СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Сценарий игры "Колесо истории" к Дню чувашского языка

Категория: Внеурочка

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий посвящён 170-летию со дня рождения просветителя чувашского народа И.Я.Яковлева. Сценарий содержит театрализованные сценки, тесты, литературу и ответы к вопросам. 

Просмотр содержимого документа
«Сценарий игры "Колесо истории" к Дню чувашского языка»

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

тĕп шкул


И.Я.Яковлев çуралнǎ кунне халалланǎ

«Чǎваш чĕлхи кунĕ» уявра

ирттермелли «Истори кустǎрми» вǎйǎ сценарийĕ


Хатĕрлекенĕ

чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна



Тĕллевĕсем:


1.Чǎваш чĕлхи кунне анлǎн уявласа ирттересси;

2.Ачасене И.Я.Яковлевǎн, çутта кǎлараканǎн, пурнǎçĕпе тата пултарулǎхĕпе тарǎнрах паллаштарасси, тǎван литературǎпа тата тǎван ен культурипе кǎсǎклантарса ярасси;

3.Вĕренекенсен И.Я.Яковлев çинчен тĕплĕнрех пĕлес туртǎмне ÿстересси, тавракурǎмне аталантарасси.


Умĕн калани

Чǎвашсене çутта кǎлараканǎн сумлǎ та чаплǎ педагогǎн Иван Яковлевич Яковлевǎн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те анлǎ пĕлеççĕ. Вǎл 1848 çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушкинче çуралнǎ. «Унǎн çур ĕмĕре пынǎ нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халǎхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывсенче ырǎ ята тивĕçрĕ. Халǎха çутта кǎларас енĕпе И.Я.Яковлев тунǎ ĕçсене Раççей империйĕн юлашки виçĕ патши те, РСФСР Министрĕсен Канашĕн Председателĕ В.И.Ленин та, хамǎр патшалǎхǎмǎрта тата ют çĕр-шывсенче ĕçлесе тǎракан ǎсчахсем, çыравçǎсем, патшалǎхпа общество ĕçĕсене йĕркелесе пыракансем те пĕлнĕ, ырланǎ», - тесе çырать Л.П.Кураков академик «И.Я.Яковлев. Манǎн пурнǎç» кĕнекери умĕнхи статьяра.

Ют çĕр-шывсенчи ǎслǎх тĕпчевĕсенче Иван Яковлевича:

- ик чĕлхеллĕ шкулсенче пуçламǎш вĕрентĕвĕн ǎнǎçлǎ йĕркине туса хуракан практик-тĕпчевçĕ;

- «наци шкулĕ туса хураканĕ»;

- вĕренмелли тата ытти йышши кĕнекесем пичетлесе кǎлараканĕ тесе хакланǎ;

Кам-ха вǎл Иван Яковлевич Яковлев пирĕншĕн?

- чǎвашсене çутта кǎлараканĕ;

- пĕрремĕш чǎваш шкулне уçаканĕ;

- Чĕмпĕрти чǎваш шкулне уçаканĕ;

- чǎваш алфавитне йĕркелекенĕ;

- пĕрремĕш чǎваш букварĕ хатĕрлекенĕ;

- пуçласа педагогика комплексĕ йĕркелекенĕ;

- ик чĕлхе вĕрентекен пуçламǎш шкул дидактикине тǎваканĕ;

- Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕн директорĕ, чǎваш шкулĕсен инспекторĕ;

- учитель, чĕлхеçĕ, культура çынни, ученǎй;

- 20-мĕш ĕмĕрти тĕнчипе паллǎ çынсенчен пĕри;

И.Я.Яковлев чǎваш халǎхĕшĕн тунǎ ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысǎк. Халǎх çырулǎхне пуçарса яракан халǎх историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать.


«Истори кустǎрми» вǎйǎ


1. Тенкелсем, сĕтел, сĕтел çинче сǎмавар, чей чǎмрисем, чашкисем.

Сĕтел хушшинче Долгоруков улпут, улпут майри, управляющире тǎракан О.А.Косинский поляк.

Яковлев кĕрет:

-Ох, ывǎнтарчĕ паян çĕр виçсе çÿресе.

Майри:

-Иван Яковлевич, ларǎр пĕрле, чей ĕçĕпĕр.

И.Я.Яковлев:

-Тавтапуç. Калǎр-ха, Косинский юлташ, ǎçтан çавǎн чухлě кĕнеке сирĕн?

О.А.Косинский:

-О-о, кĕнеке вǎл – пĕлỳ çǎл куçĕ .

