СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Презентация на тему "Добро побеждает зло"

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Презентация готовилась по стихотворению чувашского поэта Анатолия Смолина "Не убий, не лги, не предавай" для учащихся 6 класса чувашских школ. 

Просмотр содержимого документа
«Презентация на тему "Добро побеждает зло"»

Урок теми: Анатолий Смолинăн «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!» хайлавĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ  Урок эпиграфĕ:  Ырри усала çĕнтеретех. Ваттисен сăмахĕ

Урок теми:

Анатолий Смолинăн «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!» хайлавĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ

Урок эпиграфĕ:

Ырри усала çĕнтеретех.

Ваттисен сăмахĕ

Урок тĕллевĕсем:  Сапăрлăх тĕллевĕ : çынсен хутшăнăвĕсенчи ырă тата киревсĕр енсене курма, туйса илме вĕрентесси; «çын» тата «этем» сăмахсен уйрăмлăхне палăртасси.  Пĕлÿ тĕллевĕ : сăвăç пурнăçри, çут çанталăкри пулăмсене сăвă чĕлхипе сăнланине курма хăнăхтарасси; ыр кăмăллăха, тÿрĕ чунлăха, юлташлăха тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе палăртнине ăнланма вĕрентесси.  Аталантару тĕллевĕ : шухăш йĕркипе илем туйăмне тĕпчев мелĕ пулăшнипе ăнлантарасси.

Урок тĕллевĕсем:

  • Сапăрлăх тĕллевĕ : çынсен хутшăнăвĕсенчи ырă тата киревсĕр енсене курма, туйса илме вĕрентесси; «çын» тата «этем» сăмахсен уйрăмлăхне палăртасси.
  • Пĕлÿ тĕллевĕ : сăвăç пурнăçри, çут çанталăкри пулăмсене сăвă чĕлхипе сăнланине курма хăнăхтарасси; ыр кăмăллăха, тÿрĕ чунлăха, юлташлăха тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе палăртнине ăнланма вĕрентесси.
  • Аталантару тĕллевĕ : шухăш йĕркипе илем туйăмне тĕпчев мелĕ пулăшнипе ăнлантарасси.
Словарь ĕçĕ: кĕтрет – тĕлĕнтермĕш, асамлăх (чудо) ансух – анра-сухра (глупец, дурак) туйăм – чувство, чутье Аслă Суд Саккун Заповедь – халал, хушни, вĕрентни Библи – тĕн кĕнеки е кĕнекесен кĕнеки Пророк – Турă ячĕпе калаçакан, малаллахи пурнăç мĕнле пулассине пĕлекен çын

Словарь ĕçĕ:

  • кĕтрет – тĕлĕнтермĕш, асамлăх (чудо)
  • ансух – анра-сухра (глупец, дурак)
  • туйăм – чувство, чутье
  • Аслă Суд
  • Саккун
  • Заповедь – халал, хушни, вĕрентни
  • Библи – тĕн кĕнеки е кĕнекесен кĕнеки
  • Пророк – Турă ячĕпе калаçакан, малаллахи пурнăç мĕнле пулассине пĕлекен çын
 Моисей пророк Моисей Синай тăвĕ çине Турăпа тĕл пулса унран Заповедьсем илес тесе хăпарать.

Моисей пророк

Моисей Синай тăвĕ çине

Турăпа тĕл пулса унран

Заповедьсем илес тесе

хăпарать.

Синай тăвĕ

Синай тăвĕ

Словарь ĕçĕ:      Заповедь – халал, хушни, вĕрентни  Заповедь ( словарьте ) – религиозное предписание, составляющее одну из моральных норм человечества. ( чăв . Заповедь - этемлĕхĕн харпăр хăйне тыткаламалли виçисем çинчен калакан тĕн хушăвĕ).

Словарь ĕçĕ:

Заповедь – халал, хушни, вĕрентни

Заповедь ( словарьте ) – религиозное предписание, составляющее одну из моральных норм человечества. ( чăв . Заповедь - этемлĕхĕн харпăр хăйне тыткаламалли виçисем çинчен калакан тĕн хушăвĕ).

 Моисей пророкăн 10 заповечĕ (халалĕ)   «Санăн Турру – Эпĕ, манран пуçне санăн урăх турăсем ан пулччăр».  2. «Çÿлти, пĕлĕт çинчи япаласен, аялти, çĕр çинчи япаласен, çĕр айĕнчи, шыври япаласен кĕлеткисене те, вĕсен евĕрлисене те ан ту, вĕсене пуç çапса, пăхăнса ан пурăн».  3. «Турă ятне вырăнсăр ан асăн».  4.«Шăмат куна уямасăр ас туса тăр: пур ĕçÿсене те ĕçлеме сана ултă кун пултăр, çиччĕмĕш кун, канлĕх кунĕ, Турăшăн пултăр».  5. «Аçу-аннÿне хисеплесе пурăн, хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрÿ вăрăм килĕ».  6. «Çынна ан вĕлер».  7. «Аскăнланса ан çÿре».  8. «Ан вăрла».  9. «Çын çинчен суя сарса ан кăтарт».  10. «Çын кил-çуртне ан хапсăн, çын уй-хирне, ар чурине, хĕрарăм чурине, вăкăрне, ашакне, пĕр выльăх-чĕрлĕхне те – çыннăнне – ан хапсăн».

