Урокăн тĕп тапхăрне педагогика тата методика енчен ăнлантарни
Урок – вĕрентекенпе вĕренекенсен пĕрлĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕн пайĕ, çавăнпа малтанах çакăн пек тĕллевсем лартататăп. Пĕлÿ тĕллевĕ: пĕр йышши членлǎ предложенисем çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хǎварасси; аталантару: чǎваш халǎх культурин хǎш-пĕр пайрǎмĕсемпе паллаштарса ачасенче чǎвашлǎх туйǎмне аталантарасси, чăваш халăх культурине ытти халăх культурипе танлаштарса пăхасси; сапăрлăх тĕллевĕ: чǎваш тени чǎвашлǎхпа илемлĕ пулнине туйтарасси. Урок тĕсĕ – пĕтĕмлетÿ урокĕ. Пĕтĕмлетÿ урокăн тĕллевĕ – вĕреннине аса илесси, системăласси, пĕтĕмлетесси. Урока кал-кал пуçласа яма тата ачасен ырă туйăмне ÿстерме, вĕсен сывлăхне упрас технологине тĕпе хурса малтанах чăваш кĕвви ярса паратăп.
Урокăн иккĕмĕш тапхăрĕ - тема тăрăх ĕçлесси. Ачасен уйрăмлăхĕсене шута илсе тата вăхăта перекетлĕрех усă курас тĕллевпе доска умĕнче икĕ вăйлăрах ача ĕçленĕ вăхăтра ыттисене карточка валеçсе тухатăп. Сăвва хам илемлĕн вулатăп. Класри ачасемпе пĕрле доска çинчи предложенисене тишкерсе тухатпăр. Малалла ачасене ыйтусем парса калаçтарни: чǎвашлǎх паллисем çинче чарăнса тăрасси, вĕсене ытти халăх культурипе танлаштарса пăхасси.
Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха чăваш халăхĕ ытти халăхран? Паллах, пирĕн хамăрăн чĕлхе, йăла-йĕрке, культура, тум, юрри-ташши, символсем. Ачасене урокра çак уйрăмлăхсемпе паллаштарса хăварни вырăнлă тесе шухăшлатăп. Тĕслĕхрен, презентацири 6-12 мĕш слайдсем хамăр халăх пурнăçне сăнлаççĕ. Вĕсемпе паллашни ачасемшĕн те кăсăклă. Чăваш çĕр-шывĕнче пултаруллă тĕрĕçĕсем, шăрçапа та кĕмĕлпе тĕрлекенсем, тĕртсе тĕрĕ тăвакансем, йывăçран касакансем, хăва авакансем, музыка инструменчĕсемпе тăм савăт-сапа тăвакансем тахçантанпах нумай пулнă. Вĕсен ĕçĕсем халĕ те тĕспе форма илемĕпе, эрешсен асра юлакан ÿкерчĕкĕсемпе тĕлĕнтереççĕ. Пурçăн çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем те, йывăçран касса тунă япаласем те, кĕмĕлпе илемлетнĕ çи-пуç та питĕ илемлĕ.
Курăмлăх хатĕрĕпе усă курса малалла ачасенчен слайдсем тăрăх пăхса пырса мĕн курнине калаттаратăп. Вĕсем чǎваш халăхĕн хăйсен уявĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ, тумĕ, тĕрри, эрешĕ, ташши-юрри пулнине палăртаççĕ (тĕслĕхрен, 6-мĕш слайдра чǎвашсен илем-эрешне, килте усă курмалли япалисене куратпăр … , 10-мĕш слайдра тĕрлĕ эреше: чǎваш хĕрĕсен шăрçаллă тухйине, кĕмĕл тенкĕллĕ- шăрçаллă чǎваш хĕрарăмĕсен хушпăвне, кăкăр ум эрешĕсене, шÿлкемине, çурăм хыç эрешне, чǎваш хĕрĕсен мăй çыххисене, чǎваш хĕрарăмĕсен енчĕклĕ пиçиххи эрешне, пуç хыç эрешлĕ амасене, хĕрарăмĕсен тата хĕрсен тевечĕсене, мăйпа кăкăр ум эрешĕсене, капăр сумкăна куратпăр). Ун хыççăн вĕренекенсем çакăнти сăмахсемпе усă курса пĕр йышши членлǎ предложенисем йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен: «Шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв пек шǎнкǎртатакан чǎваш чĕлхи, чуна çатǎрласа илекен чǎваш юрри; сǎпайлǎ, çав хушǎрах ытарма çук илемлĕ хусканусенче хĕмленсе тǎракан ташǎ; хĕвеллĕ тĕссемпе илĕртекен тĕрĕ, чǎвашсен авалхи тĕнĕ – çаксем пурте пирĕн аваллăх тымарĕсем». Ик чĕлхе ик ăс пулнине тĕпе хурса, словарьпе усă курса предложение вырăсла куçаратпăр: «Подобно звонко журчащему ручейку чувашский язык, отрадные чувашские песни; изящные, в то же время зажигающиеся в очень красивых движениях пляски; завлекающие солнечными цветами вышивки, старинная чувашская вера – всё это наши древние корни народа».
Куçарнă хыççăн вĕренекенсене кантарса илес тĕллевпе чăваш юрри юрлаттарса илме пулать. (12-мĕш слайд). Тĕрлĕ халăх культурин çыхăнăвне кăтартас тĕллевпе вырăс халăх культурин пайрăмĕсемпе паллашатпăр. (14-мĕш слайд). Малалла кĕскен хăш-пĕр халăх символĕсемпе паллашатпăр. Ун хыççăн учителĕн илемлĕ вулавĕ (В.И. Давыдов-Анатрин «Чăваш йăмри» сăввине итлени), сăвăри пĕр йышши членсене туптарни, словарь ĕçĕ, пĕр йышши членлă предложенисенчи чарăну паллисемпе çыхăннă правилăсене калаттарни (предложенисемпе усă курса).
Урокăн виççĕмĕш тапхăрĕ – çирĕплетÿ тапхăрĕ. Çирĕплетÿ тапхăрĕнче предложенисемпе ĕçлесси мала тухать, çавна май чĕлхе тишкерĕвĕ, сăмахсемпе ĕçлесси, воспитани ыйтăвĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕренекенсен ăнланулăх шайĕ ÿсет.
Юлашки тапхăр – урока пĕтĕмлетни. Шухăша вĕренекенсем пĕтĕмлетеççĕ, вĕрентекен те ачасен йăнăшĕсене вăхăтра тÿрлетсе пĕтĕмлетет. Ачасене киле ĕç панă хыççăн активлă пулнисен, хуравланисен ĕçĕсене паллăпа хаклатăп. Пĕтĕмлетÿре сапăрлăх тĕллевĕ те пурнăçланать.
Çапла вара, ачасен умне лартнă тĕллевсем пурнăçланаççĕ, ачасем урокпа кăсăкланаççĕ, урокра активлă, класри ачасем пурте ĕçлеççĕ, вăхăт сисĕнмесĕр иртет, вĕрентекенпе вĕренекен хушшинчи çыхăну татăлмасть, ачасен тавракурăмĕпе çыхăнуллă пуплевĕ аталанать, кашни ача хăйĕн шухăшне калама пултарать. Урокра тĕрлĕ предмета пĕрлештерни, мультимедиапроекторпа усă курни ачасене çĕнĕлĕхпе илĕртет, вĕсен вĕренес кăмăлне ÿстерет, вĕрентÿпе воспитани ĕçне тĕллевлĕрех йĕркелесе ирттерме май парать.