И.Я.Яковлев:

-Мĕншĕн пирĕн чǎвашсен хамǎр чĕлхепе çырнǎ кĕнекесем çук-ши?

Долгоруков:

-А... тен, пурнан пурнǎçра пулĕ.


-Миçемĕш çултан пуçласа И.Я.Яковлев ĕмĕчĕ пурнǎçа кĕре пуçланǎ?

(а-1871 , ǎ-1872 , б-1873 çултан)


2. И.Я.Яковлев 1867-мĕш çулта хǎйĕн тĕллевне пурнǎçланǎ: вǎл Чĕмпĕр гимназине вĕренме кĕнĕ. 1870-мĕш çулта гимназирен ылтǎн медальпе вĕренсе тухнǎ.Çак хыпар пичет урлǎ Раççейĕпех сарǎлнǎ. Пĕр номерĕнче çапла çырнǎ: «Вĕренсе тухнǎ чух тыттарнǎ экзамента уйрǎмах Яковлев Иван, Рачинский Порфирий, Панаев Александр, Артизанов Павел отвечĕсем витĕмлĕ пулчĕç. Педсовет уйрǎмах Яковлев Иван хǎйне йĕркеллĕ тытнине, гимнази курсǎн пур предмечĕсене те отлично пĕлнине , лайǎх вĕреннĕшĕн вǎл ылтǎн медаль илме тивĕç пулнине палǎртрĕ...»


-Çак ырǎ хыпар çинчен малтан ǎçта пĕлтернĕ?

(а-«Казанские губернские ведомости» хаçатра, ǎ-«Вестник Европы» журналта, б-«Симбирские губернские ведомости» хаçатра )


3. 1868-мĕш çулхи юпа уйǎхĕн 10-мĕшĕнче Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ уçǎлнǎ. Çак шкула малтанах 4 ача пырса çитнĕ. Вĕсенчен пĕри вырǎс пулнǎ.


-Кам пулнǎ вǎл?

(а-Алексей Рекеев, ǎ-Егор Улюкин, б-Иван Исаев, в-Василий Кашкаров)

4. И.Я.Яковлев 1870-мĕш çулхи çурла уйǎхĕнче Хусан университетне вĕренме тухса каять. Çавна май вǎл хǎйĕн шкулне пǎхса тǎма кама хушса хǎварнǎ?

(а-Чĕмпĕр гимназин директорне И.В.Вишневские, ǎ-Чĕмпĕр кĕпĕрнин халǎх училищисен инспекторне И.Н.Ульянова, б-патшалǎх пǎхса тǎнǎ)


5. И.Я.Яковлев Хусан университечĕн хǎш факультетне вĕренме кĕнĕ?

(а-физикǎпа математика факультетне, ǎ-историпе филологи факультетне, б-юристсене хатĕрлекен факультета)


6. Хусан университетĕнче вĕреннĕ чухне Н.И.Ильминский профессорпа В.А.Белилин студент пулǎшнипе И.Я.Яковлев чǎваш алфавитне йĕркелет. Çак ĕçе ыттисене те: тутар ачисен Хусанти шкулĕнче вĕренекен С.Тимрясова, хǎйĕн малтанхи вĕренекенне Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕнче ĕçлекен А.Рекеевпа Пǎва уесĕнчи Пимĕрсел шкулĕнче ĕçлекен Т.П.Петров учителе, Кǎнна Кушки ялĕнче пурǎнакан ача чухнехи юлташне Игнатий Иванова, Çĕрпÿ уесĕнчи Ямаш ялĕнчи Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме килнĕ Д.Филимонова та хутшǎнтарнǎ.


-Çак ĕçе хутшǎннǎ çынсенчен хǎшĕ каярах Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕнче ĕçлекен пуп пулнǎ?


7. И.Я.Яковлев йĕркеленĕ алфавит темиçе вариантлǎ пулнǎ , виçĕ çул хушшинче виçĕ тĕрлĕ улшǎннǎ. 1873 çултанпа Яковлев чǎваш чĕлхин алфавитне урǎх улǎштарман. 1938-мĕш çулта çеç чǎваш чĕлхин алфавичĕ вырǎс алфавитĕнчен ытлашши уйрǎлса ан тǎтǎр тесе , вǎл вырǎс чĕлхин алфавитне çывǎхрах пултǎр тесе ЧАССР Верховнǎй Совечĕн Президиумĕ И.Я.Яковлев тунǎ алфавита хǎш-пĕр улшǎнусем кĕртнĕ. Пирĕн паянхи çырулǎх 1871-1873 çç. туса çирĕплетнĕ никĕс çинче аталанать. Хальхи алфавитра 37 сас палли.


-И.Я.Яковлев йĕркеленĕ алфавитǎн юлашки варианчĕ миçе сас паллирен тǎнǎ?

(а-25, ǎ-27, б-47 сас паллирен)


8. И.Я.Яковлев 1875 çулта университетран вĕренсе тухсан Хусан вĕрентÿ округĕн инспекторĕ, Чĕмпĕрти чǎваш шкулĕн директорĕ пулнǎ. Анчах та Яковлев çине те тǎрǎннǎ. Ăна тивĕçсĕр сепаратист, националист тесе айǎпланǎ. 1903 çулта И.Я.Яковлева ура хунǎ пĕр шовинист тǎрǎшнипе ǎна чǎваш шкулĕсен инспекторĕ должноçĕнчен хǎтараççĕ.


-Çак шовинистǎн хушамачĕ мĕнле пулнǎ?

(а-В.А.Попов, ǎ-С.Ф.Спешков, б- А.Н.Деревицкий, в-Н.К.Кульчицкий)


9.И.Я.Яковлев çырнǎ калавсем йышлǎ.

(«Сармантей» юмах инсценировкине пǎхма сĕнетпĕр. «Манǎн та хумханас» сǎмахсем таран)

-Малалла мĕнле ĕç пулса иртет?

(а-ывǎлĕ аттине кǎларса ывǎтать, ǎ- çĕнĕ çын витрине çапса çĕмĕрет, б-хунямǎшĕ чустине кǎларса ывǎтать)


10. «Пулǎ сĕрни» калавǎн инсценировкине курма сĕнни


-Калав ячĕ мĕнле?

(а-«Виçĕ пулǎç», ǎ-«Пулǎ сĕрни», б-«Вырǎс, тутар, чǎваш-пурте çын»)



Пĕтĕмлетÿ

И.Я.Яковлевǎн пархатарлǎ ĕçĕсене, вǎл тǎван халǎхшǎн ĕçленине эпир асра тытма тивĕç. Çак вǎйǎ та пире И.Я.Яковлев çинчен тĕплĕнрех пĕлме май парать.


Усǎ курнǎ литература:

1. А.А.Алексеев «Паллǎ чǎваш чĕлхеçисем», Чǎв. кĕн. изд.-ви ,1982.

2. Н.Г.Краснов «Выдающийся чувашский педагог-просветитель», Чеб.-ры , Чув. кн. изд.-во , 1992.

3. «Яковлев И.Я. Моя жизнь: Воспоминания» (Вступ. статья Л.П.Куракова, археогр. предисл. Г.Н.Плечова; примеч., имен. указ. Н.Г.Краснова) – М.: Республика , 1997.

















Хуравĕсем


1. Таса тăван чĕлхепе çырнă пĕрремĕш кĕнеке И.Я.Яковлев хăй йĕркеленĕ алфавитпа усă курса çырнă букварь пулнă. Вăл 1872 çулта пичетленнĕ. И.Я.Яковлев ĕмĕчĕ 1872 çултан пурнǎçа кĕре пуçланǎ.


2. Çак ырă хыпар çинчен малтан «Симбирские губернские ведомости» хаçатра пĕлтернĕ, ун хыççăн – «Вестник Европы» журналта.


3. Шкула пырса çитнĕ пĕрремĕш ушкăнри ачасем хушшинче Иван Исаев вырăс пулнă.


4. И.Я.Яковлев хăйĕн шкулне пăхса тăма Чĕмпĕр гимназийĕн директорне И.В.Вишневские хушса хăварнă. Каярахпа шкул И.Н.Ульянов хÿттине куçнă, тата каярахпа И.Н.Ульянов тăрăшнипе Яковлев шкулне патшалăх тытса тăма пуçланă.


5. И.Я.Яковлев малтан Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, çулталăкран çеç вăл гуманитари пĕлĕвĕсем ытларах кирлĕ пулнипе историпе филологи факультетне вĕренме куçнă.


6. И.Я.Яковлев йĕркеленĕ алфавитăн юлашки варианчĕ 25 сас паллирен тăнă.


7. 1903 çулта С.Ф.Спешков шовинист тăрăшнипе И.Я.Яковлева чăваш шкулĕсен инспекторĕн должноçĕнчен хăтараççĕ. Çакăн хыççăн вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕн директорĕ çеç пулса юлать.


8. Малалла çĕнĕ çын витрине çапса çĕмĕрет.


9. Калав ячĕ – «Пулă сĕрни».


5




Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!