СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Урок литературного чтения: Людмила Смолина. Сăпка юрри.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Методическая разработка урока "Людмила Смолина. Сăпка юрри" применяется для проведения урока литератуного чтения и внеклассного мероприятия на чувашском языке.

Просмотр содержимого документа
«Урок литературного чтения: Людмила Смолина. Сăпка юрри.»

Урок литературного чтения на родном (чувашском языке) по теме: «Людмила Смолина. Сăпка юрри»

Прокопьева Светлана Григорьевна,

учитель МБОУ «Икковская ООШ»

Чебоксарского района Чувашской Республики


Пояснительная записка

Методическая разработка урока «Людмила Смолина. Сăпка юрри» применяется для проведения урока литературного чтения на родном (чувашском языке) в 4 классе общеобразовательных организаций с родным (чувашским языком) обучения, литературной гостиной или внеклассного мероприятия в школах с обучением на русском языке по предмету «Чăваш чĕлхи» (Родной (чувашский)язык). Тема актуальна: обучающиеся видят красоту чувашского языка через художественные и музыкальные произведения. Пробуждается гордость за наш чувашский язык, за людей, кто создал эти произведения. Появляется желание сохранить красоту родной земли, язык отца, матери, которая нам пела колыбельные песни.

«Людмила Смолина. Сăпка юрри» темăпа хатĕрленĕ урок чăваш шкулĕсенче 4 класра усă курма, вырăс шкулĕсенче класс тулашĕнчи ĕçе йĕркеленĕ май усă курма юрăхлă. Ку тема паянхи кун кирлĕ вырăнта, кун йĕркинче тăрать: чăвашла юрă итлени тата юрлани, сăвă итлени тата вулани тăван чĕлхе илемне туйма пулăшать. Çак произведени авторĕсене хисеплес туйăм çуралать. Вĕренекенсем тăван тавралăх илемне асăрхама, юратма, тăван çĕре, тăван чĕлхене, ашшĕ-амăшне юратма, хисеплеме вĕренеççĕ.

Урокăн технологи карти

Предмет: Литература вулавĕ

Класс: 4 класс


Урок теми:

Людмила Смолина. Сăпка юрри.


Урок тĕллевĕ:

Сăпка юррин илемне туйма, çак юрра юрлакан тăван аннене хисеплеме, хамăр çуралса ÿснĕ тăван çĕре атте вырăнне хурса хисеплеме, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.


Урок задачисем:

1. Людмила Смолина биографийĕпе паллашасси.

2. Людмила Смолина çырнă «Сăпка юрри» хайлавпа паллашасси.

3. Хайлава тĕрĕс , палăртуллă вулама хăнăхасси.


Кĕтекен результатсем

1. Чăваш чĕлхи пуянлăхне туйма, чĕлхене хисеплеме, унпа киленме вĕренсе пыни. Илемлĕхе туйма вĕренсе пыни

2. Харпăр-хăй, юлташĕсен ĕçне хак пама пĕлни.

3. Кирлĕ информацие литературăра, справочниксенче, интернетра тупма пултарни.

4. Ачасен вулав пултарулăхĕ çирĕпленни.

5. Вĕренÿ задачисем лартма вĕренсе пыни.

6. Авторпа, унăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарма пултарни.

7. Героя, унăн хăтланăвне хак пама пĕлни.

8. Хайлавăн тĕп шухăшне палăртни.

Урокра усă курма кирлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем

1. Презентаци.

2. АртемьеваТ.В.,Печников О.И.,Литература вулавĕ. Пучах çумне пучах: Вĕренÿ пособийĕ. 4 класс

Предметсем хушшинчи çыхăну

Тăван тавралăх, юрă урокĕсем



Урок юхăмĕ



Урок этапĕсем

Учитель ачасене панă ĕçсем

Ачасен ĕçĕсем

1.Урока йĕркелени.


-Пурне те ырă кун сунатăп. Шăппăн парта хушшине кĕрсе ларăпăр. Урокра пĕр- пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатăп. Вулав урокне çак сăмахсенчен пуçлăпăр.(Слайд 1)


Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.