Моисей пророкăн 10 заповечĕ (халалĕ)

  • «Санăн Турру – Эпĕ, манран пуçне санăн урăх турăсем ан пулччăр».

2. «Çÿлти, пĕлĕт çинчи япаласен, аялти, çĕр çинчи япаласен, çĕр айĕнчи, шыври япаласен кĕлеткисене те, вĕсен евĕрлисене те ан ту, вĕсене пуç çапса, пăхăнса ан пурăн».

3. «Турă ятне вырăнсăр ан асăн».

4.«Шăмат куна уямасăр ас туса тăр: пур ĕçÿсене те ĕçлеме сана ултă кун пултăр,

çиччĕмĕш кун, канлĕх кунĕ, Турăшăн пултăр».

5. «Аçу-аннÿне хисеплесе пурăн, хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрÿ вăрăм килĕ».

6. «Çынна ан вĕлер».

7. «Аскăнланса ан çÿре».

8. «Ан вăрла».

9. «Çын çинчен суя сарса ан кăтарт».

10. «Çын кил-çуртне ан хапсăн, çын уй-хирне, ар чурине, хĕрарăм чурине, вăкăрне, ашакне, пĕр выльăх-чĕрлĕхне те – çыннăнне – ан хапсăн».

Заповедьсене мĕнле ăнлантăр ? 1.  Хăш заповеде пурнăçласан Турă çĕр çинчи пурнăç ырă пуласса шантарать? 2. Мĕнле шутлатăр, хăш заповедь çынна чи йывăр преступлени тăвасран асăрхаттарать? 3. Хăш заповедь пире ют çыннăн япалине хапсăнасран асăрхаттарать? 4. Хăш заповеде пăхăнса пурăнни çемье çирĕплĕхне сыхласа пурăнма пулăшать? 5. «Вĕрене мĕн чул явсан та вĕçĕ пулатех» текен ваттисен сăмахĕ хăш заповедĕн шухăшне уçса парать? 6. «Вăррăн алли кукăр», «Вăррăн куçĕ выçă», - текен ваттисен сăмахĕсемпе тÿр килекен заповедь хăшĕ? 7. Мĕншĕн А.Смолин кашни çавранах пĕр сăмахсемпе вĕçлет? 8. Сирĕн пурнăçра йăнăшсем пулаççĕ-и? Эсир вĕсене тÿрлетме тăрăшатăр-и? 9. Моисей заповечĕсем пире мĕнле пулма вĕрентеççĕ? Вĕсем çинчен пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр?   Пĕтĕмлетÿ:  заповедьсем атте-аннене хисеплеме, суймасăр, вăрламасăр, çемьере килĕшÿллĕ пурăнма, пĕр-пĕрне юратма вĕрентеççĕ.

Заповедьсене мĕнле ăнлантăр ?

1. Хăш заповеде пурнăçласан Турă çĕр çинчи пурнăç ырă пуласса шантарать?

2. Мĕнле шутлатăр, хăш заповедь çынна чи йывăр преступлени тăвасран асăрхаттарать?

3. Хăш заповедь пире ют çыннăн япалине хапсăнасран асăрхаттарать?

4. Хăш заповеде пăхăнса пурăнни çемье çирĕплĕхне сыхласа пурăнма пулăшать?

5. «Вĕрене мĕн чул явсан та вĕçĕ пулатех» текен ваттисен сăмахĕ хăш заповедĕн шухăшне уçса парать?

6. «Вăррăн алли кукăр», «Вăррăн куçĕ выçă», - текен ваттисен сăмахĕсемпе тÿр килекен заповедь хăшĕ?

7. Мĕншĕн А.Смолин кашни çавранах пĕр сăмахсемпе вĕçлет?

8. Сирĕн пурнăçра йăнăшсем пулаççĕ-и? Эсир вĕсене тÿрлетме тăрăшатăр-и?

9. Моисей заповечĕсем пире мĕнле пулма вĕрентеççĕ? Вĕсем çинчен пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр?

Пĕтĕмлетÿ: заповедьсем атте-аннене хисеплеме, суймасăр, вăрламасăр, çемьере килĕшÿллĕ пурăнма, пĕр-пĕрне юратма вĕрентеççĕ.

