СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Внеклассное мероприятие в 6-ом классе

Категория: Внеурочка

Нажмите, чтобы узнать подробности

В этой работе рассказывается о значении искусства в жизни людей, о его предназначении, о чувашских композиторах и о чувашских песнях. 

Просмотр содержимого документа
«Внеклассное мероприятие в 6-ом классе»





Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви


ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул






«Пирĕн музăсем!»

класс тулашĕнчи ĕçĕн тулли конспекчĕ









Мероприятие ирттерекенĕ:

Федорова Елена Сергеевна,

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулăн

(Чăваш Республики, Елчĕк районĕ)

пĕрремĕш категориллĕ чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекенĕ











Елчĕк - Кивĕ Эйпеç - 2016


Вĕрентекен: Федорова Елена Сергеевна

чăваш чĕлхиллĕ шкул

Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс




Класс тулашĕнчи ĕçĕн тĕллевĕсем:


1. Ачасенче ырă туйăмсем аталантарасси, вĕсене этем пĕр çǎкǎрпа çеç тутǎ маррине, ăна чун апачĕ те кирлине туйтарасси;


2. Ачасене музǎсемпе тата паллăрах чăваш композиторĕсемпе паллаштарса вĕсен тавракурăмне ÿстересси, илеме туйма хăнăхтарасси;


3. Чăваш юррисемпе паллаштарса вĕсен илемне палăртасси.












































Музǎсем


1 – мĕш вĕренекен. Грексен мифологийĕнчен çакǎ паллǎ: музǎсем – наукǎпа ÿнер хÿтĕлевçисем, турǎсем, тĕлĕнмелле сасǎллǎ таса чĕреллĕ хĕрсем. Анчах та паян музǎсем çинчен шутлани кирлех-ши, енчен те литературǎна компьютерти текстсем, чĕрĕ кĕвве – çыртарнǎ кĕвĕ, театра – видеопа ДVД, поэзи йĕркисене реклама щичĕсем улǎштараççĕ пулсан? Анчах та кусем çинчен те манма иртерех. Пуç пулса тǎракан ÿнер тĕсĕсем улшǎнчĕç, анчах та хайлава итлесси, йышǎнасси, шухǎшласа кǎларасси çавах тǎрса юлнǎ.


2-мĕш вĕренекен. Çыннǎн музǎсемпе хутшǎнмалли çыхǎнусем – «память», çыннǎн асра тытасси. Çынна пурне те асра тыттаракан турǎ – 3 муза амǎшĕ, Мнемозина нимфа. Музǎсен ашшĕ – Зевс, Олимп туррисен пуçлǎхĕ. Çавǎнпа та музǎсен олимпиецсен паттǎрла çĕнтерĕвĕсем çинчен мухтаса юрламалла пулнǎ.

Музǎсене малтан тусен, çǎл куçсен хǎвачĕсем пек йышǎннǎ, кайрен вĕсем илем хǎвачĕ кĕртекен фигурǎсем пулса тǎнǎ.

Музǎсем сǎваплǎ Парнас ту тǎррисенче тата сǎваплǎ Геликон тǎвĕн хĕррисенче пурǎннǎ. Çǎл куçран шыв ǎсса илнĕ чух – Кастальск çǎл куçĕ Дельфǎпа юнашар пулнǎ – музǎсене касталидǎсем тенĕ; унта Аполлона пуç çапакансем çÿçĕсене çунǎ, унпа Дельфи храмне килнисене çǎвǎнтарнǎ. Музǎсем суйласа илнĕ çынсем вара поэтсем, юрǎçсем пулса тǎнǎ.

Тепĕр источник пĕлтернĕ тǎрǎх, музǎсем хǎйсен вǎхǎчĕсене Гиппокренǎра е Лаша евĕр çǎра уççийĕ лапамĕнче ирттернĕ, вǎл Пегас чупса кайнǎ хыççǎн юлнǎ.

Тĕттĕм кǎвак-кĕрен шыв юххинче пулнǎ музǎсем, легендǎсем тǎрǎх, картана тǎрса тĕлĕнмелле чаплǎ юрǎсем юрлаççĕ.


3-мĕш вĕренкен. Чи малтан поэзи, ÿнер тата наука туррисем виççĕ пулнǎ, кайран çав виççĕшĕнчен вакланса тǎххǎр пулса юлнǎ. Кашни муза темиçе наукǎпа ÿнер тĕсĕсене хÿтĕлесе тǎнǎ. (Музǎсен сǎнĕсене слайдпа кǎтартса пырасси).

Эрато («юрату» сǎмахран) – лирикǎлла поэзин музи, лирǎна тытса тǎрать;

Эвтерпа («кǎмǎл тулни») флейтǎпа калать, юрлать. Ку лирикǎллǎ юрлать е кĕтÿç кĕвви-сǎввине калать:

Калиопа пуçĕ (чаплǎ сасǎллǎ) – эпикǎлла позипе пĕлĕвĕн музи, лаврпа илемлетнĕскер, унǎн çыру патаккипе хут тĕрки пур. Çак япаласемех Клионǎн та пур, унсǎр пуçне тата труба пур, вǎл историе пǎхса тǎрать, ун ячĕ «мухтав паракан» куçать.

Мельпомена - трагеди музи, плющран тунǎ (ÿсен-тǎран) кǎшǎлпа, питне хурлǎхлǎ маска тата урисене театрти колода çинчи пушмак тǎхǎнтартнǎ.

Полигимния – чаплǎ гимн поэзийĕн музи, унсǎр пуçне илемлĕ калаçакансен, ал-ура хусканǎвĕпе пантомима кǎтартакансен хÿтĕлевçи.

