СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ
Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно
Скидки до 50 % на комплекты
только до
Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой
Организационный момент
Проверка знаний
Объяснение материала
Закрепление изученного
Итоги урока
В рабочей программе включены цели и задачи, предпологаемые результаты по ФГОСу ООО, содержание предмета, тематический план и литература. Рекомендуется для национальных школ, где ведётся чувашский язык.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕ
Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă
учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»
Шкулти педсовет ларăвĕнче пăхса тухнă ______ № протокол «_____________» 2017 çул | Çирĕплететĕп Шкул директорĕ __________А.В.Романов _____ № хушу «_____________» 2017 çул
|
Чăваш чĕлхи
(5 класс)
Ĕç программи
Ĕç программине хатĕрлекенĕ: Федорова Елена Сергеевна,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Кивĕ Эйпеç - 2017
Ăнлантару çырăвĕ
Программăна пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш (кĕçĕн) пусăм( 5-мĕш класс) валли хатĕрленĕ
Программăна пурнăçа кĕртмелли вăхăт 2017-2018 вĕренÿ çулĕ
Программăна хатĕрленĕ чухне стандартсене (Федеральный государственный общеобразовательный стандарт. Ч. II. Основное общее образование. Министерство образования и науки Российской Федерации. – М., 2010), 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1577 № приказпа йышăннă, 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче 40937 № Минюст çирĕплетнĕ улшăнусене йышăнса;
программăна (Чăваш чĕлхи программи: чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли. И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов хатĕрленĕ – Шупашкар, 2013); вĕренÿ кĕнекине (Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф.Брусова – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014);
шкул программине: «Образовательная программа муниципального бюджетного общеобразовательного учреждения « Байглычевская основная общеобразовательная школа Яльчикского района Чувашской Республики» на 2017-2018 учебный год, утвержденная приказом по школе № от августа 2017 г. тĕпе хурса ĕçленĕ.
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2016 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче 5-мĕш вариантпа тăван чĕлхене вĕрентме 5 класра эрнере 3 сехет уйăрнă. Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 5 класс (105 сехет)
Хушма литература:
1. Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.Брусова «Чǎваш чĕлхи» 5-мĕш класс валли. Чǎваш Республикин Вĕренÿ тата çамрǎксен политикин министерстви шкулсенче усǎ курма сĕннĕ хушса çĕнетнĕ 2-мĕш кǎларǎм. Шупашкар: Чǎв. кĕн. изд.-ви, 2007.
2. Чǎваш чĕлхи меслетлĕхĕ. 5-11 классенче чǎваш чĕлхи вĕрентекенсемпе аслǎ шкул студенчĕсем валли. Ш.: 2004.
3. Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева «Чǎваш чĕлхи» справочник, 5-11-мĕш классем валли. Ш.: 2006.
4. Л.Г.Петрова, В.А.Егорова «Диктант пуххи» 5-9 классем валли. Ш.: 2006.
5. Г.Ф.Брусова «Изложени тексчĕсен пуххи» 5-9 классенче вĕрентекен учительсем валли. Ш.: Чǎв. кĕн. изд. – ви, 1997.
6. Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.Брусова. 5-мĕш класри чǎваш чĕлхи урокĕсем. Методика кǎтартǎвĕсем. – Ш.: 2010.
7. Майков Е. А.: Михайлова З. П., Кузьмина Г. В. Чăваш чĕлхи. 5-9 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. – Шупашкар: 1999 – 37 с.
8. Данилова М.Г., Табакова М.З. Сочинени евĕр изложени: Чăваш шкулĕн 5-11классем валли –Шупашкар 2003 – 202с.
9. Петрова Л.Г., Егорова В.А. Диктант пуххи. 5-11 классем валли – Шупашкар, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2006 – 218 с.
10. Сергеев Л. П., Брусова Г. Ф., Павлов В. В. Диктант тексчĕсен пуххи: 5 -11 классенче чаваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2012 – 128с.
11. Сергеев Л. П. Грамматика вǎййисем. Вĕрентупе меслетлĕх пособийĕ. Л П Сергеев – Шупашкар: ЧППУ, 2008. - 44с.
Ачасем валли сĕннĕ литература:
Ю.М.Виноградов, Г.М.Виноградова. Орфографи словарĕ. Тĕрĕс çырмалли правилǎсем. – Ш.: Чǎваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательство пайĕ.
Чǎвашла-вырǎсла словарь. М.И.Скворцов редакциленĕ. – М.: «Русский язык» изд.-во, 1982.
Вырǎсла-чǎвашла словарь. И.А.Андреевпа Н.П.Петров редакциленĕ. – М.: «Советская энциклопедия» изд.-во, 1971.
М.Ф.Чернов «Чǎвашла-вырǎсла фразеологи словарĕ», Ш.: Чǎв. кĕн. изд.-ви, 1982.
Васильева Е.Ф. Синонимсен словарĕ. – Ш.: Чǎв. кĕн. изд.-ви, 1983.
Л.П.Сергеев, Е.Ф.Васильева. Омономсен словарĕ. Вǎтам шкул валли. Ш.: 1996.
Л.П.Сергеев. Синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ. I-IV классенче вĕренекенсем валли. Ш.: 1995.
Л.П.Сергеев. Фразеологи словарĕ. Вǎтам шкулта вĕренекенсем валли. Ш.: 1995.
Чǎваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ. Ш.: Чǎв. кĕн. изд.-ви, 2004.
Л.П.Сергеев, М.Г.Данилова. Чĕлхе терминĕсен ǎнлантаруллǎ словарĕ. Вǎтам шкул валли. Ш.: 1996.
Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева «Чǎваш чĕлхи» справочник, 5-11-мĕш классем валли. Ш.: 2006.
«Чăваш чĕлхи» предметăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем:
- вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси тата тĕрĕс те илемлĕ вулама хăнăхтарасси;
- вĕренекенсен калаçăвне тĕрĕс йĕркелесси;
- вĕренекенсен логикăллă шухăшлавне аталантарасси;
- орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕсене çирĕплетесси;
- уроксенче ачасен çыхăнуллă калаçăвне аталантарасси.
Вĕрентÿ тĕллевĕсем
Сапǎрлǎх тĕллевĕ
— тǎван чĕлхе урлǎ ачасен кǎмǎл-туйǎмне йĕркелесси;
— çамрǎксен, ачасен туйǎмĕсене çынлǎх шайне çĕкленме пулǎшасси, идейǎпа мораль тĕлĕшĕнчен чǎн-чǎн граждан
сем пулма хǎнǎхтарасси;
— пурнǎçра хǎйсен вырǎнĕсене тупма пулǎшса пырасси, йывǎрлǎха çĕнтерме вĕрентесси;
— ÿссе çитĕнекен ǎрǎва кирлĕ пек, таса чунлǎ çитĕнтересси;
— тǎван чĕлхене вĕрентнĕ май ачасен кǎмǎл-сипетне, хǎнǎхǎвне, тыткаларǎшне йĕркелесси; вĕсенче чǎвашлǎх туйǎм
не аталантарасси: тǎван халǎхне, чĕлхине, тǎван вырǎнне юратма тата ытти халǎх культурине хисеплеме вĕрентсе
пырасси;
Аталантару тĕллевĕсем
— тǎван чĕлхе урлǎ ачасен ǎс–хакǎлне, ǎс-тǎнне аталантарасси, тавракурǎмне ÿстересси;
— тǎван чĕлхе çыннǎн ǎс-тǎнĕпе шухǎшлавне йĕркеленине палǎртасси, çавна май 9-мĕш класс пĕтернĕ çĕре çамрǎксене тǎван чĕлхепе калаçу урлǎ кǎна мар, çыру урлǎ та çǎмǎллǎнах хутшǎнма пултарассине аталантарасси. Çыру урлǎ вĕсем информаци илекеннисем кǎна мар, ыттисене пĕлтерекеннисем те пулччǎр.
Пĕлÿ тĕллевĕсем
— ачасене чǎваш чĕлхипе, тǎван чĕлхипе, туллин тата çыхǎнуллǎн калаçма-çырма вĕрентесси;
— тǎван чĕлхепе илнĕ пĕлÿ этем ǎс-тǎнĕнче яланлǎхах юлнине палǎртасси; чĕлхе урлǎ, хутшǎнура, ачасен пĕлÿлĕхне ÿстерсе пырасси;
— грамматикǎн тата лексикǎн мĕн пур пайĕсене ǎнланса пыма, пĕлнипе усǎ курса сǎмахсене, сǎмах майлашǎвĕсене, предложенисене тĕрĕс калама тата çырма вĕрентсе пырасси; пуплеве тĕрĕс йĕркелеме тата стиль уйрǎмлǎхĕсене асǎрхама вĕрентесси.
Планлакан результатсем:
- тăван чĕлхене юратма, чĕлхе урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе ÿлĕмрен пурнăçра, ĕçре усă курма хăнăхаççĕ;
- ачасем сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕренеççĕ тата хăйсен лексикине пуянлатаççĕ;
- вĕренекенсем тăван чĕлхен фонетикипе, лексикипе, грамматикипе тата чĕлхе наукин тĕп ыйтăвĕсемпе, чĕлхен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллашаççĕ;
- грамматикăн кашни темине вĕреннĕ чух ачасем литература чĕлхин çирĕпленнĕ нормисемпе паллашаççĕ, пуплеве çав нормăсене пăхăнса йĕркелеме вĕренеççĕ.
Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем
Харкамлăх результачĕсем
1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;
2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;
3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни.
