СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Чĕнÿ (обращение)

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

План-конспект урока родного языка по теме "Обращение" для 8 класса

Просмотр содержимого документа
«Чĕнÿ (обращение)»

Урок теми: Чĕнÿ (обращени)

Урок тĕсĕ, хутăш урок.

Верентӳ тĕллевĕ: чĕнÿ çинчен мĕн вĕреннине аса илесси; чĕнÿсен предложенири вырăнĕпе тата чарăну палли лартас йĕркепе паллашасси.

Воспитани тĕллевĕ: халăх йăли-йĕркинехисеплеме вĕренесси, ватăсене сума сума пĕлесси;

Сапăрлăх тĕллевĕ: халёх йёли-й.ркине хисеплеме в.ренесси;

Кирлĕ хатĕр, чăваш чĕлхи кĕнеки 8 кл, презентаци, карточкăсем;

Урок юхăмĕ

  1. Урока ачасене йĕркелесе лартни, сывлăх сунни, ĕç хатĕрĕсене тĕрĕслени;

-Ырă кун пултăр, ачасем!

-Ырă кун пултăр, хисеплĕ хăнасем!

-Ачасем эпĕ ку сăмахсене кама каларăм-ши?

-Кама чĕнсе каларăм ку сăмахсене? (пире тата хăнасене)

Мĕн турăм? ( чĕнтĕм)

Мĕн çинчен апла паян урокра калаçăпăр? (чĕнӳ çинчен)

Апла урок теми Чĕнӳ пулĕ.(обращени)

-Уçăр тетрадьсене, çырăр паянхи число(Раштав уйăхĕн вун иккĕмĕшĕ, Класри ĕç тетпер, Урок теми Чĕнӳ.

-Мĕнле тĕллевсем лартатпăр хамăр ума? (слайд 1)

  1. Çĕнĕ тема ăнлантарасси.

2.1.Мĕн ха вăл Чĕнӳ? Кам мĕнле ăнланать?

-ачасем хуравлаççĕ

Айтăр слайд çине пăхар, ун çинчен словарьте мĕн çырнă ?

Ку сăмахсене пĕр сăмахпа мĕнле калатпăр?Мĕн туни пулать-ха вăл?-Чĕнни пулать, Чĕнӳ тетпĕр, вырăсла вăл обращени тени пулать.

2.2.Словаре пăхаççĕ (слайд 2)

Обращени (чĕнӳ)
1. призыв, зов парти чĕнĕвĕ — призыв партии

2. приглашение, пригласительный чĕнӳ ярса пар — послать

приглашение

3.Вызов чĕнӳ хучĕ — 1) пригласительный билет 2) вызов, повестка

4. воззвание, обращение пĕтĕм тĕнчери тăнăç совечĕн чĕнĕвĕ

воззвание всемирного совета мира

5. позывной чĕнӳ сигналĕсем — позывные сигналы

(Чăваш чĕлхин респеративлă ăнлантару словарĕ)



2.3.Вулăр, чĕнĕве предложени варрине е вĕçне куçарăр, чарăну паллисене тĕрĕс лартăр. (слайд 3)

Асанне, кăтарт-ха тухйуна мана!

Кăтарт-ха тухйуна, асанне, мана!

Кăтарт-ха тухйуна мана, асанне!

Çирĕплетни:

Чĕнÿ мĕнле сăмах пулчĕ асанне. Вăл миçе сăмахран пулчĕ? (пĕр сăмахран) Ку сăмахĕ мĕнле сăмах? (тăванлăх-хурăнташлăх сăмахĕ).

Çирĕплетни: Чĕнÿ предложенире кирек хăш вырăнта та, малта та, хыçалта та, варринче те тăма пултарать. Ăна ун пек чухне запятойпа уйăраççĕ.

2.4 Ёнлантару диктанч.?

1? Тавтапу=: ывёлём: _ кёшт палёрмалла =.тн. сасёпа калар. старик? 2? Тусём! Эй: тусём! Тёванём! Ман валли хёма тупса кил-ха? (Алент?) 3? 3 Итлесем: ырё х.р илт савни=.м ятне??? (А?Алка?) 4? Апла ан кала-ха: анне=.м: тен: иртсе кай.! (Агак?)