Ак кĕрет учитель савăк сăнпалан.

Кăмăллă вăл питĕ пирĕнпе ялан.

Урокра тупатпăр хамăр ăс-тăна.

Вĕренсе пыратпăр пиллĕкпе кăна.


-Пĕрле вулар-ха.



Урока хатĕрленни.










Учительпе пĕрле сăвва хорпа вулани.

2. Киле панă ĕçе тĕрĕслени.


- Килти ĕçе тĕрĕслĕпĕр. Килте мĕнле ĕç пурнăçламалла пулнă сирĕн? (Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тупса вуламалла пулнă,ушкăнсемпе проект хатĕрлемелле пулнă).

-Кашни ушкăн хăйĕн ĕçĕпе класа кĕскен паллаштарĕ.

Килти ĕçе аса илни.




Ушкăнсем проектсене хÿтĕлени.


3. Урок темине, задачисене палăртни.


- Ачасем, эпĕ сире Петĕр Хусанкай çырнă сăмахсем тăрăх хайланă кĕвве итлеме сĕнетĕп. Кĕвĕ пирки хăвăр шухăшсене каламалла пулать. (Слайд 2)

- Камăн мĕнле шухăш çуралчĕ. Ку мĕнле кĕвĕ? (Слайд 3)

- Эсир мĕнле шухăшлатăр: эпир мĕнле юрă итлерĕмĕр?( Сăпка юрри).

- Ку юрă сăпка юрри пулнине мĕнле тавçăртăр? Юрă мĕнле янăрарĕ? (Слайд 4. 1-2 элементсем)

- Хăш сăмахсем сăпка юррипе килĕшсе тăраççĕ? (Юрăç ачашшăн, шăппăн, лăпкăн, «çывăр пепкем» тесе юрлать).

Эпир сирĕнпе ахальтен мар сăпка юрри итлерĕмĕр. Кам тавçăрать ,пирĕн урок теми мĕнле пулать, урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр?

-Ачасем, урокра эпир тата тепĕр илемлĕ хайлавпа паллашăпăр. Пирĕн урок теми «Людмила Смолина. Сăпка юрри». (Слайд 4. 3 элемент) .


-Хамăр ума тĕллев лартăпăр та ĕçе тытăнăпăр. Урокра мĕнле ĕçĕсем тăвăпăр-ши? (Ачасен хуравĕсем). (Слайд 5).


Кĕвĕ итлени.




Учитель вĕсем умне лартнă ыйту çине хурав пани, урок темине палăртни, урокра пурнăçламалли ĕçсене палăртни.



Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ.

4. Автор биографийĕпе паллашни.


- Кам-ха вăл Людмила Смолина? Эсир мĕн пĕлетĕр ку çыравçă çинчен?(Ачасен хуравĕсем). (Слайд 6).


Людмила Смолина пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пани.

5. Людмила Смолина çырнă «Сăпка юрри» хайлавпа паллашни.


- Çак ырă та таса чунлă çын, паллах, илемлĕ хайлавсем кăна çырма пултарать. Итлесе пăхар-ха «Сăпка юрри» хайлава.(Учитель вулать).


«Сăпка юрри» хайлава итлени.

6.Словарь ĕçĕ.


- Килĕшрĕ-и сире хайлав? Хайлаври сăмахсене пурне те ăнланмалла-и? (Класри ачасем сăмахсене ăнланмаççĕ пулсан словарь ĕçĕ туса ирттермелле: вуланă предложенисене вырăсла куçарса е ăнланман сăмахсене ăнлантарса).


Сăвва хăйсем тĕллĕн вулани. Ăнланма йывăр сăмахсене палăртни.

7. Текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслени.


- Сăвăç хайлавне мĕншĕн «Сăпка юрри» тенĕ-ши?( Канлĕ каç килет, амăшĕ ачине çывăрма ÿкĕтлет).