Пур предмета та вĕренме кирлĕ (метапредметлă) результатсем
1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:
. сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
. вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни;
. тĕрлĕ çĕртен (хаçат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен т.ыт.те) килекен материалпа паллашса информаци пухма пултарни;
. ку е вăл темăпа çыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ çĕрте усă курма пултарни (информаци çăл куçĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);
. пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни;
. шухăша сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни;
. тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;
2) вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăçра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлÿпе тата хăнăхупа ытти предмета (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;
3) калаçнă май, пĕр-пĕр ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сÿтсе явнă чух çынсемпе тĕрлĕ çыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни.
Предмета вĕреннин результачĕсем
1) чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс чĕлхипе пĕрле) пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă çыхăну пуррине пĕлни; чăваш чĕлхи уйрăм çынпа общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;
2) тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕç пуррине ăнланни;
3) пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни:
илтнине ăнланни тата вулав хăнăхăвĕ:
. сăмахпа каласа е çырса пĕлтернине ( текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;
. стильпе жанр енчен мĕнле пулнине пăхмасăр текста вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (çиелтен пăхса тухни, паллашмалла пăхса тухни, вĕренни) усă курни;
. вуланă текста информаци енчен улăштарса çĕнетме (план тума, тезиссем çырма) пултарни; кĕнекепе, хаçат-журналпа ĕçлеме пĕлни;
. словарьсен тĕрлĕ тĕсĕпе, пĕлкĕчсемпе (вăл шутра электрон носителе кĕртнисемпе) усă курма хăнăху пурри;
. стильпе жанр енчен расна текстсене çын вулани тăрăх ăнланни; аудированин тĕрлĕ тĕсне (тулли ăнланни, тĕп содержанине ăнланни, кирлĕ информацие суйласа илни) алла илни;
. пуплев сыпăкне содержани, функци, усă курнă чĕлхе хатĕрĕсем тăрăх танлаштарма пултарни;
сăмах вĕççĕн калани тата çырни:
. итленĕ е вуланă текста пĕр-пĕр виçепе кĕскетсе (улăштармасăр, план туса, тезис хатĕрлесе) каласа е çырса пани;
. шухăша сăмахпа каласа тата çырса ирĕклĕн те тĕрĕс уçса пама пултарни; текст тытăмне тĕрĕс тытса пыни (логикăлăх, шухăш юхăмĕн йĕркелĕхĕ, çыхăнулăх пурри, темăпа килĕшсе тăни); çыраканнин пурнăçри пулăмсем
çинчен, вулани-илтни çинчен хăй шухăшне калама хăнăху пурри;
. монологпа диалог тĕсĕсене пĕлни; ачан хăйĕн тантăшĕсем умĕнче кĕске хыпар вуласа пама, доклад тума хăнăху пурри;
. пуплевре литература чĕлхин орфоэпи, лексика, грамматика нормисене тытса пыни; сăмахсемпе пĕлсе усă курни; çырура орфографипе пунктуаци правилисене пăхăнни;
. çынсемпе калаçнă чух пуплев этикетне шута илни; чĕлхе хатĕрĕсем вырăнне пуплев хатĕрĕсемпе (мимикăпа, ал хусканăвĕпе) вырăнлă усă курни;
. кашни хăйĕн пуплевне сăнаса тĕрĕслесе тăма, содержани, чĕлхе енчен, хутшăну тĕллевне пурнăçлас тухăçлăхĕ енчен хаклама пултарни; грамматикăпа пуплев йăнăшĕсене тупма, тÿрлетме пултарни; харпăр хăй тунă текста лайăхлатма пултарни;
. сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни.
\
Вĕренекенсен результачĕсем
Ачасен çаксене тума пултармалла | Ачасен пултараяслăхĕ |
- Кĕнекепе, словарьсемпе тата ытти пĕлÿ хатĕрĕсемпе, вĕсен шутĕнче хаçат-журналпа тата Интернетпа, ĕçлеме хăнăхăвĕ пулни; - вулавăн пур тĕсне те алла илни (ăнлануллă, паллашуллă, тишкерÿллĕ (пăхса тухни) вулав) тата вуланă материала ăша хывни; - аудированин мĕн пур тĕсĕпе ĕçлеме пултарни (мĕн пурне ăнланса, тĕп содержанине ăнланса, хăш-пĕр информацие суйласа илсе) тата чĕлхен тĕрлĕ функциллĕ уйрăмлăхне шута илсе текста тĕрĕс информацилени; - текстсене кирлĕ пек ăнланма, шухăшне тĕрĕс уçса пама тата текст тĕсĕсене шута илсе (калав, сăнлав, ăслав) ăнлантарса пама пултарни; - полилогра тата диалогра хутшăнма, калаçу тĕллевне, ситуацине, сферăна кура чăваш литература чĕлхин нормисене тата пуплев этикетне тытса пырса монолог тума пултарни; - текстăн тĕп шухăшне, темине, тĕллевне ăнланса текста тишкерме пĕлни; - сăмахсене сыпăксем çине пайлама; - сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма; -синонимлǎ формǎсемпе тĕрĕс усǎ курма; -чĕлхен нормине (орфоэпи, орфографи, лексика, грамматика нормисене) пǎхǎнма; - калаçура этикет нормисене пǎхǎнма; - орфографи тата пунктуаци правилисене тĕрĕс усǎ курса çырма; -тÿрĕ пуплеве тÿрĕ мар пуплеврен уйǎрма; -сасǎпа сас паллисене уйǎрма, сасǎсене ушкǎнлама; хупǎ сасǎсен хытǎлǎхĕпе çемçелĕхне, янравлǎхĕпе янǎравсǎрлǎхне, вǎрǎмлǎхне çырура палǎртма; -тǎван сǎмахсемпе вырǎс чĕлхинчен йышǎннǎ сǎмахсене тĕрĕс ударенипе калама; - сǎмах пĕлтерĕшĕсене ǎнлантарма, синонимсем, антонимсем е омонимсем тупма; - синонимсемпе пуплевре тĕрĕс усǎ курма; - сǎмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма; -текст планĕ тума, текстǎн темипе тĕп шухǎшне палǎртма; -текст содержанине кĕскен тата тĕплĕн каласа пама. |
- Палăртнă результат тăрăх калаçу ситуацийĕпе ăнăçулăха пăхса хăй тухса калаçнине тишкерме; калаçу ăнăçсăрлăхĕн тĕп сăлтавĕсене ăнланма тата ăнлантарма пултарни; - сăмахсене тĕрĕс, вырăнлă тата илемлĕ калас тĕлĕшĕнчен пăхса хăйĕн тата ют çын калаçăвне хак пама пултарни; - чĕлхен илемлĕх мелĕсене пĕлни; - тĕрлĕ калаçăва хутшăнма, хай шухăшне аргументсемпе çирĕплетсе пама пултарни; - хǎйсем тĕллĕн вĕренÿ тĕллевне палǎртма, хǎйсем валли вĕренÿре аталанас тĕлĕшпе çĕнĕ задачǎсем лартма, йĕркелеме; хǎйсен пултараслǎхне, интересĕсене аталантарма; эффектлǎ мелсем суйласа илсе хǎйсен тĕллевне пурнǎçлама пултарни.
|
Вĕренÿ результачĕсем
5-мĕш класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле тата пултармалла:
-сасǎпа сас паллисене уйǎрма, сасǎсене ушкǎнлама
-хупǎ сасǎсен хытǎлǎхĕпе çемçелĕхне, янравлǎхĕпе янǎравсǎрлǎхне, вǎрǎмлǎхне çырура палǎртма;
-тǎван сǎмахсемпе вырǎс чĕлхинчен йышǎннǎ сǎмахсене тĕрĕс ударенипе калама;
-сǎмах пĕлтерĕшĕсене ǎнлантарма, синонимсем, антонимсем е омонимсем тупма; сионимсемпе пуплевре тĕрĕс усǎ курма;
- иккĕмĕшле сǎмахсене пĕрремĕшлисенчен, сǎмах тǎвакан аффикссене сǎмаха улǎштараканнисенчен уйǎрма;
- сǎмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма;
- тĕрлĕ словарьсемпе усǎ курма; хутлǎ предложенисене хутсǎррисенчен уйǎрма;
-текст планĕ тума, текстǎн темипе тĕп шухǎшне палǎртма;
-текст содержанине кĕскен тата тĕплĕн каласа пама;
-таврари япаласене е чĕр чунсене сǎнласа пама, пурнǎçри пулǎмсем е ĕç-пуç çинчен мĕн шутланине каласа пама;
-шухǎша йĕркипе, вĕçе-вĕçĕн каласа е çырса пама, сǎнарлǎ мелпе усǎ курма, пĕр-пĕр сǎмахпа вырǎнсǎр усǎ курассинчен хǎтǎлма.
