СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Рабочая программа по чувашской литературе для 6 класса национальных школ по ФГОСу

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Рабочая программа написана по требованию ФГОС ООО 2010 года. В программе указаны предпологаемые результаты, содержание материала, тематический план и тесты для проверки изученного материала. 

Просмотр содержимого документа
«Рабочая программа по чувашской литературе для 6 класса национальных школ по ФГОСу»

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

Шкулти педсовет Çирĕплететĕп

ларăвĕнче пăхса тухнă Шкул директорĕ

Ертÿçи _________А.В.Романов

_________ № протокол _________ № хушу «____________» 2017 çул «____________» 2017 çул

Чăваш литератури

(6 класс)

Ĕç программи

Программăна пурнăçа кĕртмелли вăхăт 2017-2018 вĕренÿ çулĕ

Çак программăна тĕпе хурса хатĕрленĕ: Чăваш литератури программи. Чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли. 2016 çул. Программăна хатĕрлекенĕсем: Н.Г.Иванова, Е.А.Майков.





Ĕç программине хатĕрлекенĕ: Федорова Елена Сергеевна



Ǎнлантарса пани

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2016 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче 5-мĕш вариантпа тăван литературăна вĕрентме 6 класра эрнере 2 сехет уйăрнă.

Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ: Н.Г.Иванова 2016 çулта чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш литератури программине», 2010-мĕш çулта Мускавра кăларнă Пĕтĕмĕшле Вĕрентĕвĕн Федераллă Патшалăх Стандартне тата 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1577 № приказпа йышăннă, 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче 40937 № Минюст çирĕплетнĕ улшăнусене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 6 класс (70 сехет)

Вĕренÿ учебникĕ:. Н.Г.Ивановăпа З.С.Антонова.: Тăван литература. 6-мĕш класс валли / Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. -287 стр.

Хушма литература: Килти вулав кĕнеки 6-мěш класс валли. Г. Г. Иванов, Е.Г.Крышкина пухса хатěрленĕ – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.

Вĕрентÿ тĕллевĕсем: сапăрлăх; пĕлÿ; аталантару;

Вулавпа вẽренỹ урлă илемлẽх ăнкарăвне, тěрěслěх туйăмне аталантарасси, илемлě сăнарпа сăнарлăх пěлěвне туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси;

- чăваш халăх сăмахлăхẽпе çыруллă сăмахлăх хайлавẽсен чи паха тẽслẽхсемпе паллаштарасси;

- хайлавсенче пурнăç пулмěсем мěнле палăрнине хаклама хăнăхтарасси;

- ачасене ỹнерсен тата сăмах ỹнерěн пулăмěсене тěрěс ăнланма, ăша хывма вěрентесси.







Планлакан результатсем:



Илемлĕ хайлавпа паллаштарнă май ачасен кăмăл-туйăмне аталантармалла: халăх этикипе халăх педагогики çине таянса вĕсен ăс-тăнĕнчи сăпайлăха, çураçулăха упраса хăвармалла;

- ачасене вулама, вуланине ăнланма, сăнарсене хак пама, жанрсене, литература теорийĕн ансат ыйтăвĕсене пĕлме, вĕсем пурнăçа мĕнлерех çутатнине чухлама хăнăхтарса çитермелле;

- илемлĕ хайлавăн тишкерĕвĕпе çыхăннă ăнлавсемпе паллаштармалла: хайлав теми, литература геройĕ, унӑн характерĕ (вӗсем хӑйне мӗнле тытни, сӑн-сӑпачӗ, пуплевӗ, шухӑшӗ-кӑмӑлӗ), автор характеристики, илемлӗ пайрӑмсем, сюжет (хайлаври ӗç-пуç, сӑнланнӑ çынсем, пейзаж, интерьер), пуплеве илемлетекен мелсем, пафос (хавха), прозӑллӑ тата сӑвӑллӑ пуплев.