Ывёлём Тусём Тёванём – (тăванлăх сăмахĕсем) хисеплесе: ачашласа каланё ч.н\сем Ку сёмахсемпе ачашланине: юратнине: ырланине: хисепленине кётартас чух усё кура==.?

Юратман чухне мĕнле калатпăр? Ывăл тус тăван

Ку мĕнле сăмахсем? –пĕрремĕшле

Мĕншĕн апла шутлатăр?-аффиксĕ çук

Аффиссне йышăнсан вăл мĕнле сăмах пулса каять? (иккĕмĕшле)

Ачасем чĕнӳсăмахĕсем мĕне пĕлтерекен сăмахсем? Япалана. апла пулсан Ченӳ я.я. пулнă.



Ун йышши сёмахсем пу=ламёш формёри япала яч. =умне п.ррем.ш сёпатри камёнлёх аффикс. -ём(-.м): нумайлё хисепре -ёмёр(-.м.р) хушённипе пула==.? Ку формёпа кала=ура тата литература ч.лхинче анлё усё кура==.?

Чĕнӳ сăмахĕсем -пĕр сăмахран та пулчĕç, икĕ сăмахран тата предложенире вĕсен йышĕ пĕрре кăна мар, темиçе те пулчĕ. Вăл сăмахсем чĕнĕве ăнланма пулăшаççĕ. Ырă хĕр.

(4 слайд)

Апла Чĕнӳ АНСĂР тата АНЛĂ пулать.


2.5.Чĕнӳ сăмахĕсене тупса каламалла

I.1. Юрлаççĕ, ташлаççĕ ачасем. 2. Юрлăр, ташлăр, ачасем.

II. 1. Асатте халап каласа пачĕ. 2. Асатте, халап каласа пар-ха.

Тĕсл., Юрлăр, ташлăр эсир, ачасем. Асатте, эсĕ халап каласа пар-ха.

Мĕн асăрхарăр? Пĕрремеш предложенисенче я.я. иккĕмĕшĕсенче чĕнӳ.

Сăпат местоименийĕсем эпĕ, эсĕ, эсир нихăçан та чĕнÿ пулмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем сказуемăйпа çыхăнса подлежащи пулаççĕ.

2.6.Чĕнӳ пулăвĕ

Мăшăрпа ĕçлени: ( 1 ушкăн)


Ан кулян, анне, ан пăшăрхан, -терĕ Олег хуллен. – Хам тĕрĕс мар тунине йăлтах ăнлантăм. (А.Лаз.)

Çавах та мĕн пĕлес килет сирĕн, тăванăм мĕншĕн канăçа çухатнă? (Г.Еф.)

Анне, тăванăм –ку мĕнле сăмахсем? Мĕне пĕлтереççĕ? – çывăх çынна, тăвана (5слайд)

-Мĕнле сăмахсем кăсем? Мĕншĕн икĕ тĕспе уйăрнă вĕсене?

(пĕрисем ашшĕ енчи тăванлăх сăмахĕсем, теприсем амăш енчисем.

Авалтан пыракан йĕрке тăрăх чăвашсем ĕлĕк пĕр-пĕрне ятран сахал чĕннĕ. Чĕнмелли сăмахсем вара атте, анне, пичче, аппа, мучи, кинемей, шăллăм, йăмăк…т.ыт.те.Ку сăмахсем-хурăнташ-тăванлăх сăмахĕсем пулнă, аслисене-кĕçĕннине, палланнипе-палламаннине шута илмелле пулнă. Çапах та ятпа кăна чĕнни çынна хисеплеменнине пĕлтернĕ.

Хальхи вăхăтра эпир мĕнле чĕнӳ сăмахĕсемпе усă куратпăр? хурăнташ-тăванлăх сăмахĕсемпе-асанне,асатте сăмахсене ватă çынсене хисеплесе, тăван пулмасан та калатпăр. атте, анне, Алексей Петрович, Кузьмич, вăл шкулта, официаллă , Çапла калани вăл ватă çынна хисеплени кăна пулать.

