Просмотр содержимого документа
«Научная работа на тему "Звукоподражательные слова"»
К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи евĕрлев сăмахĕсем
Умĕн калани
К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми – вилĕмсĕр хайлав. Вăл вулакана паянхи кун та хумхантарать те, тавлаштарать те. Унсăр пуçне ку çул – «Нарспи» поэма кун çути курнăранпа 110 çул. Вăл пĕрремĕш хут 1908-мĕш çулта Чĕмпĕрте «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленсе тухнă. Анчах та мана ытларах автор поэмăна шăрçаланă чух чăваш чĕлхине тĕплĕн пĕлсе, сăнарсене тата сăнлăхсене витĕмлĕн уçса çырса пани кăсăклантарчĕ. Поэмăна сăнарлă тума мĕн май панă-ха ăна? Чĕлхе енчен тишкерсен çакă курăнать: поэт хайлавĕнче ытларах евĕрлев сăмахĕсемпе усă курать. Çавăнпа та эпĕ хамăн ĕçре «Нарспи» поэмăри евĕрлев сăмахĕсене тишкерсе тухасшăн. Хамăн ĕçре эпĕ шырав, тĕпчев, танлаштару меслечĕсемпе усă куртăм.
Тĕп пайĕ
Мĕн-ха вăл евĕрлев сăмахĕ? Евĕрлев сăмахĕсене Л.П.Сергеев, В.И.Котлеев, В.И.Сергеев профессорсем, каярах В.И.Димитриев тĕпченĕ. Л.Г.Петровăпа Ю.М.Виноградов 6-мĕш классен валли 2014 çулта кăларнă «Чăваш чĕлхи» учебникра çапла çырнă: «Çут çанталăкра пулса иртекен сас-чĕве, шăв-шава, тĕрлĕ сăнлăхпа хусканăва евĕрлетсе кăтартакан сăмахсене евĕрлев сăмахĕсем теççĕ. Вĕсен ыйтăвĕ мĕнле? Евĕрлев сăмахĕсем вĕçленмеççĕ, сăпатланмаççĕ, анчах ытти сăмахсемпе çыхăнса тăраççĕ, предложени членĕ пулаççĕ. Евĕрлев сăмахĕ ытларах глаголпа (шак-шак-шак шаккаççĕ), япала ячĕпе (мăр-мăр кушак), паллă ячĕпе (чăлт шурă) çыхăнса тăрать, вĕсене ăнлантарать. Евĕрлев сăмахĕсем çут çанталăкри сасăсене е хусканусене евĕрлеççĕ.»
Пăхса тухар-ха К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи евĕрлев сăмахĕсене.
Акă кĕпер çийĕнче
Старик ларать вăлтапа:
Йăпăрт-япăрт пуллине
Улталасшăн ăманпа.
Кайăк юрри, çын сасси
Ян-ян ярать таврана …
Нар пек хитре хĕрĕсем
Акăшсем пек утаççĕ,
Чăнкăр-чанкăр тенкисем
Йăлтăртатса пыраççĕ.
… … … … … … …
Шăнкăр-шăнкăр теветне
Хул пуççи урлă ярать …
Ирхи çăлтăр хăпарса
Йăл-йăл кулать тÿпере.
Нарспи икĕ витрипе
Шăлтăр-шалтăр килет-çке,
Савăннипе Сетнерин
Чĕри кăлт-кăлт сикет-çке.
Йăлтăр-ялтăр куçĕсем
Сар хĕр çине пăхаççĕ …
Кĕрĕс-кĕрĕс ташласа
Пÿрт урайĕ силленет.
Ларать старик тĕпелте
Çăпатине сапласа,
Ват ал-ура йĕркипе
Мĕшĕл-мĕшĕл маташса.
Çумăр çăвать, шыв юхать,
Хура вăрман кĕр кĕрлет.
Вăрман çăра, пит тискер,
Унăн ăшĕ чăв та чав!
Тăпăр-тăпăр тăпăртăк,
Атьăр шепрех туй тăвар!
Кĕпĕр-кĕпĕр сиктерсе
Килсе тухрĕ вăрмантан
Ыттисенчен маларах
Çĕнĕ кĕрÿ Тăхтаман.
Çав тер аван мăшăра
Урăм-сурăм туй лартнă.
