«Уроксем хыççăнхи мероприяти»
________________________________________________________________________
ТЕМА
«Туслăхра – вăй»
Мероприятие 9-10 çулти ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ: чăваш чӗлхине вӗренес туртăма аталантарасси
Вăйă тĕллевĕсем:
1) чăваш чĕлхипе мӗн вӗреннине аса илсе ҫирӗплетесси;
2) ачасене пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси, шухăшлавне аталантарасси;
3) вĕренекенсен ушкăнпа ĕçлес хăнăхăвне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: « Шăпа» костюмӗ,
План:
Вăйă йӗркипе паллаштарасси.
Вылякансене суйласа илесси.
1 тур
2 тур
3 тур
4 тур
5 тур
Ҫӗнтерӱҫӗне чыслани.
Вăйă юхăмĕ:
- Ачасем, паян эпир « Туслăхра вăй» вăйă выльăпар. Чăваш чӗлхипе мӗн вӗреннине аса илӗпер. Вăйăри кашни тур хыҫҫăн пирӗн пата « Шăпа» килет. Вăл шут сăввипе вылякана суйласа илет. Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Ертсе пыракан ачасене ыйту парать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять. Тӗрӗс ответ парайман ачана « Шăпа» хăйпе пӗрле илсе каять. Ҫапла майпа кашни тур хыҫҫăн ача шучӗ чакса пырать.
2.Вылякансене суйласа илесси.
- Халӗ вылякансене суйлама вăхăт ҫитрӗ. Эсир улттăн, вăйăра вара пилӗк ача кăна ваылять. Пуринчен те малтан тата тӗрӗс хурав паракан командир пулать.
Пӗрремӗш ыйту ҫине ответлеме число ҫырмалла. Тепӗр 4 ача ҫак ыйтăвăн хуравӗ патне ҫывăх число ҫырнисем пулаҫҫӗ.
Ыйту: Чăваш алфавитӗнче пурӗ миҫе сас палли?
Тӗрӗс те хăвăрт (ача ячӗ) ….ответлерӗ. Вăл командир пулать. Вăйăра ( ытти ачасен ячӗсене калать)…. выляҫҫӗ.
2 1
К
3 4
1 –мӗш тур.
-Халӗ кашни вылякана пӗрер ыйту паратăп. Командир отвечӗсене тӱрлетсе калама пултарать.
1. Вылятпăр сăмахра миҫе уҫă сасă ?
2. Ачасем сăмахра миҫе сыпăк?
3. Урок сăмахра пусăм мӗнле сыпăк ҫине ӱкет?
4. Тетрадь сăмахра миҫе уҫă сасă?
- Халӗ пирӗн пата « Шăпа» килет. Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять.
«Шăпа» шут сăвви калать:
Вӗл-вӗл вӗлтӗрен,
Вӗлтӗренӗн айӗнче
Сар кайăкăн чӗппи пур.
Эс те чипер, эп те чипер,
Чăн чиперри сик тух.
Ертсе пыракан:
- Ваттисен сăмахне вӗҫлӗр. Вӗренни – ҫутă, вӗренменни – ( тӗттӗм)
- Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
2 тур.
- Халӗ вăйăра 4 вылякан.
- Ыйту ҫине тӗрес хурав пама тăрăшăр.
- Пур сăмахӗ те ҫӗнӗ сăмах тăвакан аффикс хушăннипе пулнă-и ?
1) туслăх 2) ҫыруҫă 3)кӗнекепе 4) вăйлă 5) шутла
«Шăпа» килет. Шăрпăкпа шăпа ярать. (Кама шăрпăк лекет, вăл тепӗр ачана чӗнсе сӗтел патне тухать)
Ертсе пыракан:
-Эпӗ сăвă йӗркисене вулатăп. Кам ҫинчен ку сăвă? Тупсăмне пӗлӗр.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл – пирĕн телей-çке,
Вăл – пирĕн (анне!)
- Маттур. Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
3 тур:
- Халӗ вăйăра 3 вылякан юлчӗ.
- Ыйту ҫине тӗрес хурав пама тăрăшăр.
- Пур сăмахӗ те кам ыйтура тăрать-и?
1) вӗренекен 2) Ванюк 3) повар 4)йытă 5) парта
- Маттур ачасем.
«Шăпа» килет, шут сăвви калать:
Кăвак мулкач хирте чупать,
Ҫырта, ҫырта курăк татать,
Кам мулкача курăк парать,
Ҫав малалла мулкач пулать.
(Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять. )
Ертсе пыракан:
- Ани - шурă, вăрлăхӗ – хура. Мӗн ку?
- Маттур. Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
4 тур:
- Халӗ вăйăра 2 вылякан юлчӗ.
- Кӗнеке сăмах мӗнле пуплев пайӗ? Мӗншӗн кӗнекепе туслă пулмалла?
- Япала ятне сăнлакан предложенисене суйласа кала.
1) Япалана пӗлтерекен пуплев пайӗ;
2) Япала паллине пӗлтерекен пуплев пайӗ
3) Унăн ыйтăвӗ кам? мӗн?
4) Вăхăт тăрăх улшăнать
«Шăпа» килет, шут сăвви калать:
Виҫӗ кишĕр, ик сухан,
Эп юлатăп, эс тухан.
(Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять. )
Ертсе пыракан:
- Ваттисен сăмахне аса илӗр:
Кама ? хисеплекен, хăй те ырă куракан ( Атте-аннене)
- Маттур. Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
5 тур
- Вăйăра 1 ача юлчӗ.
- Ҫак сăмахсем пурте мăшăр сăмахсем –и ?
1) ҫăкăр-тăвар 2) ир-каҫ 3) ял-ял 4) лару- тăру 5) пит-куҫ
Ҫӗнтерӱҫӗне чыслани.
- Маттур, ачасем. Паянхи вăйăра ҫӗнтерӱҫӗ ятне …. тивӗҫ пулчӗ.
Ачасем, эсир чăваш чӗлхине малалла та тăрăшса вӗренессе шанас килет. Тепере тӗл пуличчен.