СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Тесты по чувашскому языку

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тесты предназначены для проверки знаний по чувашскому языку в конце учебного года, где обучают чувашский язык. 

Просмотр содержимого документа
«Тесты по чувашскому языку»



5-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

1-мĕш вариант

1. Каять сăмахра миçе сасă?

а) 5

ă) 4

б) 6

в) 7

2. Алфавит йĕркипе вырнаçтарăр: атă, вĕркĕч, вĕлтрен, алса

а) алса, атă, вĕркĕч, вĕлтрен

ă) алса, атă, вĕлтрен, вĕркĕч

б) атă, вĕлтрен, алса, вĕркĕч



3. Чăваш алфавитĕнче миçе сас палли?

а) 33 ă) 31 б) 37 в) 35

4. Чăваш сăмахĕсенче ударени ăçта ÿкесси мĕнрен килет?

а) ă, ĕ сасăсенчен

ă) сыпăкран

б) аффиксран

в) а, э сасăсенчен



5. Пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?

а) синоним

ă) антоним

б) омоним

6. Текерлĕк – пысăк шыв чăххи предложени мĕнле предложени пулать?

а) ыйтуллă, кăшкăруллă ă) ыйтуллă, кăшкăруллă мар б) ыйтусăр, кăшкăруллă в) ыйтусăр, кăшкăруллă мар

7. Эпĕ хам та ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме ĕмĕтленетĕп предложенире сказуемăй хăшĕ пулать?

а) ĕмĕр

ă) эпĕ

б) вĕренме ĕмĕтленетĕп



2-мĕш вариант

1. Ешĕл сăмахра миçе сасă?

а) 5

ă) 4

б) 6

в) 7

2. Алфавит йĕркипе вырнаçтарăр: алтăр, кулă, алă, кÿлĕ

а) кулă, кÿлĕ, алтăр, алă

ă) алă, алтăр, кулă, кÿлĕ

б) атă, кулă, кÿлĕ, алтăр

3. Чăваш алфавитĕнче сасса пĕлтермен сас паллисем миçе?

а) 33

ă) 13

б) 22

в) 2

4. Тантăш сăмахра ударени ăçта ÿкет?

а) ă

ă) а

б) т

в) ш

5. Тĕрлĕ илтĕнекен, анчах пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?

а) синоним

ă) антоним

б) омоним

6. Каç та пулса çывхарать предложени мĕнле предложени пулать?

а) ыйтуллă, кăшкăруллă

ă) ыйтусăр, кăшкăруллă

б) ыйтуллă, кăшкăруллă мар

в) калуллă, кăшкăруллă мар

7. Эпĕ хам та ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме ĕмĕтленетĕп предложенире подлежащи хăшĕ пулать?

а) ĕмĕр

ă) эпĕ

б) вĕренме ĕмĕтленетĕп

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

6-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

1-мĕш вариант

1. Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 11

б) 9

2. Япала ячĕ мĕне пĕлтерет?

а) ĕçе

ă) япалана

б) хисепе

3. Çак сăмахсенчен хăшĕ иккĕмĕшле паллă ячĕ?

а) тирпейлĕ

ă) шултра

б) симĕс

4. Хисеп ячĕ мĕне кăтартать?

а) ĕçĕн паллине

ă) япалан паллине

б) хисепе

5. Таврăну местоименине туп

а) эпĕ, эсĕ, вăл

ă) хам, ху, хăй

б) кам, мĕн, хăшĕ

6. Глаголăн ыйтăвĕсем:

а) мĕнле? епле? мĕн тери?

ă) миçе? миçемĕш? хăш?

б) мĕн тăвать? мĕн тунă? мĕн тăвĕ?

7. Ĕмĕт наклоненийĕнчи глагола туп

а) юрлаттăм

ă) юрлăттăм

б) юрларăм

8. Хăш ваттисен сăмахĕнче наречи пур?

а) Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар.

ă) Çын ĕçпе илемлĕ.

б) Куç хăрать те, алă тăвать.



2-мĕш вариант

1. Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 7

б) 9

2. Япала ячĕсем мĕнле ыйтура пулаççĕ?

а) кам? мĕн?

ă) миçе?

б) хăшĕ?

3. Хăш паллă ячĕ тĕп виçере пулать?

а) шурă

ă) шап-шурă

б) шурă-шурă

4. Хисеп ячĕсем миçе ушкăна уйăрăлаççĕ?

а) 5

ă) 4

б) 3



5. Кăтарту местоименине туп

а) ку, çак, леш, хайхи

ă) кам, мĕн, хăшĕ

б) никам, нихăш, ниепле

6. Глагол мĕне кăтартать?