Ачасен çаксене тума пултармалла

Ачасен пултараяслăхĕ

- Текста ǎнланма тата йышǎнма, вĕсене пĕр-пĕринчен уйǎрма тата танлаштарма пултарни;

- кǎмǎл-сипет проблемине уйǎрса илни, чǎваш халǎхĕн идеалне палǎртни;

- хǎйсем тĕллĕн вулама суйлама пултарни;

- халǎх характерне курма пултарни;

- хǎйсен шухǎшне çирĕплетме вак жанрсемпе, каланисемпе усǎ курма пултарни;

- илемлĕ вулама тата каласа пама;

- литература хайлавĕсене халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсенчен уйǎрма пĕлни;

- илемлĕ хайлавǎн формипе содержанине пĕрле йышǎнма пултарни;

- хайлава кирлĕ пек ǎнланни, каласа пама пултарни, суйлама пĕлни;

- илемлĕ хайлава ÿнерĕн пĕр пайĕ пек йышǎнни, автор вулакана суннине тата ǎрусем валли хǎварнине ǎнланни;

- автор позицине тата хǎйĕн позицине палǎртма пултарни;

- хайлав вулаканшǎн актуаллǎ пулнине, хǎйсемшĕн хаклǎ тата кирлĕ çул уçса панине ǎнланни;

- вулаканпа диалога кĕме пултарни;

- хайлава тишкерме тата ǎнлантарма пĕлни, аргументсемпе çирĕплетсе хǎйĕн кǎмǎлне палǎртни;

- тĕрлĕ форматлǎ аналитикǎллǎ текст йĕркелеме пултарни;

- хайлава ытти ÿнер тĕсĕсемпе танлаштарса пǎхма пĕлни;

- тĕрлĕ информаци çǎл куçĕпе тата хǎй майлǎ презентацин тĕп мелĕсемпе ĕçлени.

- Халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсене ытти халǎх сǎмахлǎхĕпе танлаштарса халǎх идеалне курма тата вĕсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрǎмлǎхĕсене асǎрхама пултарни;

- хǎйсем тĕллĕн вуланǎ юмах-хайлава каласа пани;

- юмах-халап хайлама е ытти сюжет йĕрĕсене шухǎшласа тупма пĕлни;

- хǎйсем тĕллĕн суйласа илсе вулама пултарни;

- илемлĕ текст тĕсĕ евĕр хайлав тишкерĕвне суйласа илни;

- илемлĕ поэтика элеменчĕсене уйǎрса илни, вĕсен пĕлтерĕшне асǎрхани;

- пĕр текста тепĕр текстпа танлаштарма пултарни, аргументсемпе çирĕплетме пĕлни;

- ÿнер мелĕсемпе усǎ курса текста хǎйне евĕр кǎтартма (интерпретацилеме) пултарни;

- хǎй тĕллĕн вырǎс тата тĕнче литературипе танлаштарса хак пама пултарни.


Вĕренекенсен çаксене пĕлмелле:

- вĕреннĕ хайлавсен ячĕсемпе авторĕсене;

- хайлаври ĕçсен йĕркине (сюжета), сǎнарсене, вĕсен хушшинчи çыхǎнǎва;

- литература теорине ( программǎра палǎртнине);

- программǎра кǎтартнǎ текста пǎхмасǎр лайǎх калама.

Вĕренекенсен пултармалла:

- çыравçǎ пурнǎçри ÿкерчĕксене мĕнле сǎнланине курма, тавçǎрса илме;

- хайлаври илемлĕх мелĕсене тупма, вĕсемпе çыравçǎ мĕншĕн усǎ курнине ǎнлантарса пама;

- хайлаври тĕп сǎнарпа ытти сǎнарсене, вĕсен ĕçне-хĕлне, тыткаларǎшне, шухǎшне, кǎмǎлне кǎтартса характеристика пама;

-илемлĕ литература, ǎслǎлǎх тата публицистика хайлавĕсене тĕрĕс, уçǎмлǎ вулама;

-илемлĕ литература хайлавĕсенче сǎнарсен расна сассине палǎртса вулама;

