурăлнă чечек пек пит-куçлă, кайăк сассиллě хĕр. Юратса çеç ěçлет вăл ашшĕ килěнче, юрла-юрла тĕрлет, пир тĕртет, хăна килессе пĕлсенех – чăвашăн ырă йăлипе апат хатěрлеме тытăнать. Каçхине вара вăййа тухса савăнать, хăйĕн хаваслă кулли-юррипе çамрăксене çěклентерет.

Мĕнрен килет-ха Нарспин хĕр чухнехи илемĕпе телейĕ? Çут çанталăк панă вăй-халĕпе киленсе, шухăш-туйăмне хĕсěрлемесĕр, чун туртăмне ирĕккĕн аталантарса пурăннăран.

Тěрĕслěхе ĕненсе, хăйĕн вăйĕ çине шанса ирĕккĕн ÿснĕ çынсем кăна çирěп чун хаваллă та таса шухăшлă пулаççĕ. Нарспи те кăмăлěпе çирĕп, тÿрĕ чунлă. Хăйне тивěçлě маттур Сетнере, унăн чунне, кăмăлне ытараймасăр, юратса каять те вăл чухăннине пăхмасăр унпала телейлĕ пулма ěмĕтленет.

Нарспи сăнарĕ çамрăксен юратăвне кăна мар, чураллă йăла-йĕркене, çын харкамлăхне таптанине уçса парать. Туй халăхĕ кулнине, тăванĕсем тытса хĕненине, вăйпа качча панине сивлесе хăюллă хĕр пусмăра хирĕç тăрать. Хăйĕн чураллă пурнăçне кура вăл пулăшу ыйтать.

Эй, пÿлĕхçĕм, пулăшсам,

Чунăм çунать, мĕн тăвас?

Пĕтсен пĕтех, пĕт, тăшман, –

Пурăнăçăм ырах мар.

Нарспи чăн чăваш хĕрарăмĕн сăнарне кăтартать. Силпире вăл хăйĕн чиперлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурин чĕрине те тыткăнлать. Нарспи черченкĕ те ачаш, çав вăхăтрах вăл çирĕп, хăюллă туйăнать.

Нарспие пĕтĕм чĕререн юратакан чухăн Сетнер те чуна савăнтарать. Вăл таса ĕмĕтсемпе, сăваплă ĕçпе пурăнать, унăн юратăвĕпе курайманлăхĕ чиксĕр анлă. Çĕрме пуянсен укçи-тенкине хирĕç мĕн тăратма пултарĕ-ха вăл? Чун-чĕре хĕрÿлĕхне, кăмăл-туйăм тасалăхне, ĕçченлĕхĕпе ăшпиллĕхне…Анчах та çĕрме пуян Михетере пуянлăх юратуран та, хăйĕн тăван хĕрĕнчен те хаклăрах. Тăван хĕрĕ темле ÿкĕтлесен те итлемерĕ хĕрне пуянлăхпа суккăрланнă ашшĕ-амăшĕ. Качча пачĕç ирĕксĕр Тăхтамана…

Анчах та çак чураллă пурнăçпа килĕшесшĕн пулмарĕ Нарспи. Сетнер те хăйĕн чун савнийĕне пусмăрта хăварасшăн пулмарĕ. Нарспи Тăхтамана вĕлерсе Сетнер патне тарать, çав вăхăтра Сетнер те Нарспие хăтарма пырать. Икĕ юратакан чĕре пĕр-пĕрин патне туртăнать. Вĕсен ĕçĕсенче чăн-чăн юрату, кĕрешÿ вăйĕ палăрать.

Михетерпе карчăкĕ - пуянлăхшăн хыпăнакан çынсем. Вĕсенчен пуян çын ялта та çук. Тем çитмест ĕнтĕ ватă карчăкпа старике? Пуянлăх, чап çитмест. Хăйсем пекех пуян çынна качча парас терĕç вĕсем хăйсен пĕртен-пĕр хĕрне, улăхри сар чечек пек хÿхĕм, таса, ĕçчен, чипер Нарспие… Хăйсен хĕрĕ Сетнере юратнине пĕлсех ăна ирĕксĕр качча пачĕç. Сетнер чухăн пулнипе пăхасшăн пулмарĕç ашшĕпе амăшĕ мĕскĕн Сетнер çине… Çут тĕнчере пуянлăхсăр пуçне тата юрату та пуррине ăнланмаççĕ вĕсем. Анчах та поэма питĕ хурлăхлăн вĕçленет.

…Михетерпе карчăкне

Пурте утрĕç пытарма…

…Чипер ача Сетнер те

Выртать юман тупăкра…

Пуян, хытă, чунсăр çын пулнипе мала каяймарĕç Михетерпе карчăкĕ, вăхăтсăр çĕре çеç кĕчĕç… Таса, вĕри чунлă Сетнер те пулăшаймарĕ вĕсене, хăй те вĕсемпе пĕрлех тепĕр тĕнчене кайрĕ… Чăтаймарĕ Нарспи çак хурлăха, чăтаймарĕ унăн хурлăхпа тулнă мĕскĕн чĕри… Хăй те вăл ыратăва тÿсеймесĕр çакăнса вилчĕ…

Ун хурлăхлă юррисем

Юлчĕç çынсен асĕнче.