а) ĕç тунине

ă) япалана

б) хисепе

7. Темиçе иртнĕ вăхăтри глагола тĕрĕс палăрт

а) ырлатăп

ă) пахаларĕç

б) килĕштеретчĕ

8. Наречи мĕне кăтартать?

а) ĕçĕн, паллăн, япалан уйрăмлăхне

ă) хисепĕн, ĕçĕн, япалан уйрăмлăхне

б) япалан, паллăн, хисепĕн уйрăмлăхне

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

7-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

1-мĕш вариант

1. Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 11

б) 9

2. Кашни пуплев ятне сăмахпа çырса тухăр

3. Инфинитив глагол тĕпĕ çумне мĕнле аффикссем хушнипе пулать?

а) -мас (-мес)

ă) –ма (-ме), -машкăн (-мешкĕн)

б) –массерен (-мессерен)

4. Причастиллĕ сăмах майлашăвне кăтартăр

а) ăслă шухăш

ă) каланă шухăш

б) çĕнĕ шухăш

5. Деепричасти ытларах мĕне пĕлтерет?

а) тĕп ĕçе

ă) тĕп ĕçпе пĕр тан ĕçе

б) хушăмлă ĕçе

6. Хăш тупмалли юмахра евĕрлев сăмахĕ çук?

а) Чипер акин арка вĕçĕ вĕлт- вĕлт. (Пĕркенчĕк.)

ă) Пат-пат тумлĕ, çĕре ÿкмĕ. (Алка.)

б) Чăмăр пăрçан хакĕ хаклă. (Шăрçа.)

7. Виçе пĕлтерĕшлĕ хыç сăмаха палăрт

а) таран

ă) евĕр

б) хыççăн

8. К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи хăш йĕркесенче сыпăнуллă союзсем пур?

а) Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

ă) Ирех тăрать, тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать.

б) Е пир тĕртме ларать те

Вылянтарать ăсине;

Е хултăрчă тытать те

Çипне тиет çĕррине.

9. Ыйту татăкĕсене тупăр

а) ак, ав, вăт

ă) -и, -ши, -им, -шим

б) шăп та шай



10. Тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахран пулса кайнă междометие туп

а) Эй-яй-яй!

ă) Эх-хех-хей!

б) Кай-кай-кай!















2-мĕш вариант

1. Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 7

б) 9

2. Кашни пуплев ятне сăмахпа çырса тухăр

3. Çак сăмах çыхăнăвĕсенче инфинитив туп

а) калаçма пуçларĕ

ă) калаçса ларчĕ

б) калаçасшăн пулчĕ

4. Причасти мĕнле аффикссем хушсан палăрту форминче пулать?

а) -шан, -шен

ă) –и, -скер

б) –сар, -сер

5. Деепричастие тупса палăрт

а) илемлетме пуçларĕ

ă) илемлетсе пачĕ

б) илемлетнĕ кĕнеке

6. Сас-чĕве пĕлтерекен евĕрлев сăмахне туп

а) Çывăхра лĕх- лĕх- лĕх кулни илтĕнсе кайрĕ.

ă) Хĕр ача савăннипе вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнса илчĕ.

б) Хĕрсем йăкăш-якăш шуса ташлани пурне те килĕшрĕ.

7. Пуплев япалине пĕлтерекен хыç сăмах хăшĕ пулать?

а) пирки

ă) çинче

б) май

8. Хăш предложенире хутсăр предложенисене пăхăнуллă союз çыхăнтарать?

а) Шăнкăрав пулчĕ те, ачасем класа кĕчĕç.

ă) Шăнкăрав пулчĕ пулин те ачасем класа кĕмерĕç.

б) Шăнкăрав пулнă хыççăн ачасем класа кĕчĕç.

9. Хăш сăмахра вăйлату татăкĕ пур?

а) çупах

ă) пысăкрах

б) паянах





10. Хăш предложенире хистев междометийĕпе усă курнă?

а) Тс-с-с, шăпăрт пул!

ă) Ырă хыпарах пĕлтересшĕн-ха

б) Тавах сана, тăванăм!



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

















8-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле зачёт ыйтăвĕсем

1 №-лĕ билет

1. Синтаксис мĕн çинчен вĕрентет?

2. Подлежащисĕр предложенисем çинчен ăнлантарса парăр.



2 №-лĕ билет

1. Мĕн вăл предложени? Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ.

2. Сказуемăйсăр предложенисем çинчен ăнлантарса парăр.





3 №-лĕ билет

1. Мĕн вăл сăмах майлашăвĕ? Ун тытăмĕ çинчен каласа парăр.

