СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Родной язык - язык матери

Нажмите, чтобы узнать подробности

Каждый человек должен уметь говорить и понимать азые своей матери т.е. родной язык.

Просмотр содержимого документа
«Родной язык - язык матери»

Внеклассное мероприятие по родноу языку и литературе

„Калаçасса калаçăп эпĕ Нептун çинче те чăвашла.


Тĕллевсем:

1.Вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăç çулĕ çинчен пĕлнине тĕрĕслесси, çĕннине пĕлтересси.

2. Вĕренекенсен пĕлÿ, хăнăху туянас, шухăшлас, ĕçлес пултарулăхне аталантарасси.

3. Вĕренекенсен калаçу пуплевне аталантарасси.

4. Илемлĕхе курма, тăван чĕлхене хисеплеме хăнăхтарасси.


1-мĕш йĕртÿçĕ: Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи,

Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи,

Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе.

Çитсессĕн те тĕнче хĕрне,

Ишсен те тĕпсĕр тинĕсре

Анне калаçнă чĕлхене

Эп упрăп хамăн чĕрере.

2-мĕш йĕртÿçĕ: Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе.

Сана, ачам, пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

1-мĕш йĕртÿçĕ: Епле хитре те ытарлă каланă чăваш чĕлхи çинчен сăвăçсем. Ăçта – ши чĕлхемĕрĕн пуçламăшĕ? Чăваш чĕлхине ăруран ăрăва куçарса пуçласа яраканĕ И.Я.Яковлев.

2-мĕш йĕртÿçĕ: Вăл вырăс алфавитне тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркеленĕ. Чăвашла кĕнекесем çырнă.Апла эпир улăп чĕреллĕ çыннăн ĕçне-хĕлне пĕлме тивĕçлĕ. Халĕ вара ушкăнсене ыйтусем партпăр. Пĕр ушкăн хуравлаймасан тепĕр ушкăн хуравлать.

  1. И.Я.Яковлев çуралнă ял адресĕ.

-Пушкăрт республики Пелепей районĕ Слакпуç

-Тутар республики Теччĕ районĕ Кăнна Кушки

- Тутар республики Пăва районĕ Пÿркел

2. И.Я.Яковлев шкул пуканĕ çине лариччен мĕн ĕçленĕ?

-кĕтÿ кĕтнĕ

- атă-пушмак ăстине пулăшнă

- çăкăр пĕçерекене пулăшнă

3. Ача чухне И.Я.Яковлева мĕн тума вĕрентнĕ?

-чăпта çапма

- купăс калама

- çăпата калăплама

4. Пĕррехинче И.Я.Яковлевсем патне иртен çÿренсем кĕнĕ. Ăна „Большой будешь человек. Далеко пойдешь...”, тенĕ. Камран илтнĕ вăл çак сăмахсене?

- ватă чикан майринчен

- вырăс çыннисенчен

- ял старостинчен

5. Яковлев усрав ачи пулнă. Вăл вырăсла пĕлтĕр тесе ăна усракансм мĕн тунă?

- вырăссем патне хăнана çÿренĕ

- вырăсла кĕнекесем илсе панă

- вырăссем патне пурăнма янă.

6. Пăрăнтăк шкулне вĕренсе пĕтернĕ чухне вырăс çыравçисен мĕнле произведенине вуланă вăл?

- А Пушкинăн „Ылтăн пулăпа пулăç юмахне”

- И Крыловăн „Шăрчăкпа кăткă” юптарăвне

- М.лермонтовăн „Мцыри” поэмине

7. Хăй пурнăçĕнче И.Яковлев мĕнле профессине чи малтан алла илнĕ?

- çыравçă

- вĕрентекен

- çĕр виçевçи

8. И.Яковлев хăш хулари университета вĕренме кĕрет?

-Шупашкарта

- Чĕмпĕрте

- Хусанта

9. Университетра мĕнле уйрăмра вĕренет?