-эпика хайлавĕн е уйрǎм сыпǎкǎн содержанине туллин, кĕскен, суйласа илсе каласа е çырса пама;

-вуласа тухнǎ хайлав çинчен харпǎр хǎй шухǎшне пĕлтерсе калама е çырса пама; ыйтǎва хуравлама, тĕп сǎнарсене хаклама;

-эпика хайлавĕн е унǎн пĕр сыпǎкĕн ансǎр плане тума;

- килте вуланǎ хайлавǎн уйрǎмлǎхĕсене палǎртма, сǎнарсене тишкерме;

- астăвăм ирĕклĕхне, фантазине, тимлĕхне аталантарни, тĕрлĕ танлаштарусем туса шухăшлама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни;

- лартнă ыйту пирки тĕллевлĕн шухăшлама, ăна ăсра явма, шухăшлав йĕркипе, çыхăнуллă туса пыма пултарни;

- харпăр хăй ĕçне, результачĕсене хак пама пĕлни;

- илнĕ пĕлÿсене анлăлатса тарăнлатни, çирĕплетни, вĕсене системăласа пĕтĕмлетни;

- вĕреннĕ хайлавсем тăрăх план тума тата сăнарсене е сăнар ушкăнĕсене, илемлĕ пулăмсемпе ĕç-пуçсене танлаштарса хаклама, тишкерсе сочинени çырма пултарни;

- класра е килте вуланă хайлавсен ретне, тĕсне, жанрне уйăрма, уйрăм хайлавăн шухăшпа илемлĕх тата наци хăй евĕрлĕхне палăртма пĕлни;

- хăй вуланă кĕнеке çинчен шухăшланине çирĕплетсе пама пĕлни;

- хайлавăн тĕп проблематикине тĕшмĕтрме, автор ăна еплерех татса панине сăнама, çавна май композицие, сăнарлă пуплев уйрăмлăхне шута илсе хайлава харпăр хăй тĕллĕн хак пама пултарни;

- класра палăртман хайлавсене, çав шутрах пĕтĕмĕшле паллашмаллисене те, харпăр хăй тĕллĕн вуласси, вĕсен уйрăм сценисене, эпизочĕсене, уйрăм сыпăкĕсене аса илсе тĕп проблемăпа çыхăнтарса каласси;

- вĕреннĕ хайлавсене учитель ертсе пынипе тишкерме пултарни;



Вĕренекенсен результачĕсем: пĕлÿ, пултару, хăнăху

Кашни ачан хăй тĕллĕн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли ĕçĕ-хĕлĕ (предметлă результат)- вуласа тухнă хайлаври сăнарсемпе проблемăсем пирки панă ыйтусене çырса хуравланипе, çыравçă сăнласа кăтартнă пулăмсемпе сăнарсем çине вĕренекен хăй мĕнле пăхнине палăртма пултарни;











Кашни ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ

(Харпǎрлǎхлǎ (личностный) результат)



- харпăр хăй хальлĕн ĕçлес-тăвас туртăма вăйлатни, хутшăнма хавхалантарни;

- пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарни, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма

татса пама хавхалантарни;

- илемлĕ сăмахпа кăсăкланма, хайлавсенчи уйрăм сăмахсемпе тата сăмах çаврăнăшĕсемпе хăйсен пуплевĕнче усă курма хăнăхтарасси;

- пуплевре сăнарлăх хатĕрĕсемпе анлăрах усă курма хăнăхтарасси;

- артикуляци, пуплев сисĕм-туйăмĕ, тĕрĕс сывлама пĕлни çивĕчленмелле, сăмахсене литература нормисене пăхăнса калама пултарни;



– ачасенче чǎвашлǎх туйǎмĕсене аталантарни;

– чǎн-чǎн гражданин пулма вĕренни;

– хайлава вуласа демократилĕх тата çынлǎх туйǎмĕсем йĕркеленни;

– тǎван ен культурине, йǎли-йĕркине, тĕнне пĕлме пуçлани, Раççейри ытти халǎх культурипе тата тĕнĕпе паллашни;