Ÿсĕр кĕрÿ пуçĕнче
Тĕнче вăр-вăр çаврăнать.
Кĕрÿ çинчи шур (ă) кĕпен
Арки вăр-вăр тăвать-çке;
Туя кĕтсе ват (ă) пуçăн
Чунĕ вăр-вăр тăвать-çке.
Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав
Шăнкăртатать çулпала …
Йăл-йăл кула-кула çеç
Кĕрсе кайрĕç пÿртнелле.
Ун çилĕллĕ куçĕнчен
Йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ.
Хирте ака айĕнче
Çерем лап-лап касăлать.
Курăк вăш-вăш йăванать.
Нарспи пÿртре çук чухне
Пăшăл-пăшăл калаçрĕç.
Тапхăр-тапхăр çил килет
Пăлтăр-палтăр çавăрса.
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?
Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.
Акă сасă илтĕнет,
Чуна çурса ян ярать.
Шăлтăр-шалтăр ташласа
Урапасем кустарчĕç.
Шăри-шари çын шавлать.
Пурте Тури касалла
Хашка-хашка чупаççĕ.
Кăтăр-кăтăр арман чулĕ
Чĕре çинче авăрать.
Кăнтăрлапа пĕтĕм ял
Пĕççисене шарт çапать:
Нарспи виллине тупса
Нимĕн тума аптăрать.
Пĕтĕмлетÿ
Çапла вара, К.В.Иванова «Нарспи» поэмине сăнарлă тума евĕрлев сăмахĕсемпе усă курни те пулăшнă. Евĕрлев сăмахĕсем пуплеве илемлĕ, сăнарлă, витĕмлĕ тăваççĕ. «Нарспи» поэминчи евĕрлев сăмахĕсене пăхса тухсан çакă курăнать: автор ытларах хусканăва кăтартакан евĕрлев сăмахĕсемпе усă курнă. Поэмăри ĕçсене витĕмлĕрех кăтартасшăн пулнă. Мĕн пачĕ-ха мана поэмăри евĕрлев сăмахĕсене тишкерсе тухни? Чĕлхене тĕпчеме хистенипе пĕрлех илемлĕн, сăнарлăн калаçма тата çырма вĕрентет пире автор. Л.П.Сергеевпа В.И.Котлеев профессорсем евĕрлев сăмахĕсене сасă тытăмĕ енчен те тĕпченĕ: «Тĕслĕхрен, а сасă евĕрлев сăмахĕсенче сасă е хускану вăйлине, хулăн сасăпа макăрнине, уçăмлă илтĕнекен сасса т.ыт.те пĕлтерет (а-а-а, шан! ялт! тан!). Ǎ сасă çут çанталăкри сас-чÿ вăйлах маррине, уçăмсăр илтĕнекен сасса пĕлтерет (шăн! йăлт! шăлтăр! йăл! …). Н хупă сасă янăранине пĕлтерекен евĕрлев сăмахĕсенче, й, л сасăсем вара – çутта евĕрлекен, япала хускалнине кăтартакан евĕрлев сăмахĕсенче пулаççĕ (ян! чăнкăр! панн! тăн-тăн, ялт! йăл!). Çут çанталăкри сас-чÿ шавлăн, шăхăрса-çухăрса илтĕннине сĕртĕнсе тухакан с, ç, ш хупă сасăсем пĕлтереççĕ. … … … »
Евĕрлев сăмахĕсем чăваш чĕлхинче йышлă, кулленхи калаçура та, илемлĕ литературăра та чылай тĕл пулаççĕ. Вĕсемпе пĕлсе усă курни пуплеве (калаçупа çырăва та) сăнарлă, илемлĕ тума пулăшать.
Литература
1. Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов. Чăваш чĕлхи. 6-мĕш класс валли. Ш.: Чăв. кĕн. изд-ви, 2014.
2. Л.П.Сергеев, В.И.Котлеев. Чăваш чĕлхи. Хушса çĕнетнĕ 2-мĕш кăларăм. Ш.: Чăв. кĕн. изд-ви, 1993.
3. В.И.Димитриев. VІ-VІІ классенче чăваш чĕлхи вĕрентесси. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 2006.
4. Константин Иванов. Çырнисен пуххи. Ш.: Чăв. кĕн. изд-ви, 1990.