- Вăл ачине мĕнле сăмахсемпе чĕнет? Тупса вулăпăр. (Чиперккем, чунăм ман, ачам, пепкем).

- Амăшĕ ачине мĕншĕн çапла чĕнет?(Вăл ачине юратать, канлĕ çывăрма сунать).

- Ачасем, хайлавăн тĕп шухăшĕ мĕнле-ши?(Çак сăмахсене илтсен ача хăйне юратнине туять. Канлĕ çывăрма ачана нимĕн те кансĕрлемест).


Ыйтусем çине хурав шырани.


Кирлĕ сăмахсене текстра шыраса тупни.


Хайлавăн тĕп шухăшне палăртни.

8. Физкультминутка.


-Ачасем, эсир пепкене мĕнле çывăратнă пулăттăрччĕ? (Ачасен хуравĕсем).

- Куç умне çакăн пек ÿкерчĕк кăларса тăратăпăр. Эсир пĕчĕк пепкепе уçăлма тухнă. Ăна сирĕн сăпка юрри юрласа çывăратмалла. (Слайд 7).

- Лĕпĕш вĕçсе килчĕ. Вăл пепкене вăратма пултарать.Эсир пĕр тапранмасăр тăратăр. Куçсемпе лĕпĕш вĕçнине сăнатăр: сылтăма-сулахая, çÿлелле-аялалла, сылтăм кĕтесе- сулахай кĕтесе. Лĕпĕш вĕçсе кайрĕ. Эсир киле таврăнтăр

Ыйту çине хуравлани.


Сăпка юрри юрласа пепкене(пуканесене) çывăратни.

Куçĕсене кантарма хусканусем туни.

9. Суйлавлă вулав.


- Тепĕр ĕç пурнăçлăпăр:çак ÿкерчĕксене килĕшекен йĕркесене сăвăра тупса лартмалла. (Слайд 9,10,11,12).


Учитель панă ÿкерчĕксене сăнани, вĕсене килĕшекен йĕркесене сăвăра шырани.

10. Мăшăршарăн ĕçлени.


- Мăшăршарăн ĕçлĕпĕр. Пĕри вулать, тепри итлет, кайран улшăнса вулатпăр.

- Мĕнле вуламалла сăвва? (Ачашшăн, шăппăн, лăпкăн).


Сăвва мĕнле вуламаллине палăртни. Мăшăршарăн шăппăн вулани.



11. Сăвва сасăпа вулани.


- Хайлава сасăпа вулăпăр.

(Ачасен вулавне хаклани).

Сăвва сасăпа вулани.

Хăйсен вулавне, юлташĕсен вулавне хаклани.

12. Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.


- Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçларăмăр-и? Кам пурнăçларăмăр тесе шухăшлать, дневникре вулав урокĕ тĕлне «5» паллă лартать, кам тата та ĕçлемелле тесе шухăшлать, çак ĕçе килте пурнăçа кĕртмелле пулать, сăвăри хăвăра килĕшнĕ вырăна ÿкерчĕк тумалла пулать, сăвва пăхмасăр калама вĕренĕпĕр.

(Шăппăн кĕвĕ илтĕнет. Слайд13).

- Пирĕн урок вĕçленсе пырать.Сире урок килĕшрĕ-и? Мĕнпе килĕшрĕ?(килĕшмерĕ?)

- Ман çак сăмахсене каласа хăварас килет. Сăпка юррисене мĕн авалтанах юрланă, паян кун та юрлаççĕ, малашне те сăпка юррисем пулччăр. Эсир, ÿссе çитсе аяккалла салансан та , хăвăра çуратса ÿстернĕ тăван çĕре, тăван аçупа аннÿне,вĕсен чĕлхине, аннÿн сăпка юррисене яланах асра тытасса шанас килет.

- Урокра туслă, пĕр- пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн пурне те тав тăвас килет. Тепре тĕл пуличчен.



Хăйсен ĕçне, юлташĕсен ĕçне, урока хаклани, пĕтĕмлетÿ туни.














Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!