Ырлăх! Мĕн тери тăнăç та тарават тӳпе! (2 ушкăн)

Пăхса тăранайми инçет! Шăплăх та

лăпкăлăх! Виçесĕрлĕх! (Х.Алев.)


Ырлăх, Шăплăх лăпкăлăх! Виçесĕрлĕх

Тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене палăртакан сăмахсенчен



( 3 ушкăн)

Ватăлтăм эпĕ, Андрей Васильевич, сасартăках ватăлса лартăм . Вун çиччĕре те мар пек туятăп хама кас-кас. (Х.Аш.)

Çул çинче хăрушă мар-и?, Ухатер пичи? (Хв.Уяр.)

Андрей Васильевич, Ухатер пичи - Çын ячĕсенчен

(Слайд 5) Çирĕплетсе хăварни



2.7 Çырура чĕнÿсене запятойпа уйăраççĕ. (слайд7) вулаççĕ

Чĕнÿ предложени варринче пулсан ăна икĕ енчен те запятойпа уйăраççĕ.

Предложени пуçламăшĕнчи чĕнĕве вăйлă туйăмпа каланă чухне ун хыççăн кăшкăру палли лартаççĕ. Малалли сăмаха пысăкран пуçласа çыраççĕ.

2.8. 5-мĕш хăнăхтару

Сăмахсене ушкăнсем çине уйăрмалла:

1-Пайăр ятпа юнашар тăма пултараканнисене

2- пайăр ятпа тăма пултарайманнисене

3-предложенисем йĕркелемелле

2.9.Текста вулăр , чĕнӳсене туртăр.

_ Анна аппа, иккĕн туртса пăхар-ха. Иккĕн çăмăлрах! _ талпăнса туртма пуçларĕ çемен. Вара çунашка нăтăртаткаласа тухрĕ-тухрех.

Сăрт çине улăхса çитсен вĕсем пĕр самантлăха чарăнса сывлăш çавăрчĕç. çак вăхăтра карчăк çемене,

_ Тавтапуç, ачам, _ тесе çурăмĕнчен çупăрларĕ. _ Питĕ ырă эсĕ. Аллу-уру çирĕп пултăр, ĕмĕрÿ вăрăм пултăр сан, _ тесе хучĕ ватă çын. _ ,çрен ан пăрăн çав, пепкем.

Ача, шÿтлеме юратаканскер, кулкаласа,

_ Эпĕ пепкем мар, эпĕ шкул ачи ĕнтĕ, _ терĕ.

_ Эпĕ те çапла пулĕ тесе шутлатăп çав, пепкем, _ килĕшрĕ карчăк.

çапла калаçкаласа вĕсем яла çитрĕç. çунашкине картишне туртса кĕме, миххине кĕлете кĕртме те пулăшрĕ çемен.

(В.Ухли çырнинчен.)

-Чĕнӳ сене каласа тухмалла, мĕнле уйăрса çырнă вĕсене?

-Çемен мĕнле ача?

III. Пĕтĕмлетÿ.

_ Мĕн вăл чĕнÿ?

Ансăр тата анлă чĕнÿ тесе хăшĕсене калаççĕ?

_ Чĕнÿ предложени членĕ пулать-и? Чĕнÿ хăш падежра тăрать?

_ Чĕнĕве чарăну паллисемпе епле уйăраççĕ?

  1. Килте тумалли ĕç.

С.98, 7-мĕш хăнăхтару

Правилона вĕренмелле



Рефлекси

Ачасем сирĕн умра смайликсем, вĕсем виçĕ тĕслĕ

Урока аван ăнланнă пулсан-хĕрлине илетпĕр

Урока аванах ăнланман пулсан-саррине

Урока пĕрре те ăнланман пулсан-симĕссине

Урокран хăвăра валли мĕн çĕннине илтĕр?

Урокра лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр-и?

ОЦЕНКА лартни. Пурне те урокшăн тав.