СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Доклад о И.Я.Яковлеве от 24.04.2018 г.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Иван Яковлевич Яковлев çинчен тунă доклад.

Ку çул Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май ЧР Елчĕк районĕн тĕп шкулĕнче ĕçлекен Федорова Елена Сергеевна ун çинчен шкулта ачасен умĕнче доклад туса пачĕ.

Кам-ха пирĕншĕн И.Я.Яковлев?

И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, халăхне çырулăх парнелекен, пĕрремĕш вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварĕ кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан.

Н.И.Ильминский профессор И.Я.Яковлева чи малтан чăвашсен калаçу чĕлхине сăнама, унти сасăсен хисепне тĕрĕс палăртакан алфавит тумалли çинчен вĕрентсе каланă, унтан ăна университетăн историпе филологи факультечĕн арабпа тутар чĕлхисен уйрăмĕнче вренекен Василий Белилин студентпа, тĕне кĕнĕ тутар ачисен Хусанти шкулĕнче вĕренекен С.Тимрясов чăвашпа паллаштарнă. Каярахпа вара çак ĕçе И.Я.Яковлев хăйĕн малтанхи вĕренекенне, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçлекен А.Рекеевпа Пăва уесĕнчи Пимĕрсел шкулĕнче ĕçлекен Т.П.Петров учителе, Кăнна Кушки ялĕнче пурăнакан ача чухнехи юлташне И.И.Иванова, Çĕрпÿ уесĕнчи Ямаш ялĕнчен Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме килнĕ Д.Филимонова хутшăнтарнă.

И.Я.Яковлевăн çулĕ халăхăн ăнĕпе пĕр шайра çураçăнса пынă: халăх вĕренĕвĕн уссине туйнă тапхăрта шкулсем уçнă, вулама вĕренмелли кĕнекесем куçарса кăларнă. Тĕн кĕнекисем кăларни И.Я.Яковлева хăйĕн букварьне чăваш шкулĕсемпе чиркĕве кĕртме, хăй никĕсленĕ литература чĕлхине çирĕплетме, хăйĕн шкулне мала тухма пулăшнă.

1877 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсен тĕп шкулĕ пулса тăрать, унта вĕрентекенсене хатĕрлеме пуçлаççĕ. Çавăн чухнех И.Я.Яковлев кăларнă кĕнекесемпе мĕн пур чăваш шкулĕнче вĕрентме йышăнаççĕ. Унăн малтанхи вĕренекенĕсем ура çине тăраççĕ. Алексей Васильевич Рекеев – И.Я.Яковлев пĕрремĕш вĕренекенĕ - патриархăн чи шанчăклă çынни пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче унăн ĕçĕсене тунă, каярахпа ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç ялĕнче ĕçлесе пурăннă.

Яковлев çырăвĕсене вуласан çакна асăрхама пулать: вăл хăйĕн вĕренекенĕсен кашни утăмне малтанах шутласа хунă, лешсен пĕр хирĕçмесĕр пăхăнасси анчах юлнă. Çакă вăл И.Я.Яковлев хăйне те, вĕренекенĕсене те тĕп тĕллеве пăхăнтарса пурăнма тăрăшнинчен килнĕ. И.Я.Яковлев чăвашсене çутта кăларас ĕçе ытарлăн «пирĕн ĕç» тесе каланă. Чи малтан вăл вырăсларан куçарма пултаракан куçаруçăсене хатĕрлеме ĕмĕтленнĕ. Вĕсене букварь йĕркелеме, тĕн кĕнекисем кăларма хутшăнтарнă.1874-1881 çулсенче И.Я.Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсене вĕрентÿ кĕнекисем кăларас ĕçе явăçтарни паллă. 1880-мĕш çулта пичетленнĕ «Чăваш кĕнекине» А.Рекеев пухса хатĕрлет. Унта 5 çĕнĕ текст кĕрет: «Пĕрене», «Тĕллит-тĕллит Микулай», «Çухалнă укçа тупăнни», «Вăрăм тунасемпе старик» тата ятсăрскер (ăна «Вулакан ача» теме пулать. Вĕсене пурне те халăхра çÿрекен халапсенчен илсе йĕркеленĕ, çапах та автор аллине те курма пулать.