Терпсихора ташлакансене ертсе пырать, çавǎнпа та лирǎпа тата плектрпа туслǎ (плектр – хĕлĕхлĕ инструментсемпе кĕвĕ кǎлармалли патак).

Талия çине – комеди музи çине – кулǎшла маска тǎхǎнтартнǎ, аллинче кĕтÿç патакки пулнǎ. Ку сǎмах «çеçкелен» сǎмахран пулнǎ.

Урания («пĕлĕтри» куçать) – астрономсен турри, ǎна пĕлĕт глобусĕпе тата циркульпе кǎтартаççĕ; ахаль кǎшǎл вырǎнне пуçĕ йĕри-тавра – çǎлтǎрсем.


4-мĕш вĕренекен. Музǎсем пǎхса тǎракан мĕн пур ÿнер тĕсĕсем пирĕн ǎс-тǎншǎн ǎнланмалла. Предани тǎрǎх, музǎсем алла-аллǎн тытǎнса ылтǎн кифара сассипе картана тǎрса юрланǎ-ташланǎ. Кифара калаканĕ ÿнерпе хĕвел турри Аполлон пулнǎ. Çав вǎхǎтра çынсем ырǎрах, сапǎрлǎрах пулнǎ. Ĕлĕкхи преданисенче музǎсен туслǎхĕпе ÿнер пуçланни çинчен çавǎн пек каласа параççĕ.

Вǎхǎт каялла çаврǎнмасть. Анчах та ĕлĕк шухǎшласа кǎларнисем паянхи кун та хайлава çырǎнаççĕ, кǎмǎла çĕклентереççĕ, ǎс-тǎна кǎмǎл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантараççĕ. Çыннǎн ǎс-тǎнĕ, опычĕ пулман пулсан спектакль кǎтартса лартса парасси те, кинофильмсем ÿкересси те, хут çине çырасси те пулмастчĕ. Паянхи кун илем патне туртǎнасси пирте пуринче те пурǎнать. Ϋнер хайлавĕсен пĕлтерĕшне ǎнланма, илемне курма, итлеме вĕренес пулать.


Халĕ эпĕ сире чǎваш халǎх юррисене тĕрлĕ формǎра итлеттеретĕп (пĕччен юрлани, ушкǎнпа, фольклор ансамблĕ тата академиллĕ хор юрланисем)


– Эсир чǎваш халǎх юррисене итлерĕр. Килĕшеççĕ-и вĕсем сире? Мĕн туятǎр юрра итленĕ чух? Мĕнле кǎмǎлсем çуралаççĕ?


(Килĕшеççĕ. Чǎваш юррисем хǎлхана шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв юххи пек илтĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем илемлĕ кĕвĕллĕ, тарǎн шухǎшлǎ, ырǎ кǎмǎл-туйǎма хускатаççĕ, çын пурнǎçне, шухǎш-ĕмĕтне, савǎнǎçне-тарǎхǎвне палǎртаççĕ. Çавǎнпа вĕсем ĕмĕрсем хушши пурǎнаççĕ.)


Юлашки вǎхǎтра халǎхра поэтсен сǎмахĕсем тǎрǎх композиторсем хывнǎ юрǎсем анлǎн сарǎлчĕç. Тĕслĕхрен, эсир çак юрǎсене час-часах илтнĕ, илтетĕр:

«Пурнǎç çулĕ такǎр мар» юрǎ. Сǎвви Анатолий Кипечĕн, кĕвви Юрий Жуковǎн.

«Пире тǎван кĕтсе тǎрать» юрǎ. Сǎвви В.Давыдов-Анатрин, кĕвви Юрий Кудаковǎн

«Тавах сире, атте-аннем» юрǎ. Сǎмахĕсем Виталий Шемекеевǎн, кĕвви Юрий Жуковǎн

«Çулçǎ тǎкǎнать» юрǎ. Сǎвви Юхма Мишшин, кĕвви Юрий Кудаковǎн.

«Санпала тĕл пулу шырамастǎп» Сǎвви Раиса Сарпин, кĕвви Юрий Кудаковǎн

«Лар, тǎванǎм, çума» сǎвви Валем Ахунǎн, кĕвви Виталий Адюковǎн

«Ĕмĕр сакки сарлака». Сǎвви Анатолий Кипечĕн, кĕвви Юрий Григорьевǎн. Т.ыт.те


Халĕ эпĕ сире Людмипа Семёнова юрлакан пĕр анлǎ сарǎлнǎ юрра итлеме сĕнесшĕн. Вǎл «Тǎванлǎх юрри» ятлǎ.


– Эсир мĕнле паллǎ чǎваш композиторĕсене пĕлетĕр?

(Хǎш-пĕрисемпе слайд кǎтартса паллаштарасси)


- Пире юрǎсем кирлĕ-и? Мĕншĕн?

(Ачасене ушкǎнпа хǎйсен килĕштернĕ чăваш юррине юрлаттарасси).


Пĕтĕмлетÿ.

Этем пĕр çǎкǎрпа çеç тутǎ мар. Ăна чун апачĕ те кирлĕ. Юрǎ вара çын пурнǎçĕнче пысǎк вырǎн йышǎнать, юрласан кǎмǎл уçǎлать, лайǎхрах пулас килет, юрǎ хуйха мантарать е шухǎша ярать. Эпир вара, чǎваш ачисем, чǎвашла юрлатпǎр пулсан, чǎвашла сǎвǎсем каласан, чǎвашла калаçсан чǎваш пулма пǎрахмǎпǎр.