2. Тулли мар предложенисем çинчен ăнлантарса парăр.



4 №-лĕ билет

1. Хутсăр предложенин шухăш тытăмĕ. Предложенири шухăш тĕшши.

2. Уйрăмлатнă тени мĕне пĕлтерет? Предложенин хăш-пĕр сыпăкĕсене уйрăмлатнин сăлтавĕсем.







5 №-лĕ билет

1. Предложенири сăмахсен йĕрки. Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем.

2. Уйрăмлатнă членсенчи чарăну паллисем.



6 №-лĕ билет

1. Предложени членĕсем. Тĕп членсем.

2. Урăх çын сăмахсене пĕлтермелли мелсем.



7 №-лĕ билет

1. Подлежащи çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарăр. Тĕслĕх илсе парăр.

2. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартасси.



8 №-лĕ билет

1. Сказуемăй çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарăр. Тĕслĕх илсе парăр.

2. Диалог.



9 №-лĕ билет

1. Дополнени çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарăр. Тĕслĕх илсе парăр.

2. Тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем.





10 №-лĕ билет

1. Определени çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарăр. Тĕслĕх илсе парăр.

2. Цитатăсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси.



11 №-лĕ билет

1. Обстоятельство çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарăр. Тĕслĕх илсе парăр.

2. Сочинени тата унăн тĕсĕсем.



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ







9-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

1-мĕш вариант

1-мĕш текст

Вăрçă пуçланнă çул Укахви вун пиллĕкреччĕ. Тин çеç саккăрмĕш класс пĕтернĕччĕ. Шкулĕ ялтан тăватă çухрăмра. Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕрлех Укахви те шкула çÿреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкулта, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене – кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие.

Çапла Укахви шкулта вĕренме пăрахрĕ. Вун пиллĕкри хĕр ача мăн çынсемпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма каятчĕ. Паккус вĕçне тухмасăр чарăнман, никама та хыçран таптаттарса пыман, халăхран уйрăм канма та ларман.

Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Паккус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ.

Çапах та салху марччĕ çамрăк чĕрере. Ун чухне мăн çын хуйхи тытма вĕ ренсе çитейменччĕ-ха вăл. Хĕр ача чĕрине çут çанталăк илемĕ те кăтăкланă, ăнлансах çитме çук ăрăмлă япаласем те пулнă çĕр çинче уншăн, хÿхĕм ĕмĕтсем те тин çеç сăмсаланнă – пĕр çынсем ахлатни çеç чĕрене шар! çурнă, час та часах хаваслă кăмăла сирсе сĕвĕрĕлтернĕ. Çынсем хуйхăрса калаçма тытăнсанах ăçта та пулин пăрахса тарас килнĕ… Анчах çĕр-шыв çине йăтăнса аннă хура хуйхăпа пусăрăнман тĕлсем пулман пулĕ ку вăхăтра… (Юрий Скворцов çырни тăрăх )

2-мĕш текст

Алла панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 1­ - 10 ĕçсене тăвăр.

(1)Ахлатса, йынăшса сасă панăскер, вăл – пирĕн салтак, пирĕн çын… (2)Аманнă… (3)Шурă чечексем хушшине ÿкнĕ… (4)Салтакăн пуçĕ çаврăнса кайнă пирки куçĕ хуралса килнĕ, тĕттĕмленнĕ. (5)Ирхи çутă, унăн çурхи илемĕ таçта кайса çухалнă. (6)Умри çĕмĕрт тĕмĕ çакна курсан тÿсеймен: çил варкăшса килсен хăйĕн çеçкине пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕçтернĕ, эрленсе-хурланса йĕрсе янă…

(7)Çанталăк улшăннă: хура вăрман хыçĕнчен кăвак пĕлĕт çĕклемĕн- çĕклемĕн йăванса тухнă; сулхăн мĕлкисем, ялсем урлă чупса каçса, часах вăрçă хирне çитнĕ. (8)Çуркунне хĕвелĕ пĕлĕт хыçне пытансан хулăн пĕлĕтсен сулхăнĕпе пĕркенсе, çав аманнă салтак патне ÿтсĕр-тирсĕр Вилĕм сарăхнă шăлĕсене йĕрсе, типĕ шăммисемпе шăлтăртатса çитнĕ; юн тăкса вăйран кайнă салтакăн пуçĕ вĕçне кукленсе ларнă. (9) – Эсĕ халĕ хăтăлаймăн, тинех лекрĕн ман аллăма! – тет Вилĕм хăрăк-марăк шăлĕсемпе качăртаттарса.