- математика уйрăмĕнче

- вырăс чĕлхи уйрăмĕнче

- историпе филологи уйрăмĕнче

10. „Богатырский дух был у этого человека. 50 лет тянул к свету свой народ, и в какое время...” Çак сăмахсене кам каланă-ши?

- В Ленин

-Н Крупская

- Ф Энгельс

2-мĕш йĕртÿçĕ: Халĕ вара ушкăнсене сăмах паратпăр. Вĕсем И.Яковлев калавĕсем тăрăх инсценировкăсем хатĕрленĕ. Пире кăтартса парĕç.

(Ушкăнсем „Йăлăнтарни”, „Кулачă” калавсен инсценировкисене кăтартаççĕ).

1-мĕш йĕртÿçĕ: Халĕ вара куракансемпе вăйă выльăпăр. Суеççĕсен вăййине. Сценă çине пĕр ачана чĕнетпĕр. Вăйă йĕрки çапларах.

Эпĕ ыйтусем паратăп. Ыйтусем çине хăвăр хурав памалла. Хуравсе пурте пĕр сас паллинчен пуçланмалла. Сăмахран, „Х”.

-Эсĕ мĕн ятлă?

-Хушамату мĕнлеччĕ-ха санăн?

-Эсĕ хăш хулара пурăнатăн?

-Эсĕ мĕнле выляма юрататăн?

- Санăн çывăх юлташу мĕн ятлă?

- Эсĕ ăна мĕн парнелесшĕн?

- Пире мĕн парнелетĕн?

- Мĕнле х......?


Маттур эсĕ. Хуравсене питĕ хăвăрт хуравларăн. Халĕ вара „К” сас паллипе ĕçлесе пăхăпăр.


2-мĕш йĕртÿçĕ: Халĕ ушкăнсемпе малалла ĕçлетпĕр.

11. Миçемĕш çулта И.Яковлев чăваш алфавитне тăвать?

-1870

-1873

-1871

12. Шупашкарта И.Яковлева халалласа палăк лартнă. Ăçтарах вырнаçнă – ши çак палăк?

- Крупская ячĕллĕ библиотека умĕнче

- наци библиотеки умĕнче

- Маяковский ячĕллĕ библиотека умĕнче

13.И.Яковлев çинче :”Среди чуваш ещё не было такого культурного деятеля, каким является Он”, -тесе кам каланă?

- Н.Ашмарин

-К.Крылов

- А.Сусанин

14.Шупашкарта аслă пĕлÿ паракан пĕр заведени И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленет. Хăшĕ-ши вăл?

- Ялхуçалăх академийĕ

-Госуниверситет

-Педуниверитет

15.”Яковлев был даром судьбы чувашскому народу в темное, глухое время. В течение одного человеческого века он создал литературный чувашский язык”, - çак сăмахсене кам каланă?

- М.Джалиль

- В.Ленин

-П.Хусанкай

16.”Если Пушкин назвал Ломоносова первым русским университетом, то Яковлев с наименьшим правом может быть чувашским университетом”,- кам çапла пысăк хак панă-ши И.Яковлева.

- К.Иванов

-П.Хусанкай

-Н.Бичурин

1-мĕш йĕртÿçĕ: Ыйтусене хуравласа пĕтертĕмĕр. Халĕ жюри членĕсем пĕтĕмлетеççĕ.

2-мĕш йĕртÿçĕ: Лăпкă чух та, вăрçăра та

Хут çине те чул çине

Çыртăм, халĕ те çыратăп

Халăха ĕненнине.

Савнă халăх манпалан

Шухашлатăр та калатăр

Уçă ирĕк кăмăлтан:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

1-мĕш йĕртÿçĕ: Çакăнпа паянхи уява вĕçлĕпĕр. Тепре тĕл пуличчен.

2-мĕш йĕртÿçĕ: Жюри членĕсене сăмах паратпăр.

(Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕ)

1-мĕш йĕртÿçĕ: Тепре тĕл пуличчен.




















Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!