Литература викторини
Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ тăрăх
7-8 классем валли
1. Çеçпĕл – поэт псевдонимĕ, унăн чăн хушамачĕ мĕнле?
2. Çеçпĕл Мишши ăçта, хăçан çуралнă?
3. Çеçпĕлĕн пĕрремĕш сăввисем ăçта кун курнă?
4. Поэт малтанхи сăввисене мĕнле чĕлхепе çырнă?
5. Мĕншĕн Мишшан çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тивнĕ?
6. Мишшан чи малтанхи ĕç вырăнĕ?
7. Сăвăç усă курнă символ, аллегори, эпитет, метафора, сăпатлантару тĕслĕхĕсене тупса калăр
8. «Эпир хытă шанатпăр: вăраххăн чăваш Пушкинĕсене, Лермонтовĕсене курăпăр. Вăхăт çитĕ!» сăмахсене хăш статьяран илнĕ?
9. Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕсенчен эсир кама пĕлетĕр?
10. Эсир сăвăçăн мĕнле-мĕнле произведенийĕсене пĕлетĕр?
11. Çеçпĕл Мишши чăваш чĕлхи çинчен каланă мĕнле сăмахсене астăватăр?
12. Çеçпĕл Мишшин юлашки кунĕсем ăçта иртнĕ?
13. Унăн вилтăпри ăçта?
14. Çеçпĕл çинчен çырнă мĕнле кĕнекене украинецсем те, вырăссем те, чăвашсем те аван пĕлеççĕ, юратса вулаççĕ. Кĕнекен ячĕ, жанрĕ, авторĕ?
(Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романĕ).
15. Шупашкарта Çеçпĕл Мишшин палăкĕ пур. Кам унăн авторĕ?
16. Çак йĕркесене Çеçпĕлĕн хăш сăввинчен илнĕ?
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем! Эс пур, - çук мар.
17. Çак йĕркесене Çеçпĕлĕн хăш сăввинчен илнĕ?
Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла:
«Çук, çук» теекен улталанĕ,
Кам «çук» тет, ун чунĕ – чăлах.
1. Кузьмин
2. 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш республикинче, Канаш районне кĕрекен Касаккасси Шĕкĕр ялĕнче (халĕ Çеçпĕл)
3. « Çăлтăр » ятлă алăпа çырнă журналта
4. Вырăсла
5. Ашшĕ çук пирки, çемьере вăл асли пулнă
6. Шăхасан вулăс правленийĕн çыруçи
7. «Кăвар чĕлхе», «хĕрнĕ хурçă», «çунтаракан çиçĕм », «вĕри вутлă çулăм»,
« ирĕк вут кăварĕ » т. ыт. те
8. «Сăвă çырассипе ударени правилисем» статья
11. «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине» сăвăри сыпăксем т. ыт. те
12. Украинăра, Чернигов кĕпĕрнинчи Волчья Гора ятлă ялта
13. Украинăри Остер хулинче
14. Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романĕ
15. А. П. Майраслов скульптор
16. «Чăваш ачине» сăвăран
17. «Хурçă шанчăк» сăвăран