Вĕренÿ содержанийĕн темисем | Ачан вĕренÿ результачĕсем (ача мĕн-мĕн пĕлмелле тата пултармалла) |
5-мĕш класс (105 сехет) | |
Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур. | Тăван чĕлхене упрани тăван халăха упранипе тан пулнине ăнланса илмелле, çакăншăн пурăнма хатĕрленмелле. |
Сасă тата сас палли. | Сасă тата сас палли хушшинчи çыхăнăва туймалла. |
Алфавитри сас паллисен йĕрки, вĕсен хисепĕ. | Алфавит йĕркине пĕлмелле. Сăмахсене алфавит йĕркипе çырса пама пултармалла. |
Сăмах тытăмĕ: тымар тата аффикссем. | Сăмахăн пĕлтерĕшлĕ пайĕсене тупма пултармалла. |
Вĕреннĕ пуплев пайĕсене аса илесси. | Вĕреннĕ пуплев пайĕсене уйăрма хăнăху пулмалла. |
Хутсăр предложени, унăн членĕсем. | Тĕп членсене предложенин пĕлтерĕш содержанийĕ тăрăх, кĕçĕн членсене сăмах мĕнле пуплев пайне пăхăнни тăрăх уйăрма пĕлмелле. |
Пĕр йышши членсем, вĕсем союзсăр е союзсемпе çыхăнни. Пĕр йышши членсене чарăну паллисемпе уйăрасси. | Пĕр йышши членсене курма, вĕсене чарăну паллисемпе тĕрĕс уйăрма хăнăхмалла. |
Чĕнÿ сăмахĕсем (обращенисем), вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси. | Чĕнÿ сăмахĕсене тупма, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрма хăнăхмалла. |
Туйăмлă (кăшкăруллă) предложенисем. Предложени вĕçне чарăну палли лартасси. | Туйăмлă (кăшкăруллă) предложенисене туйăмсăррисенчен (кăшкăрусăррисенчен) туйăмпа каланипе каламанни тăрăх уйăрма пултармалла, çакна кура кăшкăру паллине тĕрĕс лартма хăнăхмалла. |
Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем. Ыйту сăмахĕсем: кам? мĕн? ăçта? хăçан? миçе? мĕншĕн? мĕн пирки? т.ыт.те. | Ыйтуллă предложенисене ыйтусăррисенчен ыйту сăмахĕсем пуррипе çукки тăрăх уйăрма пултармалла, предложени пĕтмĕшĕнче ыйту пали лартма пĕлмелле. |
Çыхăну паллисĕр тата сыпăнуллă хутлă предложенисем, вĕсенче чарăну паллисем лартасси. | Хутлă предложенин пайĕсене уйăрма предложени çыхăну паллисĕр хутлă е сыпăнуллă хутлă предложении пулнине чухламалла, предложенин пайĕсем хушшине чарăну паллисем лартма хăнăхмалла. |
Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем. Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем умĕн е хыççăн тăни. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартасси. | Тÿрĕ пуплевлĕ предложенире чарăну паллисем тĕрĕс лартма пĕлмелле. |
Текст. Текстăн теми, тĕп шухăшĕ. Текст пайĕсем. | Текстра сăмах мĕн çинчен пынине, автор ку е вăл текстпа мĕн калас тенине (текстăн тĕп шухăшне) чухламалла, текстăн пайĕсене тупма пĕлмелле. |
Текстсене калав тата çыру кĕввине кура ушкăнласси: калав, сăнлав, ăслав. | Текстсем калав кĕвви (манерĕ) енчен расна пулнине курмалла, ку е вăл текст хăш ушкăна кĕнине чухламалла, ку е вăл манера тытса пырса текст тума (каласа пама, çырма) хăнăхмалла. |
Фонетика чĕлхе вĕрентĕвĕн пайĕ пулни. Сасă чĕлхе единици пулни. Уçă тата хупă сасăсем. | Фонетикăн тĕп ăнлавĕсене пĕлмелле. Сасă сăмахсене уйăрма кирлине ăнланмалла. Сасăпа сас паллине уйăрмалла, каланипе çырни хушшинчи çыхăнăва курмалла. Уçă тата хупă сасăсене пĕр-пĕринчен уйăрма пĕлмелле. |
Уçă сасăсем. Вĕсен мăшăрлăхĕ (хытă тата çемçе уçă сасăсем). | Уçă сасăсене ушкăнлама (уçă сасăсен икĕ ушкăнĕ - хытă тата çемçе) пĕлмелле. |
Вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсенчи [о] уçă сасă. | [О] сасă вырăсларан çырупа кĕнĕ сăмахсенче кăна тĕл пулнине чухламалла, çырасса та вырăсларан çырупа кĕнĕ сăмахсенче кăна çырмалла. |
Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем (а, ă, е, ĕ, у, ÿ, ы, и, э). | Уçă сасăсене палăртакан сас паллисене пĕлмелле. [Ǎ, ĕ] сасăсене тĕрĕс калама, çырура ă, ĕ сас паллисем лартса палăртма пултармалла. |
Ю, я сас паллисем, вĕсем икĕ сасса ([йурă, йухать]) тата çемçе хупă сасăсем хыççăн тăракан [у, а] сасăсене (выля, Люся) палăртни. | Ю, я сас паллисемпе тĕрĕс усă курма пĕлмелле. |
Е сас палли икĕ сасса ([йешĕл, йепле]) тата [э] сасса палăртни (этем, элек). Э тата е сас паллисен çырури вырăнĕ. | Е тата э сас паллисемпе тĕрĕс усă курма (э сас паллине чăваш сăмахĕсен е чăвашланнă сăмахсен пуçламăшĕнче кăна çыраççĕ) пĕлмелле. |
Чăваш чĕлхинчи [й] хупă сасă ытти уçă сасăсем умĕн те тăма пултарни: йăмра, йĕлтĕр, йывăр, йÿçĕ, йÿнĕ, кĕсйи. | Й сас паллине [й] сасă хыççăн хупă сасăсем тата [ă, ĕ, ÿ, ы, и] уçă сасăсем илтĕннĕ чухне çырма пĕлмелле (майлă, сайра; йăмра, йĕкĕр, йÿçĕ, йывăр, çемйи). |
Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни. Вырăсларан йышăнакан сăмахсенчи уçă сасăсен юнашарлăхĕ (аэропорт, аут, поэт, Дуайт). | Чăваш чĕлхинче уçă сасăсем юнашар пулма пултарайманнине курмалла. |
Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ (сингармонизм). Ку килĕшĕве пăхăнман тĕслĕхсем (тăри, кавле, куклен, парне т.ыт.те). | Сингармонизм уçă сасăсенчен килнине ăнлантарма пултармалла. |
Сăмахри аффикссем ытларах чух сингармонизма пăхăнни (çурт-ра, пÿрт-ре, пур-лăх, çитмен-лĕх, лар-у, кĕт-ÿ). Сингармонизма пăхăнман аффикссем: юлташ-сем, ял-ти, юрă – юрри, кай-иччен т.ыт.те. | Сингармонизм вăйĕ сăмах çумне аффикс хушăннă чухне те сыхланнине курмалла. Сингармонизма пăхăнман –сем, -и (-ĕ), -чен (-ччен), -иччен, -ри (-ти), -хи аффикссене пĕлмелле. |
Вырăсларан йышăнакан сăмахсем çумне хушăнакан аффикссен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ. | Вырăсларан кĕнĕ сăмахсем çумне хушăнакан чăваш аффиксĕсен хăш варианчĕ сăмах тĕпĕнчи чи юлашки хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕнчен килнине пĕлсе калаçмалла, çырмалла. Ку енĕпе вариантлăх пурине (юбилей – юбилея е юбилее) шута илмелле. |
Хупă сасăсем. Ялан янăравлă [в, й, л, ль, м, н, нь, р] тата [к, п, т, х, с, ç, ч, ш] шавлă хупă сасăсем. | Тĕп чăваш сăмахĕсенче хупă сасăсем янăравлăх енчен икĕ пысăк ушкăна уйрăлнине курмалла: ялан янăравлă хупă сасăсем тата шавлă хупă сасăсем. |
Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ: уçă сасăсенчен килекен çемçелĕх (пилеш, кĕлет, тĕлĕк), уçă сасăсенчен килмен çемçелĕх (халь, выльăх, супăнь, курать, юрать). | Тĕп чăваш сăмахĕсенче хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ кÿршĕри уçă сасăсем хытă е çемçе пулнинчен килнине ăнланмалла, çырура çемçелĕх пали вырăнлă лартма пĕлмелле. |
Хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнман [с, ç, ч, й] хупă сасăсем, вĕсем хытă уçă сасăпа та, çемçе уçă сасăпа та юнашар тăма пултарни: сарă – симĕс, çурла – çÿхе, чарăн –чĕрĕк, йурă –йÿнĕ. | [С] сасă ялан хытă, [ç, ч, й] сасăсем хытăлăхпа çемçелĕх енчен нейтраллă пулнине ăнланмалла, тĕслĕхсемпе ĕнентерме пултармалла. |
Шавлă хупă сасăсем янăраса е янăрамасăр илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси [ảдă] – атă, [к`ил`д`э] – килте. | Шавлă хупă сасăсен янăравлăхĕпе (кĕскелĕхĕпе) янăравсăрлăхĕ (мăшăрланни) мĕнрен килнине чухламалла, çырура пĕр хупă сас палли тата икĕ хупă сас палли лартма пĕлмелле. |
Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни (мăшăрланни), ăна çырура палăртасси (кулă – кулли, ырă – ырри, ахаль – ахальлĕн т.ыт.те). | Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕннине (мăшăрланнине) çырура палăртма пĕлмелле. |
Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăнакан сăмахсенчи хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, вĕсене çырура палăртасси. | Вырăс сăмахĕсенчи хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕх юнашарти уçă сасăсенчен килнине ăнланмалла: чăваш чĕлхинче уçă сасăсем малта тата хыçалта юнашар тăракан хупă сасăсене витĕм кÿреççĕ, вырăс чĕлхинче – малтисене. |
