СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

План урока «Ӗҫ ҫынни»

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

План открытого урока, проведенный  в 6 классе (изучение чувашского языка в русскоязычных школах).Можно использовать при изучении раздела "Известные люди чувашского народа"

Просмотр содержимого документа
«План урока «Ӗҫ ҫынни»»

Урок теми: «Ӗҫ ҫынни» (6-мĕш класра ирттернĕ уҫӑ урок планӗ)

 Урок тĕсĕ:  çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок

 Тĕллевӗсем:  1)  Г.Н. Волковпа паллаштарасси.

2)Ӗҫе юратма, ӗҫ ҫыннисене хисеплеме вӗрентесси.

3)Ачасен калаҫу чӗлхине аталантарасси.



Урока кирлӗ хатӗрсем: И.Яковлев, Г.Волков портречӗсем, вӗсен кӗнекисем, ваттисен сӑмахӗсем ҫырнӑ карточкӑсем, кластер валли карточкӑсем, стена хаҫачӗ.

Урок эпиграфӗ: Ӗҫ ҫынна илем кӳрет (ват.сӑм).



Урок юхӑмӗ.

  1. Класа урока хатӗрлени.

1)Дежурнӑй хуравӗ.

2)Паянхи хыпар.

3)Сасӑ зарядки: Ӗҫле, ӗҫле, ӗҫле ҫи,

Ӗҫлемесен ан та ҫи.

2.Киле ӗҫ тӗрӗслени.

- Килте сирӗн И.Я.Яковлев ҫинчен предложенисем тумалла пулнӑ. Кам-ши вӑл И.Я.Яковлев? /Кластер туса ҫирӗплетеҫҫӗ/

ҫыравҫӑ

вӗрентекен просветитель

инспектор Чӗмпӗр шкулне уҫаканӗ

- Иван Яковлев хӑй пурнӑҫӗнче нумай ӗҫленӗ, чӑваш халӑхӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ. Ҫын ӗҫсӗр пурӑнаймасть. Ҫын тата ӗҫ сӑмахсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарма пулать-ши? Ӗҫ ҫынни.

3. Ҫӗнӗ темӑпа ӗҫлени.

1)Калаҫу

- 2016 ҫул - Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ.

- Кам-ши вӑл ӗҫ ҫынни? / нумай ӗҫлет, ӗҫрен хӑрамасть, наянланмасть, ӗҫсӗр лармасть тата ытти те.р

Эпир те тетрадьсем ҫине кашни урокрах класри ӗҫ, килти ӗҫ тесе ҫыратпӑр. Апла пулсан ачасен тӗп ӗҫӗ – вӗренӳ. Ҫавӑнпа та кашни урокрах тӑрӑшса ӗҫлемелле, вӗренмелле.

- Иван Яковлевич Яковлев чӑваш халӑхне халал парса хӑварнӑ. Мӗн-ши вӑл халал? Словарь уҫса пӑхар-ха.

халал – завещание, благословение, доброе пожелание. – Кам кама халал парать?

Яковлев халалне вуласа ӑнланасси.

1)ҫурма сасӑпа вулани;

2)ӑнланман сӑмахсемпе ӗҫлени;

3)куҫарса ӑнланни.

2)Ҫыру ӗҫӗ: хушу наклоненийӗнчи глаголсене ҫырса илни.

-Текстран глаголсене икӗ юпана ҫырса хуратпӑ. Глаголӑн мӗнле формисем тӗл пулаҫҫӗ? /пурлӑ тата ҫуклӑ формисем/

Г.Волковпа паллашни.

- Чӑваш халӑхӗн «иккӗмӗш» Яковлев пур. Вӑл Геннадий Никандрович Волков.

-Мӗншӗн ӑна ҫапла калатпӑр-ши? Эсир ун ҫинчен илтнӗ-и?

3)Г.Волков биографийӗпе кӗскен паллаштарасси.

Кластер туса ҫирӗплетесси.







вӗрентекен профессор

этонпедагог ҫыравҫӑ



академик халӑх шкулне уҫаканӗ

/этнопедагогическая школа/



4) Г.Волков ҫырнӑ юмахсемпе, калавсемпе паллашасси.

«Кил илемӗ» кӗнеке 76 с. « Кам хӑвӑртрах ывӑнать?»калава учительпе куҫараҫҫӗ.

- Мӗнле ҫын ҫинчен ывӑнма та пӗлмест теҫҫӗ? / 1аб./

Г.Волковӑн та халал сӑмахӗсем пек вӗрентсе каланисем нумай /77 с. юл.аб. /

«Каннӑ чух арлас» , «Ӗҫ пӗтерсен ҫӗлес/тӗрлес),(ҫыхас)» ваттисен сӑмахӗсене мӗнле ӑнланатӑр?

- Чӑваш ҫыннисем «ывӑнтӑм» тесе каламан. «Существовал строгий запрет произносить слова об усталости, голоде и боли». «Любить труд и людей труда – это важнейшая заповедь. Только в труде можно полюбить труд» - тесе ҫырнӑ Геннадий Никандрович хӑйӗн кӗнекинче. Ӗҫ пурӑнма вӗрентет.

5)Кану саманчӗ / «Ҫарӑк» сценкӑна класри ачасем выляҫҫӗ/

- Малалла канса илетпӗр, юмах куратпӑр. Ӗҫ ҫинчен мӗнле ваттисен сӑмахӗсем тӗл пулаҫҫӗ?

6)Мӑшӑрпа ӗҫлени.

- Тата мӗнле ваттисен сӑмахӗсем пӗлетӗр? / карточкӑри ваттисен сӑмахӗсене куҫарса ӑнланасси/.

4. Урока пӗтӗмлетни / эпиграфпа ӗҫлени /.



- Ҫӗр ҫинче ҫын ӗҫсӗр пурӑнаймасть. Ӗҫ ҫынна илем кӳрет. Тата мӗн парать-ши?

укҫа

сывлӑх

Ӗҫ вӑй-хал

савӑнӑҫ парать.

усӑ

хавхалану

паттӑрлӑх / Ӗҫ Геройӗ, Ӗҫ ветеранӗ/

тивӗҫлӗ канӑва тухма льгота

5. Киле ӗҫ пани.

- «Кам вӑл ӗҫ ҫынни?» 5-6 предложени ҫырмалла.



6.Урока вӗҫлени.

-Панӑ предложенисенчен пӗрне суйласа ил:

эпĕ …. çĕннине пĕлтĕм.

Урокра темӑна ӑнлантӑм.

мана … килĕшрĕ.



«Ҫӗр ҫинче ҫын нумай, этем пулма тӑрӑшӑр!» /Г.Н.Волков/