– халǎха юратма тата ытти халǎх çыннисене хисеплеме вĕренни;

– Раççейри тĕрлĕ халǎх мораль нормине пĕлсе вĕсене хисеплесе пурǎнма вĕреннни;

– çемьене, çемьери пахалǎха, çут çанталǎка хисеплеме, юратма вĕренни;

– сывлǎхлǎ пурнǎç йĕрки кирлине палǎртма, хǎйсен тата ыттисен сывлǎхне упрама вĕренни;

– хальхи пурнǎçра хǎйсене мĕнле тытма май пуррине пĕлтерни, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурǎнма вĕренни;

– вĕреннин усси пурнǎçра кирлине ĕнентерни;



– эстетика туйǎмĕсене тата чун-кǎмǎла аталантарни.









- литература тĕнчине ытларах пĕлме, вĕсен хушшинчи çыхăнусемпе хутшăнусене асăрхама, çак тĕллевсемпе сăнавсем тума вĕрентни;

- ачана çĕнĕ пĕлÿ «тупма», пухма, çак ĕçре пуçаруллă пулма хавхалантарни, пĕлÿ шырас ĕçре тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарни;

- ăша хывма, ăспа ăнланма вĕрентни, кăсăкланма хавхалантарни;

- пĕтĕмлетсе евĕрлеме, çавна май пур пек пĕлÿсемпе тата хăнăхусемпе усă курма вĕрентни;

- илемлĕ хайлавсен содержанийĕ тăрăх сăмахлă ÿкерчĕк тума, содержание пĕлтерĕшлĕ пайсене уйăрма, сÿтсе явма хăнăхса пыртарасси;

хайлав сюжетĕнчи тĕрлĕ çыхăнусене палăртма вĕренмелли

- сăнарсен хăтланăвĕсене, вĕсен шухăшĕсене, туйăмĕсене, автора мĕн хумхантарнине тарăнрах ăнлантарма пултарни;

- илемлĕ литературăри пулăмсен йĕрки тата сюжет шăнăрĕ хушшинчи çыхăнăва чухлама, çакна курăмлă майпа (схемăпа модель) палăртма вĕрентсе пырасси;

- палăртуллă сăмаха асăрхама, унăн текстри пĕлтерĕшне ăнланма пултармаллине аталантарасси;

- çынпа çын хушшинчи кăткăс хутшăнусене, геройсен хăтланăвĕсене, уçăмлă тата пытарăнчăк сăлтавĕсене ăнланассине тарăнлатасси;

вĕрентсе пырасси.



Пур енлĕн хутшăну илмелли ĕç-хĕл (метапредметлă результат)



С о д е р ж а н и

Хайлавсене вуласа тишкерме – 50 сехет

Пуплевпе çыру ǎсталǎхне аталантарма – 10 сехет

Килти вулава йĕркелеме – 8 сехет

Резерв – 2 сехет

Пĕтĕмпе - 70 сехет

Кÿртĕм. Çут çанталǎкпа çын – литературǎн тĕп сǎнарĕсем. Литература – пурнǎç тĕкĕрĕ. Сǎнарлǎх – халǎх сǎмахлǎхĕпе илемлĕ литературǎн эстетика никĕсĕ. Илемлĕ хайлавсем вулакан кǎмǎл-туйǎмне аталантарма пулǎшни, ǎна пархатарлǎ çын пулма вĕрентни. ( 1 сехет)





Халǎх сǎмахлǎхĕ

  1. Юрǎ – халǎх чунĕ ( 4 сехет)

Юрǎ – халǎхǎн пысǎк пуянлǎхĕ, сǎмахлǎхǎн вайлǎ аталаннǎ, анлǎ сарǎлнǎ тĕсĕ. Авалхи çынсем сǎмах асамлǎхне ĕненни, сǎвǎ-юрǎпа кулленхи пурнǎса илемлетни.