Çапла вара, вулав кĕнекисене Яковлев халăх йăли-йĕрки çинчен хайланă калавсене тата халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене кĕртнĕ, хăй те халăхăн илемлĕ сăмах пултарулăхне пухнă.Вăл пăхса-кăтартса тăнипе вырăс литературин классикĕсем (А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, И.А.Крылов, Л.Н.Толстой, Н.А.Некрасов тата ытти) çырнисене куçарнă тĕслĕхсем, йышлă вулакан валли кăларнă ăслăлăх кĕнекисем чăваш литературин чĕлхине йĕркелеме тата наци литературине аталантарма, ăна вырăс культурипе çывăхланма пулăшнă.Унсăр пуçне И.Я.Яковлев чăваш шкулĕсем валли вĕрентÿ методикине çырса хатĕрленĕ, унта К.Д.Ушинскипе унăн ĕçне тăсакансем педагогика еткерĕпе пуçаруллăн усă курнă.

Иван Яковлевич Яковлев – чăваш патриархĕ - Атăл тăрăхĕнче чăваш тата ытти халăх шкулĕсене уçма пулăшнă. Хусан кĕпĕрнинчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл Хусан кĕпĕрни тăрăх Теччĕ уесĕнче Елчĕкре икĕ класлă шкул, Кивĕ Эйпеçре пĕр класлă шкул уçать.

Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта туртнă паттăр унчченхи пĕтĕм еткерлĕхе, ăс пурлăха,этеплĕхе – халăх сăмахлăхне, тĕн куçарăвĕсене, сапăрлăх вĕрентĕвĕсене – пĕр тымара кĕртме пултарнă. Чăваш пурнăçне ытти халăхсен лайăх енĕсемпе, хамăр тĕнче курăма ыттисен аслă вĕрентĕвĕсемпе çыхăнтарма май тупнă. Çавăнпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен туххăмрах нумай енлĕ ăстасем çĕкленсе тухнă: Никифор Охотников математик, Алексей Кокель художник, Константин Васильевич Иванов сăвăç, Павел Миронов педагог-математик тата ытти талантлă çынсем.

Эпир хамăрăн кăмăл-туйăма, шухăшăмăрсене алфавитпа çырулăхра ĕмĕрлĕхе хăваратпăр. Паян тăван культура палăкĕсене çырса хăварни пулас ăрусемшĕн, вĕсен аталанăвĕшĕн тăрăшниех пулать. Çакăнтан вара пирĕн ума Иван Яковлевич Яковлевăн историри пĕлтерĕшĕ тата та сумлăрах тухса тăрать. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхĕн ăс пурлăхне упракан, чăваш чĕлхине сапаланса каясран сыхласа хăварма вăй çитнĕ таран тăрăшакан чăваш халăхĕн аслă та мухтавлă ывлĕсенчен пĕри. Паян эпир пурсăмăр та ăна чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсемшĕн пуç тайса тав тăватпăр.

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралса ÿснĕ. Ку ял халĕ питех те паллă.Унта И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем – паллă вĕрентÿçĕсем, çыравçăсем, ÿкерÿçĕсем, юрăçсем çуралнă. Ялĕнче тăван тавралăхпа ĕç тăрăм музейĕ, И.Я.Яковлев музейĕ пур. Халĕ Кăнна Кушки сăваплă та илемлĕ вырăнсенчен пĕри, кунта И.Я.Яковлева – чăваш халăхне çутта кăларакана –тата унăн вĕренекенĕсене, ялĕнчен тухнă паллă çыннисене хисеплесе пурăнаççĕ. Чăваш патриархне хăй ĕçленĕ вырăнсенче те – Чĕмпĕрте, Сызраньте, Улатăрта, Хусанта, Мускавра унăн ятне манмаççĕ. Мускав хули варринче, Ваганьккă масарĕ çинче, чăвашсем çу уйăхĕн пĕрремĕш вырсарнинче çулленех аслă вĕрентекенĕмĕр тăприне пуç тайма пухăнаççĕ. Çакăн пек пысăк хисепе И.Я.Яковлев хăйĕн улăпла хăвачĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, таланчĕпе тивĕçлĕ пулнă.

25.04.2018 07:42


Рекомендуем курсы ПК и ПП