(10)Çурхи чĕрĕлĕх çилĕпе пĕрле инçетрен-инçетрен, хĕвел тухăçĕнчен, хумăн-хумăн варкăшса ăшă çил килет. (11)Çил ачисем сулхăн пĕлĕтсене хăваласа ярсан хĕвелĕн вут пек пĕрчисем каллех салтака тупаççĕ, ăна питрен кăтăклаççĕ, ачашласа лăпкаççĕ, шухăшĕсене хускатса вăратаççĕ.

(12)Пĕтĕм вăйĕпе çапса ячĕ Пурнăç Вилĕме. (13)Таçтах кайса ÿкрĕ Чун илли. (14)Ÿкрĕ те çĕр хуçăк пулса выртрĕ, анчах хăрăк шăммисем пĕр самант хушшинче пухăнчĕç те сыпăнса ларчĕç. (15)Вилĕм каллех çĕкленчĕ те туйи çине уртăнса, уксахласа тепĕр хут салтак патне сĕтĕрĕнсе пычĕ, катăлса, çурăлса пĕтнĕ пушă шăммисене шăкăртаттарса пуç вĕçне каллех пĕшкĕнсе ларчĕ.

(16)Пурнăç татах çĕкленчĕ, каллех пĕтĕм вăйпа çавăрса çапрĕ сăхă куçлă Вилĕме. (17)Тÿпере ăшă та çемçе сасăпа тăри юрласа ячĕ. (18)Кĕсле каласа, юрă-сăвă шăрантарса çурхи кун сарăлать. (19)Малта, юхан шыв хĕрринче, çĕр çĕмĕрсе вăрçă кĕрлет. (20)Унта Пурнăçпа Вилĕм çапăçать. (Илпек Микулайĕн «Пурнăçпа вилĕм» калавĕ)























1-мĕш вариант

1. 1-мĕш текстпа 2-мĕш текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Камăн тÿрĕ кăмăл, ăна ялан çăмăл.

2) Таса чуна таса тÿпе йышăнать, çылăхлă чун çĕр миминче çунать.

3) Хура чунлă çыннăн ăш-чикне хурт çиет.

4) Питри чипер пĕтет, ăшри ĕмĕре пырать.

2. 2-мĕш текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Тăйлăк-тайлăк урапа шанчăксăр.

2) Ăшăпа сивĕ курман – пурнăç курман.

3) Вилĕмрен ан хăра, çылăхран хăра.

4) Вилĕмрен усалли ним те çук.



3. Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) наука стилĕ, ăслав

2) илемлĕ литература стилĕ, калав.

3) публицистика стилĕ, ăслав элеменчĕллĕ сăнлав

4) ĕçлĕ стиль, калав



4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе местоимени çыхăнтарать?

1) 6

2) 7

3) 8

4) 9

5. 1-мĕш предложенири ахлатса сăмахпа синонимлă сăмах хăш предложенире тĕл пулать?

1) 8

2) 6

3) 7

4) 5





6. Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 18-мĕш предложенирен илнĕ.)

1) кун

2) шăрантарса

3) юрă

4) çурхи

7. 4-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (тĕттĕмленнĕ) мĕнле пулнă?

1) тĕттĕмлен глагол çумне -нĕ аффикс хушăннипе

2) тĕттĕмле наречи çумне -ннĕ аффикс хушăннипе

3) тĕттĕм паллă ячĕ çумне -лен, -нĕ аффикссем хушăннипе

4) тĕттĕм паллă ячĕ çумне -лен аффикс хушăннипе

8. 9-мĕш предложенири тин сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) япала ячĕ

2) наречи

3) глагол

4) паллă ячĕ



9. Тÿпере ăшă та çемçе сасăпа тăри юрласа ячĕ предложенире (17 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?

1) ăшă та çемçе сăмахсем çине

2) тÿпере сăмах çине

3) тăри сăмах çине

4) сасăпа сăмах çине



10. 8-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени

4) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложении







2-мĕш вариант

1. 1-мĕш текстпа 2-мĕш текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Тимĕр тутăхса пĕтет, чĕре хуйхăрса пĕтет.

2) Таса чуна хура çыпăçмасть.

3) Кăмăллă çыншăн пурте кăмăллă.

4) Çын чунĕ чĕре патĕнче пурăнать, чĕрене тивсен çын вилет.

2. 2-мĕш текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Виличчен этеме нумай кирлĕ.

2) Вилĕмпе кĕрешес пулать.

3) Ÿт суранĕ чуна кайса тивет.

4) Тÿрĕ пул та йăрă пул теççĕ.



3. Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) наука стилĕ, ăслав

2) публицистика стилĕ, ăслав элеменчĕллĕ сăнлав

3) ĕçлĕ стиль, калав

4) илемлĕ литература стилĕ, калав



4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне юнашар предложенипе пĕр сăмаха тепĕр хут калани çыхăнтарать?

1) 8

2) 9

3) 10

4) 11



5. 8-мĕш предложенири кукленсе сăмахпа синонимлă сăмах хăш предложенире тĕл пулать?

1) 20

2) 13

3) 15

4) 14



6. Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 19-мĕш предложенирен илнĕ.)

1) юхан шыв

2) çĕр

3) çĕмĕрсе

4) кĕрлет

7. 9-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (кăчăртаттарса) мĕнле пулнă?

1) кăчăртат глагол çумне -тар тата -са аффикссем хушăннипе

2) кăчăр евĕрлев сăмахĕ çумне –тат тата тар аффикссем хушăннипе

3) кăчăр япала ячĕ çумне –тат тата тар аффикссем хушăннипе

4) кăчăртаттар глагол çумне -са аффикс хушăннипе



8. 7-мĕш предложенири хыçĕнчен сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) глагол

2) наречи

3) япала ячĕ

4) паллă ячĕ

9. Кĕсле каласа, юрă-сăвă шăрантарса çурхи кун сарăлать предложенире (18 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?

1) шăрантарса сăмах çине

2) çурхи кун сăмахсем çине

3) кĕсле каласа сăмахсем çине

4) юрă-сăвă сăмах çине



10. 11-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени

4) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложении







3-мĕш вариант

1. 1-мĕш текстпа 2-мĕш текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Хырăм тĕкĕр мар, витĕр курăнмасть.

2) Чĕмпĕр енче чĕн хаклă, çут тĕнчере чун хаклă.

3) Пÿрнен те чунĕ пур, ыраттарсан вăл та ыратать.

4) Çын тĕсне мар, ăсне пăхса хакла.

2. 2-мĕш текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Паттăр пĕр хут вилет, хăравçă çĕр хут вилет.

2) Инкек айăп шырамасть.

3) Çынна тултан ан пăх, ăш-чиккинчен пăх.

4) Этем ĕмĕтлĕ, шуйттан ĕмĕтсĕр.

3. Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) наука стилĕ, ăслав

2) ĕçлĕ стиль, калав

3) илемлĕ литература стилĕ, калав

4) публицистика стилĕ, ăслав элеменчĕллĕ сăнлав

4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе синоним çыхăнтарать?

1) 10

2) 11

3) 12

4) 13

5. 7-мĕш предложенири сулхăн сăмахпа антонимлă сăмах хăш предложенире тĕл пулать?

1) 8

2) 9

3) 10

4) 11

6. Сас палли шучĕ сасă шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 16-мĕш предложенирен илнĕ.)

1) çĕкленчĕ

2) вăйпа

3) каллех

4) çапрĕ

7. 15-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (шăкăртаттарса) мĕнле пулнă?

1) шăкăр глагол çумне –тат, - тар тата -са аффикссем хушăннипе

2) шăкăр япала ячĕ çумне -тат тата -тар аффикссем хушăннипе

3) шăкăр евĕрлев сăмахĕ çумне -тат тата тар аффикссем хушăннипе

4) шăкăртаттар глагол форми çумне -са аффикс хушăннипе

8. 15-мĕш предложенири вĕçне сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) наречи

2) япала ячĕ

3) глагол

4) паллă ячĕ

9. Малта, юхан шыв хĕрринче, çĕр çĕмĕрсе вăрçă кĕрлет предложенире (19 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?

1) çĕр çĕмĕрсе сăмахсем çине

2) малта сăмах çине

3) юхан шыв хĕрринче сăмахсем çине

4) вăрçă сăмах çине



10. 5 -мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

4) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени





Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ







9-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем



Ыйту номерĕсем

Вариантсем

1

2

3

1

2

4

2

2

3

2

1

3

2

4

3

4

4

4

4

5

2

3

3

6

3

1

3

7

4

2

3

8

2

3

2

9

3

2

4

10

2

2

4









7-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем





Ыйту номерĕсем


Вариантсем

1

2

1

ă

ă

2



3

ă

а

4

ă

ă

5

б

ă

6

б

а

7

а

а

8

б

ă

9

ă

б

10

б

а







6-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем





Ыйту номерĕсем


Вариантсем

1

2

1

ă

ă

2

ă

а

3

а

а

4

б

ă

5

ă

а

6

б

а

7

ă

б

8

а

а





5-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем





Ыйту номерĕсем


Вариантсем

1

2

1

а

а

2

ă

ă

3

б

в

4

а

ă

5

б

а

6

в

в

7

б

ă