а) Халǎх юррисем. Халǎх юррисенче çынсен пурнǎçĕ, шухǎш-ĕмĕчĕ, кǎмǎл-туйǎмĕ сǎнланса юлни. Юрǎ жанрĕсемпе тĕсĕсем. Самана улшǎннǎçемĕн юрǎ жанрĕсем çĕнелсе пыни. Ĕлĕкхи юрǎсем. Вуласа вĕренме: «Алран кайми аки-сухи», «Уй варринче», «Пир çапакансен юрри». «Хурǎн çулçи». Килте вулама: «Шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв юхать», «Çерем пǎсса вир акрǎм». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Халǎх юррисен сǎнарлǎхĕпе илемлĕхĕ.

ǎ ) Литература юррисем. Литература юррисем, вĕсен тематикипе тĕп шухǎшĕ, тытǎмĕ, сǎнарлǎхĕ. Юрǎ ǎстисем, вĕсен тематикипе тĕп шухǎшĕ, тытǎмĕ, сǎнарлǎхĕ. Юрǎ ǎстисем, юрǎçсем, юрǎ сǎвǎлакансем, юрǎ кĕввине хывакансем. Вуласа вĕренме: Ф. Павлов « Хитре», « Вĕлле хурчĕ». И. Тукташ « Хĕл илемĕ». Вуласа паллашма: Валентин Урташ «Çунат хушассǎм килет». Раиса Сарпи «Мухтав юрри». Килте вулама: Юрий Плотников «Лар, аннеçĕм, юнашар». Александр Гордеев «Анне сǎнарĕ». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литература юррисенчи илемлĕх мелĕсем. Юрǎ янǎравлǎхĕ сǎмахпа кĕвĕ уйрǎлми çыхǎннинчен килни: çемĕ ( ритм) – ассонанс, аллитерации, анафорǎпа эпифора, сǎмах вылянǎвĕ, рифмǎсем ( састаш) – мǎшǎр, хĕресле, çавра.



Çыруллǎ сǎмахлǎх

2.Усал – утпа, ырри çуран çÿрет ( 5 сехет)



Çын кǎмǎл-туйǎмĕн пахалǎхĕ: ǎш пиллĕх, ырǎ кǎмǎллǎх, тÿрĕ чунлǎх, юлташлǎх. Хайлавсенчи кǎмǎл-сипет ыйтǎвĕсем: кахал, хытǎ чунлǎ, çǎткǎн, суеç, элекçĕ, мухтанчǎк, хыт кукар çынсене питлени. Вуласа вĕренме: Анатолий Смолин: « Ан вĕлер, ан суй, ан сут». Денис Гордеев « Кукǎр алǎсем». Петĕр Эйзин «Кураканни курать». Ю.Мишши «Çĕр улми аврипе Мǎян», В. Игнатьев «Кушак сухалĕ», Александр Кǎлкан «Хǎравçǎ Мулкач». Вуласа паллашма: Елен Нарпи « Ултав»». Килте вулама Валерий Туркай « Йывǎр – çын пулма». Александр Кǎлкан « Каппайчǎк пучах». Мĕтри Юман «Çĕнĕ хунав». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи . Ытарлǎ кулǎш. Питлевпе юптару. Ытарлǎх ( аллегори) – пĕтĕмлетнĕ шухǎша сǎнар урлǎ шахвǎртса калани. Юптару – эпика жанрĕ, сǎвǎласа çырнǎ ытарлǎ хайлав.

3.Çынна сума сǎвакан – хǎй те сумлǎ пулакан ( 3 сехет)

Çыннǎн кǎткǎс чун-чĕрине ǎнланма, кирлĕ чухне пулǎшма, ырǎ кǎмǎл-сипетне ǎша хывма тǎрǎшасси, аслисенчен ырǎ тĕслĕх илесси. Этем чысĕпе тивĕçĕ, сĕмĕ-сипечĕ (совеçĕ) ÿнерсенче (сǎмахлǎхра, графикǎра, скульптурǎра, живопиçре, юрǎра, ташǎра, оперǎпа балетра) палǎрни. