Просмотр содержимого документа
«Сценарий, посвящённый Международному женскому дню»
Хĕрарǎмсен уявĕ
Кутамккине çĕклерĕ нарăс Паян – хĕрарăмсен уявĕ,
Канма ăсанчĕ хăй килне. Илем çиçет пит-куç çинче.
Шух çил ик турапа пĕр харăс Тин килнĕ кураксен шăв-шавĕ
Турать пуш уйăх кăтрине. Янрать çырма кĕрекинче.
Çаплах-ха хĕл хуçаланасшăн, Ырса ытарайми хĕрарǎм!
Парасшăн мар тилхепине. Хисеп те чыс, мухтав сана!
Пĕр уйăх шăнкăравне çаксассăн Пĕрех çĕклеймĕ çилхине…
Хăлаçланать çурхи çанталăк, Хĕрарǎм вǎл – ĕрчев тĕпелĕ,
Хĕвел хыçать ун кукшине. Хĕрарǎм вǎл – çуртри илем.
Çÿл тÿпере касать леш алăк Хĕрарǎм вǎл – çемье хĕвелĕ
Кĕтсе илме хăнасене. Хĕрарǎм вǎл – сÿнми хĕлхем.
Хĕлпе пуш уйăх хирĕçеççĕ, Хĕрарǎм вǎл – кил-çурт вучахĕ,
Çук килĕшÿ ик хушăра, Хĕрарǎм вǎл – иксĕлми çǎл куç.
Юр аркисем ситреленеççĕ Хĕрарǎм вǎл – çемье ахахĕ,
Пĕрмай çилпе тулашнăран. Хĕрарǎм вǎл – пурнǎçри çул пуç.
(А. Чебанов сǎввине евĕрлесе)
I. Кашни участник хǎйĕнпе паллаштарать.
II. Пĕçерсе килнĕ çимĕçĕ çинчен каласа парать.
III. Мода кǎтартни тата пултарулǎхĕпе паллаштарни.
Ах, хитре-çке Пǎла каçĕ, Каччисем çунса тǎраççĕ,
Кĕмĕл тĕслĕ çǎлтǎрсем. Ах, хитре-çке хĕрĕсем. Акǎш пек чипер утаççĕ, Çырла сǎнлǎ курǎнаççĕ,
Пирĕн шкулǎн пикисем. Пирĕн шкулǎн пикисем.
Çепĕç сасǎсем юхаççĕ, Ах, хитре-çке Пǎла каçĕ,
Ах, хитре-çке кĕввисем. Кĕмĕл тĕслĕ çǎлтǎрсем.
Хитре юрǎсем юрлаççĕ, Акǎш пек чипер ташлаççĕ,
Пирĕн шкулǎн пикисем. Пирĕн шкулǎн пикисем.
(«Шупашкарǎн пикисем» юрǎран, Гурий Чаржов сǎввине евĕрлесе)
IV. Хĕрсене кĕвентепе уттарни.
V. Пĕтĕмлетÿ: «Чи илемлĕ», «Чи ǎста», «Чи пултаруллǎ» пикене палǎртни.