СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Урок литературного чтения: Людмила Смолина. Сăпка юрри.

Нажмите, чтобы узнать подробности

       Методическая разработка применяется для проведения урока литературного чтения в чувашской школе, проведения внеклассных мероприятий на чувашском языке, где преподается чувашский язык.Обучающиеся видят красоту чувашского языка через литературные и музыкальные произведения.Пробуждается гордость за наш чувашский язык, за авторов, кто создал эти произведения.Появляется желание сохранить красоту родной земли,  язык отца, матери, которая пела нам колыбельные песни.

Просмотр содержимого документа
«Урок литературного чтения: Людмила Смолина. Сăпка юрри.»

Урок теми: Людмила Смолина. Сăпка юрри.

Урок тĕллевĕ: Сăпка юррин илемлĕхне туйма, çак юрра юрлакан тăван аннене хисеплеме, хамăр çуралса ÿснĕ тăван çĕре атте вырăнне хурса хисеплеме, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.

Урок задачисем: 1.Людмила Смолина биографийĕпе паллашасси.

2. Людмила Смолина çырнă «Сăпка юрри» хайлавпа паллашасси.

3. Хайлава тĕрĕс , палăртуллă вулама хăнăхасси.

Урок юхăмĕ:

1.Урока йĕркелени.

-Пурне те ырă кун сунатăп. Шăппăн парта хушшине кĕрсе ларăпăр. Урокра пĕр – пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатăп. Вулав урокне çак сăмахсенчен пуçлăпăр.(Слайд 1)

Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.

Ак кĕрет учитель савăк сăнпалан.

Кăмăллă вăл питĕ пирĕнпе ялан.

Урокра тупатпăр хамăр ăс-тăна.

Вĕренсе пыратпăр пиллĕкпе кăна.


-Пĕрле вулар-ха.

- Эпĕ сире кĕвĕ итлеме сĕнетĕп. Кĕвĕ пирки хăвăр шухăшсене каламалла пулать. (Слайд 2)

- Камăн мĕнле шухăш çуралчĕ. Ку мĕнле кĕвĕ? (Слайд 3) (Юрă кĕвви).

- Эсир мĕнле шухăшлатăр: эпир мĕнле юрă итлерĕмĕр?( Сăпка юрри).

- Ку юрă сăпка юрри пулнине мĕнле тавçăртăр? Юрă мĕнле янăрарĕ? (Слайд 4. 1-2 элементсем)

- Хăш сăмахсем сăпка юррипе килĕшсе тăраççĕ? (Юрăç ачашшăн, шăппăн, лăпкăн, «çывăр пепкем» тесе юрлать). Çак юрă сăмахĕсене Петĕр Хусанкай çырнă. Кам вăл Петĕр Хусанкай? (Чăваш халăх çыравçи).

2. Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

- Килте сирĕн Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тупса вуламалла пулнă. Кам мĕн тупса вуланă? Каласа парăпăр.(Ачасен хуравĕсем).

3. Урок теми, задачисемпе паллашни.

- Ачасем, эпир сирĕнпе ахальтен мар сăпка юрри итлерĕмĕр. Кам тавçăрать пирĕн урок теми мĕнле пулать, урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр?(Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ) (Слайд 4. 3 элемент) .

-Хамăр ума тĕллев лартăпăр та ĕçе тытăнăпăр. Урокра мĕнле ĕçĕсем тăвăпăр-ши? (Ачасен хуравĕсем). (Слайд 5).

4. Автор биографийĕпе паллашни.

- Кам-ха вăл Людмила Смолина? Эсир мĕн пĕлетĕр ку çыравçă çинчен?(Ачасен хуравĕсем). (Слайд 6).

5. Людмила Смолина çырнă «Сăпка юрри» хайлавпа паллашасси.

- Çак ырă та таса чунлă çын, паллах, илемлĕ хайлавсем кăна çырма пултарать. Итлесе пăхар-ха «Сăпка юрри» хайлава.(Учитель вулать).

6.Словарь ĕçĕ.

- Килĕшрĕ-и сире хайлав? Хайлаври сăмахсене пурне те ăнланмалла-и? (Класри ачасем сăмахсене ăнланмаççĕ пулсан словарь ĕçĕ туса ирттермелле: вуланă предложенисене вырăсла куçарса е ăнланман сăмахсене ăнлантарса).

7. Вĕренекенсем текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслени.

- Сăвăç хайлавне мĕншĕн «Сăпка юрри» тенĕ-ши?( Канлĕ каç килет, амăшĕ ачине çывăрма ÿкĕтлет).

- Вăл ачине юратса епле чĕнет, мĕнле сăмахсемпе калать? Тупса вулăпăр (чиперккем, чунăм ман, ачам, пепкем).

- Çак сăмахсене илтсен ача хăйне юратнине туять. Канлĕ çывăрма ачана нимĕн те кансĕрлемест.

8. Физкультминутка.
-Эсир пепкене мĕнле çывăратнă пулăттăрччĕ? ?(Ачасен хуравĕсем).

- Куç умне çакăн пек ÿкерчĕк кăларса тăратăпăр. Эсир пĕчĕк пепкепе уçăлма тухнă. Ăна сирĕн сăпка юрри юрласа çывăратмалла. (Слайд 7).

- Лĕпĕш вĕçсе килчĕ. Вăл пепкене вăратма пултарать.Эсир пĕр тапранмасăр тăратăр. Куçсемпе лĕпĕш вĕçнине сăнатăр: сылтăма-сулахая, çÿлелле-аялалла, сылтăм кĕтесе- сулахай кĕтесе. Лĕпĕш вĕçсе кайрĕ. Эсир киле таврăнтăр.

9. Суйлавлă вулав.

- Сăвăри çак ÿкерчĕке килĕшекен йĕркесене тупса лартмалла. (Слайды 9,10,11,12).

10. Мăшăрпа ĕçлени.

- Мăшăрпа ĕçлĕпĕр. Пĕри вулать, тепри итлет, кайран улшăнса вулатпăр.(Ачасем шăппăн вулаççĕ).

- Хайлава сасăпа вулăпăр. Мĕнле вуламалла сăвва? (Ачашшăн, шăппăн, лăпкăн). (Ачасем черетпе сăвва сасăпа вулаççĕ).

11. Киле ĕç пани.

- Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçларăмăр-и? Кам пурнăçларăмăр тесе шухăшлать, сăвва тĕрĕс, палăртуллă вулама вĕреннĕ тесе шухăшлать дневникре вулав урокĕ тĕлне «5» паллă лартать, кам тата та ĕçлемелле тесе шухăшлать çак ĕçе килте пурнăçа кĕртмелле пулать. Сăвăри хăвăра килĕшнĕ вырăна ÿкерчĕк тумалла пулать.

12. Урока пĕтĕмлетни. (Шăппăн кĕвĕ илтĕнет. Слайд13).

- Пирĕн урок вĕçленсе пырать. Ман çак сăмахсене каласа хăварас килет. Сăпка юррисене мĕн авалтанах юрланă, паян кун та юрлаççĕ, малашне те сăпка юррисем пулччăр. Эсир, ÿссе çитсе аяккалла салансан та , хăвăра çуратса ÿстернĕ тăван çĕре, тăван аннÿне, унăн сăпка юррисене яланах асра тытасса шанас килет.

- Урокра туслă, пĕр- пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн пурне те тав тăвас килет. Тепре тĕл пуличчен.




Скачать

© 2017 224 0

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!