Халь те пулин Силпире

Асăнаççĕ мĕскĕне…

Таса тĕшлĕ поэзи вилĕмсĕр, çавăнпа вăл кашни çĕнă ăрăва хăйĕн халиччен палăрман йăлтăравĕпе курăнса тăрĕ. «Нарспи» поэмăра этемлĕхĕн ĕмĕчĕсем шăранса тухнă. «Нарспи» авторĕ поэзилле тĕнче-туйăм тĕссен пуянлăхне, çынлăх туйăмне хаклани палăрать. Поэмăн чĕлхи те, сăнарĕсем те кăмăла тыткăнлаççĕ. Нарспипе Сетнер шăпи, вĕсен вĕри те таса туйăмĕсем паянхи çамрăксемшĕн те ют мар. Пĕр-пĕринчен вăйпа туртса уйăрнă хĕрпе каччă этем чысне, тивĕçне, телейне нĕрсĕррĕн таптакан пусмăр тĕнчине, ашшĕ-амăшне, çÿлти вăйсене те хирĕç тăраççĕ. Тискерлĕхе тиркеççĕ вĕсем. Поэмăри ĕçсен йĕрки ансат та уçăмлă. Унăн шăнăрĕ – ĕçлекен çынна ырлани, вăл тăвакан ырă ĕçсене хÿтĕлени.

Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен:

Шывсем çинче, çĕр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать.

Çакăн пек çирĕплетсе хăварнă хăйĕн шухăшне К. В. Иванов. Вăл малашлăха пĕлсе тăнă евĕрех çырать.

Анчах вăйлă этем те

Хăй тĕнчине пăхăнать.

Укçапала эрехех

Çынна ăсран кăларать.

Пурнăçри танмарлăх, çăткăнлăх, ÿсĕр-пÿсĕрлĕх этем ăс-хакăлне, телейне çăтса яни çинчен те вăл вичкĕн сăмахпа систернĕ. Çын эрех-сăра авăрне путасса вăл пĕлсех тăнă тейĕн.

К. В. Иванов çырни хальхи пур çынна та килентерет, тĕлĕнтерет. Вăл поэмăна епле тарăннăн, уççăн çырнинчен эпир паянхи кун та тĕлĕнсе тăратпăр. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере пулĕ, эпир çак туйăма сÿнме памăпăр… К. В. Иванов ячĕ те, « Нарспи » ячĕ те – сÿнми…

«Нарспи» поэма сăмахлăх тĕпчевçисене те чылай çул шухăшлаттарнă, халě те шухăшлаттарать, тавлаштарать те. Чăн-чăн талант, гений çырнă произведени кăна тĕрлě халăхăн çĕршер ăсчахне нумай-нумай çулсем хушши çапла кăсăклантарма пултарать. «Нарспи» поэма – халăх кăмăлне пěлсе-туйса çырнă хайлав. Унта эпир чăваш халăхěн чи паха шухăш-туйăмěсене тупатпăр. Вăл этем тивěçлěхěпе, ирěклěхěпе, танлăхěпе пурăнма вěрентекен хайлав. Вăл çамрăклăх вăйěпе, пурнăç туртăмěпе çиçсе тăрать.

К.В.Иванов – поэт-лирик. Унăн лирики – гражданла лирика. Ивановăн шухăш-кăмăлĕ халăх шухăш-кăмăлĕпе пĕрлешсе, ăна уççăн палăртса тăнă. Халăха савăнтарни поэта савăнтарнă, халăха хурлантарни поэта хурлантарнă, чун-чĕрине ыраттарнă.

К.В.Иванов хăйĕн пултарулăхěн пěтĕм вăйне мул тěнчин тĕрěсмарлăхне уçса кăтартас çĕре янă. Анчах ырă курасси, телей, ирěклĕх укçара мар – акă ун пултарулăхě витĕр тухакан тěп йĕр, тěп шухăш. Этем – чи вăйли, чи таси, анчах укçа-тенкĕ ăна темěн тĕрлě ирсĕрлĕхпе лапăртаттарса хурать, çыхлантарса лартать, ăсран кăларать, унăн хакне, унăн вăйне çухаттарать, ăна пěтерет. Укçа-тенкĕ çын пурнăçне хуçса аркатать, çывăх çынсене мантарать.

Пурнăçри юрату час-часах çапла вĕçленнě: çынсем майĕпен хурлăхлă шăпипе çырлахнă, савман çынпа пĕрлешнě, чунпа хăрса типнĕ, чирлесе хěне кайнă. Мул çын чунне пăснине, кил-йышри деспотизм этем ирĕкне хěсĕрленине хăш-пĕр чăваш просветителĕсем К.В.Ивановчченех, сăмахран, И.Н.Юркин 1889-1890 çулсенчех хăйěн «Мул», «Этем пырĕ тутă та, куçě выçă» повеçĕсенче сивленě. Анчах К.В.Иванов мул тĕнчин моральне питленипе çеç çырлахмасть, вăл çав йěркесене хирĕç тăма вěрентет. «Мĕнле тухмалла-ши çав инкекрен?» – акă мěнле хастар гуманизмла шухăш пăлхантарать автора. Çавăнпа вăл хăйĕн ырă геройĕсене паттăр тăвать, усал йăласемпе кěрештерет.

Константин Васильевич Иванов патша вăхăтěнче, тискер саманара пурăннă. Питех те кěске пулнă унăн ěмěрě, 25 çултах вăхăтсăр çěре кěнě. Çак аслă талант витěмěпе чăвашсен илемлě литератури чăн ăсталăх тěлěшěнчен çÿллě шая çěкленнě. Пире те ун хайлавěсем тěлěнтереççě, ырришěн кěрешме чěнеççě, тěрěслěхшěн тăма вěрентеççě, тăван чěлхен илемне туйтарса тăраççě. Пурнăçра та ырри çěнтерессине шансах тăратпăр.

Ĕçе тăвакан -

Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн

9-мĕш класĕнче вĕренекен

Смирнов Дмитрий Олегович



22. 04. 2015 ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Федорова Е.С.