Ҫĕр айĕнчи
пуянлăх
Пирĕн тавралăх
4 класс
4 класс
Мĕнрен тунă?
уголь -
кăмрăк
известняк –
акшар чулĕ
гранит
Ҫĕр айĕнчи пуянлăх
известняк
глина –
тăм
песок –
хăйăр
торф
Мĕн-ха вăл çĕр айĕнчи пуянлăх?
Çĕр айĕнчи пуянлăх вăл çĕр айĕнчен кăларакан, хуçалăхра анлă усă куракан ту породисемпе минералсем.
Гранит
Грани́т - ту породи. Вăл уйри шпат, кварц тата слюда пĕрчисенчен тăрать.
Вĕсене пĕр пĕринчен уйăрма çук. Çакă гранит питĕ çирĕп пулнине пĕлтерет.
Гранитпа юхан шывсен çыранĕсене çирĕплетме, метро станцийĕсем, палăксем тума, çуртсен стенисене илемлетме, урамсемпе площадьсене сарма усă кураççĕ .
ааа
Гранит çĕр айĕнче тарăн вырăнта тĕл пулать. Хăш-пĕр çĕрте гранит катрамĕсем , тепĕр чухне вара гранит тăвĕсем курăнсах тăраççĕ. Çакăнта кăлараççĕ те ĕнтĕ гранита.
Гранита мĕнле кăлараççĕ
Известняк
Акшар чулĕ – шурă е сăрă тĕслĕ самаях çирĕп чул.
акшар чулĕ
Тинĕсре пурăннă чĕр чунсен скелечĕсенчен, рак хуранĕсенчен майĕпен акшар чулĕсен сийĕсем пулса кайнă.
Çак ту породин катăкне сăнасарах пăхсан вилнĕ чĕр чунсен юлашкисене курма пулать.
Акшар чулĕпе ĕлĕкренпех çуртсем тата çулсем тунă чухне усă кураççĕ.
Акшар чулĕн тепĕр тĕсĕ – пурă (мел). Вăл акшар чулĕ пек çирĕп мар.
Акшар чулне мĕнле кăлараççĕ
Песок и глина
Хăйăр тата тăм
Хăйăрпа тăм çут çанталăкра гранит ишĕлнипе пулаççĕ. Хăйăрпа çурт-йĕр,кантăк тунă çĕрте усă кураççĕ
Тăмран кирпĕч, çуртсем çине витмелли черепица, стенасене илемшĕн çыпăçтармалли плиткăсем, чечек чӳлмекĕсем, савăт-сапа, илемлĕ вазăсем тăваççĕ.
Нӳрĕ тăмран тĕрлĕ япала йăваласа тума пулать. Çав япаласем хăйсен формине çухатмаççĕ. Тăмăн çак уйрăмлăхне пиçĕлĕх теççĕ.
Нӳрĕ тăмран тунă япаласене çирĕплетес тесе ятарлă кăмакасенче хĕртеççĕ. Хĕртнĕ тăмран тунă япаласене керамика теççĕ
Хăйăрпа тăма мĕнле кăлараççĕ
Торф хура хăмăр тĕслĕ, ӳсен-тăрансен юлашкисенчен тăрать. Вăл кăпăшка, çирĕп мар, шывран çăмăлрах. Типĕ торф шыва сăхса илет. Унăн тĕп палли – вăл лайăх çунни.
Торф шурлăхсенче йывăç-курăк юлашкисенчен пулать.
Пурăнмалли çуртсене торфпа хутса ăшăтаççĕ. Типĕ торфпа выльăх-чĕрлĕх ферминче айсарăм туса усă кураççĕ.
Торфра чир ертекен микробсене пĕтерекен япаласем пур. Торф – паха удобрени .
торф
Торфпа перекетлĕ усă курмалла. Торф вырăнĕсене пушартан сыхламалла. Торф çунма пуçласан ăна сӳнтерме питĕ йывăр.
Торф мĕнле кăлараççĕ
Уголь
Кăмрăк - ту породи, çĕр айĕнче тахçан авалхи ӳсен-тăрансен юлашкисенчен пулса кайнă. Малтан торф, вăхăт иртнĕ май унран кăмрăк пулса кайнă. Кăмрăкăн тĕсĕсем: хăмăр кăмрăк, çĕр кăмрăкĕ, антрацит, графит .
кăмрăк
Кăмрăк – çĕр айĕнчи лайăх çунакан усăллă япала. Çуннă чухне ăшă нумай парать. Хуçалăхра унпа çунтармалли япала вырăнне усă кураççĕ.
Химии промышленноçĕнче кăмрăкран сăрăсем, пластмасса, ытти паха япаласем тăваççĕ.
Кăмрăка шахтăсенчен тата карьерсенчен кăлараççĕ
Кăмрăка мĕнле кăлараççĕ
Железная руда
тимĕр тăпри
Тимĕр тăпри тĕрлĕ йышши минералсен пĕтĕмĕшле ячĕ. Тимĕр çав минералсенчен тăрать. Вĕсем хура, сарăрах е хĕрлĕ тĕслĕ пулаççĕ.
Тимĕр тăприн тĕп палли – шăранма пултарни.
Металлурги завочĕсенче тимĕр тăпринчен чугун , чугунран вара хурçă (сталь) шăратаççĕ.
Тимĕр тăприпе перекетлĕ усă курмалла . Пĕр тонна тимĕр-тăмăр икĕ тонна тимĕр тăприне перекетлеме май парать.
Тимĕр тăпринче тимĕрсĕр пуçне ытти паха металсем те пур – титан, ванадии, кобальт .
Тимĕр тăприне мĕнле кăлараççĕ
нефть
Нефть – хура тĕслĕ çуллă çăра шĕвек. Вăл питĕ шăршлă . Нефть çунать . Шыва лексен вăл çӳхе сий пулса шыв çийĕнчех юлать.
Нефтьрен шĕвек топливо ( бензин, краççын, мазут), машина пайĕсене сĕрмелли çу, вазелин, тĕрлĕрен сăрăсем, лаксем, пластмасса, пир-авăр тĕртмелли çип тăваççĕ.
Нефть кăларма çĕре пăраламалли вышкăсем туса лартаççĕ, çĕре пăраласа тарăн скважинăсем чаваççĕ. Малтан нефть çав скважинăсем тăрăх хăех çӳлелле хăпарать, кайран ăна хăватлă насуссемпе уçласа кăлараççĕ
Раççей – нефте урăх çĕр-шывсене нумай сутакан çĕр-шыв.
Нефть мĕнле кăлараççĕ
Природный газ
Çут çанталăк газĕ
Çут çанталăк газĕ – тĕссĕр, çăмăл (сывлăшран çăмăлрах) газ, кăвак çулăмпа çунать.
Çут çанталăк газĕ – çунтармалли питĕ лайăх япала . Унпа электростанцисенче те, котельнăйсенче те, заводсенче те усă кураççĕ.
Химии промышленноçĕн предприятийĕсенче унран çип, пластмасса тата ытти те тăваççĕ.
Раççей – урăх çĕр-шывсене газ нумай сутакан çĕр-шыв.
Çут çанталăк газне мĕнле кăлараççĕ
Рефлекси
Хăв урокра мĕнле ĕçление хакла
Мана ĕçлеме çăмăл пулчĕ, эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм
Мана ĕçлеме çăмăлах пулмарĕ, эпĕ пĕтĕмпех ăнланаймарăм
Мана ĕçлеме йывăр пулчĕ, эпĕ нимĕн те ăнланмарăм
Презентацие хатĕрлекенĕ Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Васильева Татьяна Витальевна .