К А Н У В Ă Х Ă Ч Ĕ  К ĕрхи пĕлĕт пек кăмăлсăррăн пăхатпăр, çилленнĕ çын евĕр пăхатпăр. Хĕвел çинче выртакан кушак пек кăмăллăн  йăл кулатпăр, чее тилĕ пек йăл кулатпăр. Аттепе анне ĕçрен таврăннă чухнехи пек ывăнатпăр. Йывăр кутамккине хывса хунă çын пек канатпăр. Урокри шкул ачи пек ĕçлеме пуçлатпăр.

К А Н У В Ă Х Ă Ч Ĕ

  • К ĕрхи пĕлĕт пек кăмăлсăррăн пăхатпăр, çилленнĕ çын евĕр пăхатпăр.
  • Хĕвел çинче выртакан кушак пек кăмăллăн

йăл кулатпăр, чее тилĕ пек йăл кулатпăр.

  • Аттепе анне ĕçрен таврăннă чухнехи пек ывăнатпăр.
  • Йывăр кутамккине хывса хунă çын пек канатпăр.
  • Урокри шкул ачи пек ĕçлеме пуçлатпăр.
Урок эпиграфĕ: ЫРРИ   УСАЛА   ÇĔНТЕРЕТЕХ!

Урок эпиграфĕ:

ЫРРИ

УСАЛА

ÇĔНТЕРЕТЕХ!

Кластер туни хурлăх пурнăç  вилĕм  анне куççуль хĕвел  ЫРĂ УСАЛ юрату вăрçă  телей инкек  ĕçкĕ  чир-чĕр  савăнăç   туссем  кулă   харкашу  Пĕтĕмлетÿ:  ЫРĂ - пурнăçра атте-анне, туссем пурри, пĕр-пĕрне юратса, телейлĕ, савăнăçлă пурăнни, пит çинче йăл кулă, пĕлĕт çинче хĕвел çиçни.   УСАЛ – пурнăçра чир-чĕр, вăрçă, вилĕм пулма пултарни, ĕçкĕпе алхасни, пĕр-пĕрне юратманни, курайманни, çавна пула инкек-синкек, хурлăх сиксе тухать, пит тăрăх вара куççуль юхать .

Кластер туни

хурлăх

пурнăç

вилĕм

анне

куççуль

хĕвел

ЫРĂ

УСАЛ

юрату

вăрçă

телей

инкек

ĕçкĕ

чир-чĕр

савăнăç

туссем

кулă

харкашу

Пĕтĕмлетÿ:

ЫРĂ - пурнăçра атте-анне, туссем пурри, пĕр-пĕрне юратса, телейлĕ, савăнăçлă пурăнни, пит çинче йăл кулă, пĕлĕт çинче хĕвел çиçни.

УСАЛ – пурнăçра чир-чĕр, вăрçă, вилĕм пулма пултарни, ĕçкĕпе алхасни, пĕр-пĕрне юратманни, курайманни, çавна пула инкек-синкек, хурлăх сиксе тухать, пит тăрăх вара куççуль юхать .

Вариантсемпе ĕçлени  1-мĕш вариант 2-мĕш вариант Çыннăн лайăх енĕсене çырса Çыннăн япăх енĕсене çырса илмелле. илмелле.  Çырмалли сăмахсем:   паттăрлăх, вĕçкĕнлĕх, хаярлăх, сăпайлăх, ыркăмăллăх, намăсланма пĕлни, чунсăрлăх, хăравçăлăх, чеелĕх, йĕркесĕрлĕх, суя, тĕрĕслĕх, чăтăмлăх, эгоизм, йĕркелĕх, лăпкăлăх, çилленÿ, хĕрхенме пĕлни.

Вариантсемпе ĕçлени

1-мĕш вариант 2-мĕш вариант

Çыннăн лайăх енĕсене çырса Çыннăн япăх енĕсене çырса

илмелле. илмелле.

Çырмалли сăмахсем:

паттăрлăх, вĕçкĕнлĕх, хаярлăх, сăпайлăх, ыркăмăллăх, намăсланма пĕлни, чунсăрлăх, хăравçăлăх, чеелĕх, йĕркесĕрлĕх, суя, тĕрĕслĕх, чăтăмлăх, эгоизм, йĕркелĕх, лăпкăлăх, çилленÿ, хĕрхенме пĕлни.

Килте тумалли суйлавлă ĕç: Сăвă содержанине ăнланма пулăшакан ваттисен сăмахĕсене тупăр, тетраде çырса хурăр. Моисейăн 10 заповедьне килте аçăр-аннĕрсемпе вуласа тишкерĕр. «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!» сăвва пăхмасăр вĕренĕр.

Килте тумалли суйлавлă ĕç:

  • Сăвă содержанине ăнланма пулăшакан ваттисен сăмахĕсене тупăр, тетраде çырса хурăр.
  • Моисейăн 10 заповедьне килте аçăр-аннĕрсемпе вуласа тишкерĕр.
  • «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!» сăвва пăхмасăр вĕренĕр.
Т А В Т А П У Ç !

Т А В Т А П У Ç !