Власть – влаçăн, повесть – повеçре йышши вырăс сăмахĕсене çырасси. | Власть, перепись йышши сăмахсен пĕтмĕшĕсене тĕп падежра вырăссем пекех, ытти формăсенче чăвашла каланă пек çырма пĕлмелле. |
Пĕрешкел икĕ хупă сасăпа пĕтекен вырăс сăмахĕсене çырасси (металл – металăн, металшăн, класс – класра, класăн т.ыт.те). | Металл, класс йышши сăмахсен пĕтмĕшĕнче хăçан икĕ хупă сас палли, хăçан пĕр хупă сас палли çырмаллине (металл шăрат, металтан ту, металлă пул) пĕлмелле, пĕлÿпе çырура усă курмалла. |
Ст, зд сас паллисемпе пĕтекен сăмахсем. | Артист, съезд йышши сăмахсене 3-мĕш сăпатра [т] сасса [ч] сасăпа ылмаштарса (артисчĕ, съезчĕ), ытти чухне [т] тата [д] сасса сыхласа калама (артистăн, съездăн; артистран, съездран) пĕлмелле. |
Вырăсларан çырупа йышăнакан сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ъ, э сас паллисене çырасси. | Вырăсларан çырупа йышăннă б, г, д, ж, з, ф, щ, ъ, э сас паллисене (бригадир, журнал, депо, циркуль, адъютант т.ыт.те) вырăс çырăвĕнчи пекех сыхласа хăварса çырмалла. Ку сас паллисене чăваш сăмахĕсенче çырни йăнăш шутланать. |
Уçă сасăсемпе хупă сасăсем сăмахран тухса ÿкни: эпĕ – эп, эсĕ – эс, вунă – вун, пурăн – пурнăç, тăхлачă – тăхлач, пар – патăм, панă; тăр – тăтăм, тăнă. Сасăсен ылмашăвĕ (хут – хучĕ, тетрадь – тетрачĕ, пăру – пăрăвĕ). | Сасăсем тухса ÿкни вариантлăх тунине асăрхамалла. [Р] сасăпа пĕтекен уйрăм глаголсен ку е вăл формине литература чĕлхинчи пек калас (пар – патăм, хур – хучĕ) хăнăху пулмалла. Ылмашу тата сасă тухса ÿкесси сăмах мĕнле те пулин форма йышăннинчен килнине чухламалла. |
Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем, вĕсен пĕрешкеллĕхĕпе уйрăмлăхĕсем. | Чăваш чĕлхинчи тата вырăс чĕлхинчи сасăсен пĕрешкеллĕхĕпе уйрăмлăхĕсене курмалла, сăлтавĕсене ăнлантарма пултармалла. Чăваш сăмахĕсенче (пăхса тăр, кивĕ, пуртă) тата вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсенче уçă сасăсене (трактор, кофе, парта) çырура тĕрĕс палăртма пултармалла. |
Ударени. Чăваш сăмахĕсенчи ударени йĕрки. Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи ударени. | Тăван сăмахсемпе вырăс чĕлхинчен çырупа йышăнакан сăмахсене тĕрĕс ударенипе калама (ачасẻм - ачảсем мар, портфẻль - портфельтẻ, конференцирẻ, делегатсẻм, анчах нумерảци - нумерảцисĕр) пĕлмелле. |
Лексика – чĕлхен мĕн пур сăмахăн пуххи. Лексика пурнăçри улшăнусемпе тачă çыхăнни. | Чăваш лексики халăх историйĕпе, ытти халăхсемпе епле çыхăнура тăнинчен килнине, çавна май пуянланса пынине ăнланмалла, сăмахсем кивелсе пуплеврен тухса пынине пĕлмелле. Сăмах йышне çĕнĕ сăмахсем ÿстернине курмалла. Çĕнĕ сăмахсем тунă чухне чăваш чĕлхин тытăмне шута илессине ăша хывмалла. |
Сăмах пĕлтерĕшĕ. Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем. | Сăмахсен пĕлтерĕшĕ нумай пулни чĕлхе перекетлĕхĕнчен тата çыравçăсен ăсталăхĕнчен килнине ăнланмалла. Тĕрлĕ йышши словарьсемпе усă курма пĕлмелле, сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлама пултармалла. Сăмахсен пĕлтерĕшне словарьсемпе усă курса ăнлантарма пĕлмелле. Пĕр сăмах пĕлтерĕшне тепĕр сăмах пĕлтерĕшĕпе пăтраштармалла мар. Тĕслĕхрен, ĕçе пурнăçла тени йăнăш. Ĕçе ту темелле. Пурнăçлас пулсан ĕмĕте, тĕллеве, плана, программăна, проекта пурнăçлама пулать. |
Ютран йышăннă сăмахсем. Чăваш чĕлхинчен ытти чĕлхесене кĕнĕ сăмахсем. | Пирĕн чĕлхере тĕрлĕ чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем пуррине ăнланмалла. Çакă халăх историйĕпе çыхăннине чухламалла. Вырăс чĕлхинчен сăмахсем калаçупа тата çырупа кĕнине уçса пама пултармалла. Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тĕрĕс çырма пĕлмелле, апла е капла çырнин сăлтавне ăнлантарса пама пĕлмелле. Истори тапхăрĕнче чăваш чĕлхи ытти чĕлхесене те витĕм кÿнине курмалла. Этимологи словарĕсемпе усă курма хăнăхмалла. |
Синоимсем, антонимсем, омонимсем. | Чăваш чĕлхинче синоимсем, антонимсем, омонимсем нумай марри чĕлхен перекетлĕхĕпе çыхăннине пĕлмелле, пуплеве синоимсемпе, перифразăсемпе пуянлатма пултармалла. Синоимсене, антонимсене тата омонимсене словарьсемпе усă курса тупма хăнăхмалла. |
Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем). Диалект сăмахĕсем. | Ятарлă сăмахсем ку е вăл ушкăн калаçăвĕнче аталаннине ăнланмалла. Чĕрĕ калаçура тата çырура вырăнти калаçу сăмахĕсене литература стилĕнче çирĕпленнĕ сăмахсемпе улăштарма пĕлмелле. |
Литература нормине пăхăнман сăмахсем (ан палка, лăпăртат, епреме), киревсĕр сăмахсем. | Чĕлхемĕрте диалектизмсемсĕр пуçне стиль енчен литература нормине тивĕçтермен сăмахсем пуррине пĕлмелле, литература нормине пăхăнса калаçма тата çырма пултармалла. |
Текст. Текстăн вак темисем. Текст планĕ. | Текстăн темине, микротемисене чухласа илмелле, микротемăсем çине таянса текстăн планне тума пĕлмелле. Текстăн тĕп шухăшне палăртма пултармалла. Текстăн пуçламăш, тĕп тата пĕтмĕш пайĕсене тупас хăнăху пулмалла. Текст содержанине кĕскен тата тĕплĕн каласа пама пултармалла. |
Текстсене калав е çыру манерне кура ушкăнласси: калав, сăнлав, ăслав. | Текста мĕнле кĕвĕпе çырнине пĕлмелле. Калав, сăнлав тата ăслав кĕввипе текст тума пултармалла. |
Сăмах тымарĕ. Аффикссем – сăмах тăваканнисем тата сăмаха улăштараканнисем. | Сăмахăн морфемисене уйăрма пултармалла. |
Сăмаха улăштаракан аффикссем çĕнĕ сăмах тума пултарни: каярахпа, тăхтарахпа, каçпа, ирпе; ÿлĕмрен, авалтан; пĕрерĕн, виçшерĕн, кăмăллăн, хаяррăн, çиллессĕн т.ыт.те | Çĕнĕ сăмаха сăмах форминчен уйăрма пĕлмелле. Аффикссем хушса çĕнĕ сăмахсем тума хăнăхмалла, пуплевре усă курма пултармалла, тĕрĕс çырмалла. |
Мăшăр сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси. Икĕ хут калакан сăмахсене тĕрĕс çырасси. | Мăшăр сăмахсемпе (çĕр-шыв, атте-анне, килен-каян, хăш-пĕр) икĕ хут калакан сăмахсене (пĕр-пĕр, пăха- пăха) пĕр-пĕринчен уйăрма, тĕрĕс çырма пĕлмелле. Чăваш чĕлхи вырăс чĕлхинчен мăшăр сăмахсемпе икĕ хут калакан сăмахсем пуррипе уйрăлса тăнине асăрхамалла. |
Сăмах пĕрлешĕвĕн пайĕсем сасă енчен улшăнса пĕрлешнипе пулнă сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси. | Асатте, асанне, улмуççи йышши сăмахсем истори тапхăрĕнче сăмах майлашăвĕсен пайĕсем фонетика енчен улшăнса пĕрлешнине ăнланмалла, тĕрĕс çырма пĕлмелле. |
Вырăс чĕлхинчи хутлă сăмахсен ĕлкипе тунă сăмахсем. | Автоçул, аэроçуна йышши сăмахсене вырăс сăмахĕсемпе (автодорога, аэросани) танлаштарма, тĕрĕс çырма пĕлмелле. Вырăс чĕлхинчи премьер-министр, экс-чемпион йышши сăмахĕсемпе (писатель-фронтовик, учитель-филолог, лётчик-космонавт) йышши пĕрлешÿсене чăвашла тĕрĕс калама тата çырма (премьер-министр, экс-чемпион, анчах фронтовик писатель, филолог учитель, космонавт лётчик) пĕлмелле. |
Сăмах вырăнĕнче çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси. | Чĕлхе перекетлĕхĕн витĕмĕпе пирĕн чĕлхере сăмах майлашăвĕсем вырăс чĕлхинчи уйрăм сăмах пĕлтерĕшĕпе çÿренине чухламалла. Чылай сăмах майлашăвĕ уйрăм сăмах пекех куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулма пултарнине (кĕççе пит, хыт пăрçа, йыт пырши, таракан хаччи, хĕрлĕ автан) ĕнентерме пултармалла. Сăмах майлашăвĕ куçăмлă е куçăмсăр пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăр ялан уйрăм çырмалла. |
Программа (вĕренÿ) содержанийĕ
Пуплев тата пуплевлĕ хутшăну.
1. Пуплев тата пуплевлĕ хутшăну. Пуплев ситуацийĕ. Калаçупа çыру. Монолог пуплев, диалог пуплев. Монолог, унăн тĕсĕсем. Диалог, унăн тĕсĕсем.
2. Калаçупа çырăвăн уйрăмлхĕсене асăрхасси; калаçу тата çыру тĕсĕсене тишкересси. Диалогпа монолога уйăрасси. Монологпа диалог тĕсĕсемпе усă курасси. Пуплев ситуацине кура калаканнин тĕллевĕсемпе сăлтавĕсем расна пулнине ăнланасси. Пĕр-пĕринпе типлă лару-тăрура ку е вăл йĕркене пăхăнса е пăхăнмасăр хутшăннă май харпăр хăйне кирлĕ пек тытма хăнăхасси.
Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ
1. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕн тĕсĕсем: вулав, аудировани (итлев), калав тата çыру.
Вулав, аудировани, калав тата çыру культури.
2. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕсĕсене алла илни.
Текстăн тĕп тата хушма содержанине харпăр хăй тата çын вулани тăрăх кирлĕ пек ăнланасси. Харпăр хăй е çын вуланă текстăн содержанине кĕскен тата туллин каласси тата çырасси. Çиелтен пăхса тухса, паллашу шучĕпе тата тĕпчевлĕ вулама, вĕренÿ кĕнекипе тата ытти информаци çăл куçĕсемпе ĕçлесси. Аудированин тĕрлĕ тĕсĕпе усă курасси. Итленĕ тата вуланă текстăн содержанине изложенире (тĕплĕн, кĕскен тата суйлавлă) уçса парасси.
Хутшăну тĕллевĕсемпе енĕсене тата лару-тăрăвне кура монологсем (каласа тата çырса) тата диалогсем (сăмахпа каласа) тăвасси. Пĕр-пĕр темăпа çыхăннă материала суйласа илсе ушкăнласси, тишкересси, тĕрлĕ çĕрте тупнă материалăн информацине анализласси тата кирлĕ пек улăштарасси.
Текст
1. Текст ăнлав, текстăн тĕп паллисем (пайланулăх, шухăш пĕр пĕтĕмлĕхĕ, çыхăнулăх). Тема, текстăн тĕп шухăшĕ. Текстăн вак теми (микротеми).
Предложенисемпе текст пайĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан мелсем. Абзац – текста композиципе стиль енчен çыхăнтаракан мел.
Пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем: сăнлав, калав, ăслав. Текст тытăмĕ. План тата тезис – информаци енчен çĕнетсе улăштарнă текстсем.
2. Текста тема, тĕп шухăшĕ, тытăмĕ, пуплевĕн функципе шухăш тĕсĕ тăрăх тишкересси. Текста шухăш тăрăх пайласси, план тăвасси тата тезиссем хатĕрлесси. Предложенисем пĕр-пĕринпе мĕнле мелпе тата хатĕрпе çыхăннине тупасси. Текстăн чĕлхе уйрăмлăхĕсене тишкересси. Чĕлхе хатĕрĕсене хутшăну тĕллевне, темине, тĕп шухăшне тата лару-тăрăвне кура суйласа илесси. Тĕсне, стильне тата жанрне кура тĕрлĕ текст тăвасси. Текст тытăмĕн нормисене (логикăлăх, шухăшсен йĕркелĕхĕ, çыхăнулăхĕ, темăпа тÿр килни т.ыт.те) тытса пырасси. Сăмахпа каласа е çырса тунă текста хакласси тата редакцилесси.
Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем
1. Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем: калаçу; функципе çыхăннă стильсем: наука стилĕ, публицистика стилĕ, ĕçлĕ стиль; илемлĕ литература чĕлхи.
Стильтен килекен жанрсем: наука стилĕ – пахалани, тухса калани, доклад; публицистика стилĕ - тухса калани, интервью; ĕçлĕ стиль – расписка, шантару, заявлени; яланхи калаçу – калав, калаçу.
2. Текст чĕлхен функцирен килекен пĕр-пĕр тĕсĕ пулнине палăртасси. Пуплевĕн тĕрлĕ стильне, жанрне тата тĕсне кура ку е вăл текст (тезис, хаклав, çыру, расписка, шантару, заявлени; сăнлав, калав, ăслав) çырасси. Çын (тантăшсем) умĕнче пĕчĕк хыпар, доклад тăвасси.
Чĕлхе тата лингвистика (чĕлхе вĕрентĕвĕн) компетенцине аталантарма май паракан содержани
Чĕлхе мĕн вăл?
1. Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн чĕлхи, Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Чăваш чĕлхин ытти чĕлхе йышĕнчи вырăнĕ.
Чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхи.
Чăваш чĕлхи аталанакан чĕлхе. Хальхи чăваш чĕлхи хутшăну тăвассипе çыхăннă формисем: литература чĕлхи, диалектсем, ансат пуплев.
Чăваш чĕлхи – илемлĕ литература чĕлхи. Чăваш чĕлхин сăнарлăх хатĕрĕсем.
Лингвистика – чĕлхе тĕпчекен ăслăлăх. Чĕлхе вĕрентĕвĕн тĕп пайĕсем.
Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçисем.
2. Хутшăну хăнăхăвĕ пурнăçра пысăк вырăн йышăннине ăша хывасси, чăваш чĕлхин общество пурнăçĕнчи тата патшалăх ĕçĕнчи пĕлтерĕшне ăнланасси.
Литература чĕлхипе диалектсем тата ансат пуплев хушшинче уйрăмлăхсем пуррине чухласси. Чăваш чĕлхин илемлĕхне, перекетлĕхне, сăнарлăх вăйне ăнланасси. Илемлĕ литература тексчĕсенче чăваш чĕлхин сăнарлăх мелĕсемпе епле усă курнине сăнасси.
Фонетикăпа орфоэпи. Графикăпа орфографи
1. Фонетика чĕлхе вĕрентĕвĕн пайĕ пулни.
Сасă чĕлхе единици пулни. Уçă сасăсем, вĕсен мăшăрлăхĕ (хытă тата çемçе уçă сасăсем). Вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсенчи [о] уçă сасă.
Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем (а,ă, е, ĕ, у, ÿ, ы, и, э).
Ю, я сас паллисем, вĕсем икĕ сасса (йурă, йухать) тата умĕнхи хупă сас паллине çемçетсе вуламаллине (выля, Люся) палăртни.
Е сас пали икĕ сасса (йешĕл, йепле) тата [э] сасса палăртни (этем, элек). Э тата е сас паллисен çырури вырăнĕ.
Чăваш чĕлхинчи [й] хупă сасă ытти уçă сасăсем умĕн те тăма пултарни: йăмра, йĕлтĕр, йывăр, йÿçĕ, йÿнĕ, кĕсйи.
Чăваш сăмахсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни.
Вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсенчи уçă сасăсен юнашарлăхĕ (аэропорт, аут, поэт, Дуайт).
Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ (сингармонизм). Ку килĕшĕве пăхăнман тĕслĕхсем (тăри, кавле, куклен, парне т.ыт.те).
Сăмахри аффикссем ытларах чух сингармонизма пăхăнни (çурт-ра, пÿрт-ре, пур-лăх, çитмен-лĕх, лар-у, кĕт-ÿ). Сигармонизма пăхăнман аффикссем: юлташ-сем, ял-ти, юрă – юрри, кай-иччен т.ыт.те.
Вырăсларан çырупа йышăнакан сăмахсем сингармонизма пăхăнманни (орден, тетрадь, депо). Вырăсларан йышăнакан сăмахсем çумне хушăнакан аффикссен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ.
Хупă сасăсем. Ялан янăравлă [в, й, л, ль, м, н, нь, р] тата [к, п, т, х, с, ç, ч, ш] шавлă хупă сасăсем.
Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ: уçă сасăсенчен килекен çемçелĕх (пилеш, кĕлет, тĕлĕк), уçă сасăсенчен килмен çемçелĕх (халь, выльăх, супăнь, курать, юрать).
Хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнман [с, ç, ч, й] хупă сасăсем, вĕсем хытă уçă сасăпа та, çемçе уçă сасăпа та юнашар тăма пултарни: сарă – симĕс, çурла – çÿхе, чарăн – чĕрĕк, йурă – йÿнĕ.
Шавлă хупă сасăсем янăраса е янăрамасăр илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси.
Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни (мăшăрланни), ăна çырура палăртасси (кулă – кулли, ырă – ырри, ахаль – ахальлĕн т.ыт.).
Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăнакан сăмахсенчи хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, вĕсене çырура палăртасси.
Промышленность – промышленноçăн, повесть – повеçре йышши сăмахсене çырасси.
Пĕрешкел икĕ сасăпа вĕçленекен сăмахсене çырасси (металл - металăн, металшăн, класс – класра, класăн т.ыт.те).
Ст, зд сас паллисемпе пĕтекен сăмахсем.
Вырăсларан çырупа йышăнакан сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ъ, э сас паллисене çырасси.
Уçă сасăсемпе хупă сасăсем сăмахран тухса ÿкни: эпĕ – эп, эсĕ – эс, вунă – вун, пурăн – пурнăç, тăхлачă – тăхлач, пар – патăм, панă; тăр – тăтăм, тăнă.
Сасăсен ылмашăвĕ (хут-хучĕ, тетрадь-тетрачĕ, пăру-пăрăвĕ).
Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем, вĕсен пĕрешкеллĕхĕпе уйрăмлăхĕсем.
Ударени (пусăм). Чăваш сăмахĕсенчи ударени йĕрки. Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи ударени.
2. Орфографипе орфоэпи нормисене çирĕплетесси. [Ǎ, ĕ, ÿ, ç] сасăсене тĕрĕс калама вĕрентесси. Хупă сасăсен çемçелĕхне тăван сăмахсенче тата вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенче çырура тĕрĕс палăртасси. Э тата е сас паллисене тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси. Орфографи словарĕпе тата правилăсемпе усă курма хăнăхтарасси. Алфавита пăхмасăр калама вĕрентесси. Сăмахсене алфавитпа çырма вĕрентесси.
Лексика
1. Лексика – чĕлхен мĕн пур сăмахĕн пуххи. Лексика пурнăçри улшăнусемпе тачă çыхăнни. Кивелнĕ е кивелсе пыракан сăмахсем: кÿнтелен «свидетель», чуптар (лаша тĕсĕ), шупăр, йĕлен т.ыт. Çĕнĕ сăмахсем: ентешлĕх (пĕр енчисем), юлташлăх, спонсор, фирма, слайд, ипотека т.ыт.
Сăмах пĕлтерĕшĕ. Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем.
Ютран йышăннă сăмахсем: араб е перс сăмахĕсем, тутар, мари сăмахĕсем. Вырăссенчен йышăннă сăмахсем: калаçупа йышăннисем (витре, пĕремĕк, пĕрене, мачча, кĕрепле, чиркÿ т.ыт.). Çырупа йышăннисем (костюм, галстук, пальто, район, область, тетрадь, блокнот, магазин т.ыт.). Калаçупа тата çырупа кĕнĕ сăмахсене çырасси. Чăваш чĕлхинчен ытти чĕлхесене кĕнĕ сăмахсем.
Синонимсем, антонимсем, омонимсем.
Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем). Диалект сăмахĕсем.
Литература нормине пăхăнман сăмахсем (ан палка, лăпăртат, епреме), киревсĕр сăмахсем.
2. Калаçу мĕнле лару-тăрура (кампа, хăçан, ăçта) иртнине кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси (Хăна килсен аш пиçет. Çук çын укçи тăрнан кăшкăрать. Çук – вăрçтарать, пур – култарать т.ыт.те). Ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе паллаштарасси, вĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.
Синонимсемпе антонимсене тупма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.
Тĕрлĕ йышши словарьсемпе (орфографи словарĕпе, синоним словарĕпе, чăвашла-вырăсла е вырăсла- чăвашла словарьпе паллаштарасси, вĕсемпе усă курма вĕрен-
тесси. Пĕлтерĕш тăрăх сăмахсене ушкăнлама хăнăхтарасси (тĕслĕхрен, апат-çимĕç, пахча çимĕç, çи-пуç, йывăç, кайăк-кĕшĕк, тыр-пул ячĕсем), çав сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрен тесси (сăмахран, чĕкеç чĕвĕлтетет, çерçи чĕриклетет, курак краклатать, куккук авăтать, карăш (путене) авăтать, шăпчăк (тăри, шăнкăрчă) юрлать т.ыт.те).
Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ. Орфографи
1. Сăмах тымарĕ. Аффикссем – сăмах тăваканнисем тата сăмаха улăштараканнисем. Сăмаха улăштаракан аффикссем çĕнĕ сăмах тума пултарни: каярахпа, тăхтарахпа, каçпа, ирпе; ÿлĕмрен, авалтан; пĕрерĕн, виçшерĕн, кăмăллăн, хаяррăн, çиллессĕн т.ыт.те. Мăшăр сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси. Икĕ хут калакан сăмахсене тĕрĕс çырасси (атте-анне, çĕр-шыв). Сăмах пĕрлешĕвĕн пайĕсем сасă енчен улшăнса пĕрлешнипе пулнă сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси. Вырăс чĕлхинчи хутлă сăмахсен ĕлкипе тунă сăмахсем. Сăмах вырăнĕнче çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси: ят пĕрлешÿсем (куç харши, пит çăмарти, тур палли, ар çури, кача пÿрне, çĕнĕ çын, упа сарри т.ыт.те); глагол пĕрлешÿсем (ырă ту, кăмăл ту, усал ту, çула çит, пĕве кĕр, тăлăха юл, çука юл; такăнса ÿк, чирлесе ÿк, хăраса ÿк, ватăлса кай, ватăлса çит т.ыт.те).
2. Çĕнĕ сăмаха сăмах форминчен уйăрма вĕренесси (тĕслĕхрен: пулăш – пулăшать, пулăшакан, пулăшни - сăмах формисем; пулăшу, пулăшуçă - çĕнĕ сăмахсем).
Тăтăшрах тĕл пулакан аффикссем хушса çĕнĕ (иккĕмĕшле) сăмахсем тăвасси, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Словарьсенче упа паланĕ, ура хырăмĕ,шурăм пуçĕ, çăл куçĕ, хăна килĕ (çурчĕ); йăлана кĕр, ÿте кĕр, татăлса ан, çакăнса тăр евĕр пĕрлешÿсене тупма хăнăхасси. Çав пĕрлешÿсене пуплеве кĕртесси, калаçура асăрхама вĕрентесси.
Сăмах пулăвĕпе çыхăннă орфографи хăнăхăвĕсене çирĕплетесси (хăю – хăюлăх, хăюллă; хастар – хастаррăн; вырт – вырттар, ирт – ирттер т. ыт. ).
Сăмахсене пĕрле, уйрăм тата дефиспа çырмалли правилăсене çирĕплетесси.
Тематика планĕ
№ | Темăсен ячĕсем | Сехетсен шучĕ |
1 | Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур | 1 |
2 | Сасă тата сас палли. Алфавит (1-мĕш параграф). Б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ъ, ь сас паллисене çырасси (2-мĕш параграф) | 1 |
3 | Сăмах тымарĕ. Аффикссем (3-мĕш параграф) | 1 |
4 | «Кĕрхи кунсем» сăнлав сочиненийĕ | 1 |
5. | Пуçламăш классенче вĕреннĕ пуплев пайĕсем | 2 |
6 | Предложени, унăн членĕсем. Пĕр йышши членсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси | 1 |
7 | Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем. Кăшкăруллă предложени (6-мĕш параграф) | 1 |
8 | Тĕрĕслев диктанчĕ («Йывăçсем») | 1 |
9 | Текст. Унăн пайĕсем (7-мĕш параграф) | 1 |
10 | Текст пайĕсене çыхăнтармалли мелсем | 1 |
11 | Изложени («Чĕкеç чĕппи») | 1 |
12 | Чĕнÿ сăмахĕсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси (8-мĕш параграф) | 1 |
13 | Текст теми, тĕп шухăшĕ ( 9-мĕш параграф) | 1 |
14 | 84-мĕш хăнăхтарури пĕр темăпа сочинени çырни | 1 |
15 | Хутлă предложени. Союзсăр (çыхăну паллисĕр) тата сыпăнуллă хутлă предложенисем (10-мĕш параграф) | 1 |
16 | Союзсăр (çыхăну паллисĕр) тата сыпăнуллă хутлă предложенисем | 1 |
17 | Текст планĕ (11-мĕш параграф) | 1 |
18 | Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем | 2 |
19 | Текст тĕсĕсем. Сăнлав. Калав. Ăслав. (13-мĕш параграф) | 2 |
20 | Алфавит. Вĕреннине аса илни (14-мĕш параграф) | 1 |
21 | Уçă сасăсем, вĕсен мăшăрлăхĕ (15-мĕш параграф) | 2 |
22 | Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем (16-мĕш параграф) | 1 |
23 | Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ (17-мĕш параграф) | 2 |
24 | «Пирĕн класс» калав | 1 |
25 | Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни.(18-мĕш параграф) | 1 |
26 | Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем сингармонизма пăхăнманни | 1 |
27 | Суйлав диктанчĕ (5-мĕш класри чăваш чĕлхи фонетикине вĕрентмелли уроксем. Методика кăтартăвĕ.- Шупашкар, 2010 - 43 стр.) | 1 |
28 | Стильсем | 1 |
29 | Текст стилĕсене уйăрма вĕрентесси. Пĕлтерÿ çырни | 1 |
30 | Хупă сасăсем | 1 |
31 | Ялан янăравлă хупă сасăсем | 1 |
32 | Шавлă хупă сасăсем | 1 |
33 | «Хĕллехи вăрман» калав е сочинени çырасси | 1 |
34 | Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ | 2 |
35 | Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхне çырура палăртасси | 2 |
36 | Тĕрĕслев диктанчĕ «Пыл хурчĕн наркăмăшĕ» | 1 |
37 | Тĕрĕслев диктанчĕн тишкерĕвĕ | 1 |
38 | Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни, ăна çырура палăртасси | 3 |
39 | Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенчи хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ | 1 |
40 | Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з сас паллисене çырасси | 1 |
41 | «Кăсăя» изложени | 1 |
42 | Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенче ф, ц, щ, ъ сас паллисене çырасси (29-мĕш параграф) | 1 |
43 | «Пирĕн стена хаçачĕ» калав çырасси | 1 |
44 | Ударени (30-мĕш параграф) | 1 |
45 | Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенчи ударени (31-мĕш параграф) | 1 |
46 | Вĕреннине аса илни. Словарь диктанчĕ | 1 |
47 | Сăмахри уçă сасăсемпе хупă сасăсем тухса ÿкме пултарни (32-мĕш параграф) | 2 |
48 | Сасăсен ылмашăвĕ (33-мĕш параграф). Фонетика тишкерĕвĕ | 1 |
49 | Фонетика тишкерĕвĕ | 1 |
50 | « Фонетика, графика, орфоэпи, орфографи» темăсене вĕреннине аса илни | 1 |
51 | Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант («Кĕтнĕ самант») | 1 |
52 | Сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ (36-мĕш параграф) | 1 |
53 | Сăмах пĕлтерĕшĕ | 1 |
54 | Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (37-мĕш параграф) | 1 |
55 | Пуплев этикечĕ | 1 |
56 | Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем (38-мĕш параграф) | 2 |
57 | Омонимсем (39-мĕш параграф) | 2 |
58 | Синонимсем (40-мĕш параграф) | 2 |
59 | Антонимсем | 2 |
60 | Словарьсемпе усă курасси | 2 |
61 | Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем) (43-мĕш параграф) | 1 |
62 | Йышăннă сăмахсем | 2 |
63 | Кивелнĕ сăмахсем | 2 |
64 | Диалект сăмахĕсем (46-мĕш параграф) | 1 |
65 | Литература нормине пăхăнман сăмахсем ( 47-мĕш параграф) | 2 |
66 | «Сăпайлăх этеме илем кÿрет» калаçу | 1 |
67 | Лексика тишкерĕвĕ | 1 |
68 | Лексикăна вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни | 1 |
69 | Сăмах тымарĕ тата аффикссем (48-мĕш параграф) | 1 |
70 | Калав çырасси («Пирĕн ял») | 1 |
71 | Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффикссем | 1 |
72 | Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффикссем. Пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле сăмахсене уйăрма вĕрентесси | 1 |
73 | «Çуркунне çитрĕ» сочинени | 1 |
74 | Аффикссем хушăнса пулнă сăмахсене тĕрĕс çырасси | 1 |
75 | Ăнлантару диктанчĕ «Вĕрентекен кÿренĕвĕ» | 1 |
76 | Хутлă сăмахсем, вĕсен тĕсĕсем.( 51-мĕш параграф) | 1 |
77 | Хутлă сăмахсене тĕрĕс çырасси. Диктант («Тăван çĕр-шыв») | 1 |
78 | Мăшăр сăмахсем (52-мĕш параграф) | 2 |
79 | Икĕ хут калакан сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси | 1 |
80 | Пĕтĕмлетÿ урокĕ. 48-53-мĕш параграфсенчи материала вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни. Асăрхаттару диктанчĕ | 1 |
81 | Тĕрĕслев диктанчĕ («Уйăх витĕмĕ») | 1 |
82 | Пĕтĕмĕшле аттестаци ĕçĕ – тест. | 1 |
83 | Йăнăшсемпе ĕçлени. 5-мĕш класра вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни. | 1 |
84 | Резерв урокĕ | 3 |
Тестсем
1-мĕш вариант
1. Каять сăмахра миçе сасă?
а) 5
ă) 4
б) 6
в) 7
2. Алфавит йĕркипе вырнаçтарăр: атă, вĕркĕч, вĕлтрен, алса
а) алса, атă, вĕркĕч, вĕлтрен
ă) алса, атă, вĕлтрен, вĕркĕч
б) атă, вĕлтрен, алса, вĕркĕч
3. Чăваш алфавитĕнче миçе сас палли?
а) 33 ă) 31 б) 37 в) 35
4. Чăваш сăмахĕсенче ударени ăçта ÿкесси мĕнрен килет?
а) ă, ĕ сасăсенчен
ă) сыпăкран
б) аффиксран
в) а, э сасăсенчен
5. Пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?
а) синоним
ă) антоним
б) омоним
6. Текерлĕк – пысăк шыв чăххи предложени мĕнле предложени пулать?
а) ыйтуллă, кăшкăруллă ă) ыйтуллă, кăшкăруллă мар б) ыйтусăр, кăшкăруллă в) ыйтусăр, кăшкăруллă мар
7. Эпĕ хам та ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме ĕмĕтленетĕп предложенире сказуемăй хăшĕ пулать?
а) ĕмĕр
ă) эпĕ
б) вĕренме ĕмĕтленетĕп
2-мĕш вариант
1. Ешĕл сăмахра миçе сасă?
а) 5
ă) 4
б) 6
в) 7
2. Алфавит йĕркипе вырнаçтарăр: алтăр, кулă, алă, кÿлĕ
а) кулă, кÿлĕ, алтăр, алă
ă) алă, алтăр, кулă, кÿлĕ
б) атă, кулă, кÿлĕ, алтăр
3. Чăваш алфавитĕнче сасса пĕлтермен сас паллисем миçе?
а) 33
ă) 13
б) 22
в) 2
4. Тантăш сăмахра ударени ăçта ÿкет?
а) ă
ă) а
б) т
в) ш
5. Тĕрлĕ илтĕнекен, анчах пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?
а) синоним
ă) антоним
б) омоним
6. Каç та пулса çывхарать предложени мĕнле предложени пулать?
а) ыйтуллă, кăшкăруллă
ă) ыйтусăр, кăшкăруллă
б) ыйтуллă, кăшкăруллă мар
в) калуллă, кăшкăруллă мар
7. Эпĕ хам та ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме ĕмĕтленетĕп предложенире подлежащи хăшĕ пулать?
а) ĕмĕр
ă) эпĕ
б) вĕренме ĕмĕтленетĕп
5-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем
Ыйту номерĕсем
| Вариантсем | |
1 | 2 | |
1 | а | а |
2 | ă | ă |
3 | б | в |
4 | а | ă |
5 | б | а |
6 | в | в |
7 | б | ă |
Класран класа куçнă чухнехи аттестаци ирттермелли форма: тĕрĕслев ĕçĕ – диктант е тест
Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă
учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ
2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ
Уйăх витĕмĕ
Çĕре пĕрмаях уйăх витĕм кÿрет. Çак витĕме вара çĕр çинчи пĕтĕм чĕр чун, çав шутра тĕрлĕ ÿсен-тăран та туять. Тулли уйăх вăхăтĕнче ÿсен-тăран çĕн уйăхринчен нумайрах шыв çăтать.
Уйăх витĕм кÿнĕрен клеткăсенче те, тавралăхра та тĕрлĕ химилле пулăмсем улшăнаççĕ. Ÿсен-тăран, пахча çимĕçсем, тĕрлĕ улма-çырла тулли уйăх чухне хăвăртрах ÿсеççĕ.
Акас, лартас ĕçсене уйăх хушăнса пынă чух, тĕрлĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа çум курăксене пĕтерес тесен уйăх катăлса пынă чухне тумалла. Тымар çимĕçсене типĕ çанталăкра, уйăх катăлса пынă чухне пухса кĕртме тăрăшмалла.
Уйăх тулнă чух йывăç-тĕмсен турачĕсене иртме хушмаççĕ. Вĕсем пушшех те нумай хунавланса кайма пултараççĕ.
Авал сиплĕ курăксене уйăх тулнă кун ир-ирех пухма тăрăшнă. (109 сăм.) («Хыпар».)
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ
Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ
Вĕренекенсен çыру ĕçне хакласси
Çырса илни (пăхса çырни)
Çырса илме паракан текст калăпăшĕ 5 класра 40-50 сăмахран иртмелле мар. Çырса илнине хакламалли виçесем: «5» паллă ĕçе тирпейлĕ, йăнăшсăр, тĕрĕс пурнăçланă пулсан лартмалла; «4» паллă грамматика ĕçне пурнăçланă чухне 1-2 йăнăш янă пулсан лартмалла; «3»паллă лартнă ĕçре 3-4 йăнăшран ытла пулмалла мар; «2»паллă лартмалли ĕçре йăнăш 5-рен пуçласа 9-а çитме пултарать; «1» паллă лартмалли ĕçре 10 е ытларах йăнăш пулать.
Çырса хуравланине хакласси
5-9 классенче ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме çырса хуравлани те вырăнлă. Ку мелпе 5-6 класс ачисем текста мĕнле ăнланнине тата предложенисене тĕрĕс йĕркелеме пултарнине тĕрĕслеме усă кураççĕ. Çырса хуравламалли ыйтусене унччен вуланă текст, пурнăçпа çыхăннă пĕр-пĕр кăткăс та интереслĕ тема тавра е ÿкерчĕк тăрăх (çырнă чух ÿкерчĕк ачасен куçĕ умĕнче пулмалла), диафильмпа кинофильм е вĕсен сыпăкĕсем тăрăх йĕркелемелле.
Вуланă текст тăрăх хатĕрленĕ ыйтусене хуравлани чылай енчен изложение çывăх. Çавăнпа ыйтусене изложени планĕ евĕр йĕркелеме юрать. Пĕр-пĕр темăпа хатĕрленнĕ ыйтусене хуравласа çырни сочинени майлă. Çавăнпа та ачасем хуравласан çырнă ĕçре сăмах йышĕ (енчен те кашни ыйтăва 1-2 предложенипе хуравласан) çырса илме паракан текстринчен иртмелле мар.
5 класра 6-10 ыйту пама юрать (енчен те ача кашни ыйтăва 4-6 сăмахран тăракан предложенипе хуравлать пулсан). Çырса хуравланă ĕçсене хакланă чухне çакна шута илмелле:
а) хуравсем тулли, тĕрĕс çыпăçуллă пулни;
ă) чĕлхене пĕлни;
б) орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕ.
Ĕçе пур енлĕн тишкерсе пĕр паллăпа хакламалла:
«5» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă (хуравра 1 пуплев, 1 орфографи йăнăшĕ пулма пултарать).
«4» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă, анчах та ĕçре 3 орфографи йăнăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ е пĕр-икĕ хуравра 2-3 пуплев йăнăшĕ пур.
«3» паллă – панă ыйтусене хуравлама пултарнă, анчах та 4-5 орфографи йăнăшĕ, 3-4 пунктуаци йăнăшĕ, 4 пуплев йăнăшĕ тĕл пулать.
«2» паллă – панă ыйтусенчен çуррине хуравлайман, текст содержани енчен аяккалла пăрăннă, 6-10 орфографи тата 5-6 пунктуаци йăнăшĕ янă, пуплев йăнăшĕ «3» паллă лартмалли виçерен иртсе кайнă. «1» паллă – ача ыйтусене пачах та хуравлайман, çырура йăнăшсем «2» паллă лартмалли виçерен нумайрах пулсан.
Тест хуравĕсене хакласси
0-32 балл – «2»
33-50 балл – «3»
51-70 балл – «4»
71- 100 балл – «5»
Диктантсене хакламалли виçесем
«5» паллă ĕçе йăнăшсăр çырсан. 1 пĕчĕк орфографи йăнăшĕ е пĕчĕк пунктуаци йăнăшĕ пулсан лартмалла.
«4» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 2 тата пунктуаци йăнăшĕ 2; е орфографи йăнăшĕ 1 тата пунктуаци йăнăшĕ 3; пунктуаци йăнăшĕ 4.
«3» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 4 тата пунктуаци йăнăшĕ 4; орфографи йăнăшĕ 3 тата пунктуаци йăнăшĕ 5 çитсен; е пунктуаци йăнăшĕ çеç 7 пулсан;
«2» паллă: орфографи йăнăшĕ 7 таран пулсан тата пунктуаци йăнăшĕ 7-рен иртмесен; е орфографи йăнăшĕ 6 тата пунктуаци йăнăшĕ 7; е орфографи йăнăшĕ 5 тата пунктуаци йăнăшĕ 9; е орфографи йăнăшĕ 8 тата пунктуаци йăнăшĕ 6 пулсан.
Тĕрĕслев ĕçĕ диктантран тата хушса панă ĕçрен тăрать пулсан – ăна икĕ паллăпа хакламалла. Ун пек чух диктант калапăшне 15 сăмах таран кĕскетме юрать.
Хушма грамматика ĕçĕн хаклав виçи
«5» паллă – ĕçе пĕтĕмпех тĕрĕс тунă;
«4» паллă – ĕçĕн 3|4 пайне тĕрĕс тунă;
«3» паллă – ĕçĕн 1|2 пайне тĕрĕс тунă;
«2» паллă – ĕçĕн çуррине те туман.
Тĕрĕслев диктанчĕн хаклавĕ
«5» паллă – пĕр йăнăш та çук;
«4» паллă – 1-2 йăнăш;
«3» паллă – 3-4 йăнăш;
«2» паллă – 5-7 йăнăш таран.
Сочиненисемпе изложенисене хакламалли виçесем
Сочиненисемпе изложенисем ачасем шухăша тĕрĕс, çыхăнуллă йĕркелесе çырма пултарнине, пуплев аталанăвĕн шайне тĕрĕслемелли тĕп формăсем шутланаççĕ.
5-9 классенче изложенисемпе сочиненисем çыртарнă чух вĕренекенсен калаçупа çырăвне аталантарма программăра мĕн-мĕн палăртнине асра тытмалла.
Изложени валли ăс-пуçа аталантарас, кăмăл-сипете çирĕплетес енчен лайăх текст илмелле.
Изложенин е сочиненин содержанине хакланă чухне çак енсене шута илмелле:
а) çырни темăпа, тĕп шухăшпа килĕшсе тăнине;
ă ) ĕçсене туллин çырса панине, фактсене тĕрĕс çырса кăтартнине;
б) стиле яка тытса пынипе пыманнине.
Изложенипе сочинени хаклавĕ
Хаклав палли | Мĕн шута илмелле | |
Содержанипе чĕлхе пуянлăхĕ | Тĕрĕс çырма пĕлни | |
1 | 2 | 3 |
«5» паллă | Çырса пани темăпа килĕшÿллĕ. Тĕп шухăша ăнланса, туллин, пăтраштармасăр çырса кăтартнă,сăмах пĕлтерĕшне пăтраштарман. Сăмах йышĕ çителĕклĕ. Предложенисене грамматика тĕлĕшнчен лайăх йĕркеленĕ. Стиль енчен килĕшÿллĕ çырнă. Сочинени содержанийĕнче пуплевре пĕрер çитменлĕх пулма пултарать. | 1 орфографи йăнăшĕ; (е 1 пунктуаци йăнăшĕ; 1 грамматика йăнăшĕ) |
«4» паллă | Пĕтĕмĕшпе илсен содержани темăпа килĕшÿллĕ, анчах кăшт унран пăрăнни пур. Çырни, тĕпрен илсен, тĕрĕс, анчах уйрăм çĕрте фактсене пăснă. Шухăш татăлни тĕл пулать. Сăмах йышĕ çителĕклĕ, пĕр стилпе çырнă, чĕлхи илемлĕ. Содержанире 2, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма пултарать. | 2 орфографи йăнăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ (е 1 орфографи йăнăшĕпе 3 пунктуаци йăнăшĕ; е 4 пунктуаци йăнăшĕпе 2 грамматика йăнăшĕ) |
«3» паллă | Ĕçе темăран чылай пăрăнса çырнă. Тĕп шухăшсене каласа панă, анчах тĕрĕсех мар фактсем пур. Йĕркеллех, çыхăнуллах çырман. Сăмах йышĕ чухăнрах, шухăша тивĕçлине суйласа илмен, пĕр пек предложенисемпе усă курнă. Стиль тикĕслĕхĕ çук, илемлех çырман. Ĕçре содержани енчен 4 çитменлĕх, пуплев енчен 5 çитменлĕх пур. | 4 орфографи йăнăшĕпе 4 пунктуаци йăнăшĕ ( е 3 орфографи йăнăшĕпе 5 пунктуаци йăнăшĕ; е 7 пунктуаци йăнăшĕпе 4 грамматика йăнăшĕ) |
«2» паллă | Ĕĕçре темăна уçса паман. Содержанире тĕрĕс мар вырăн чылай. Шухăш çыхăнулăхĕ çук, план тăрăх çырман. Стиль пĕр пек мар. Содержанипе пуплевре 6-7 çитменлĕх пур. | 7 орфографи йăнăшĕпе 7 пунктуаци йăнăшĕ ( е 6 орфографи йăнăшĕпе 8 пунктуаци йăнăшĕ; е 5 орфографи йăнăшĕпе 9 пунктуаци йăнăшĕ; е 8 орфографи, 6 пунктуаци йăнăшĕ тата 7 грамматика йăнăшĕ). |
Чăваш чĕлхипе литература пуплевне тата пуплев хăнăхăвне изложенипе сочинение тĕрĕс хакламалли пĕтĕмĕшле таблица
| содержани | пуплев | орфографи | пунктуаци | грамматика |
«5» | 0-1 0-1 0-1 0-1 | 0-1 0-1 0-1 0-1 | 0 0 0 1 | 0 1 0 0 | 0 0 1 0 |
«4» | 0-2 0-2 0-2 0-2 0-2 0-2 0 | 0-3 0-3 0-3 0-3 0-3 0-3 0 | 0 0 0 1 1 2 3 | 1 0-1 2-5 0 1-3 0-4 0 | 1 2 0-2 1-2 0-2 0-2 0 |
«3» | 0-4 0-4 0-4 0-4 0-4 0-4 0-4 0-4 0-4 0-4 | 0-5 0-5 0-5 0-5 0-5 0-5 0-5 0-5 0-5 0-5 | 0 0 1 1 2 2 3 4 5 6 | 0-4-8 0-9 0-3 4-6 0-3 4-6 0-5 0-6 0-5 0-6 | 3-4 0-4 3-4 0-4 3-4 0-4 0-4 0-5 0-5 0-6 |
«2» | 0-6 0-6 0-6 0-6 0-6 | 0-7 0-7 0-7 0-7 0-7 | 5 6 7 8 9 | 9 8-10 7-9 0-8 7 | 0-6 0-6 0-6 0-6 0-6 |
Интернет ресурссем:
http://www.lib.cap.ru/ - Национальная библиотека ЧР
http://forum.chuvash.org/ - чăваш халăх канашлăвĕ (справочники, словари)
http://yumah.ru/
http://cv.wikipedia.org
http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=243&id=46601 скачать чувашские шрифты
http://cheboksary-vse.ru/chuvashskie-pesni-besplatno-slushat-chuvashskie-pesni/ слушать чувашские песни он –лайн
http://vula.narod.ru/ - чтение на чувашском языке
http://hypar.ru/ - издательский дом Хыпар
http://pedkanash.chuvash.org/ - форум учителей чувашского языка и литературы
http://comissi.chv.su/ru
http://samahsar.chuvash.org — онлайн чăваш сăмахсарĕ
http://smi21.ru — Чăваш Енри периодикăллă кăларăмсен сайчĕ
Электрон вĕренÿ пособийĕсем
«Пĕлÿ шыраса» электронное пособие для 5 класса. – Чебоксары, 2007.
«Чăваш чĕлхи». 5 класс.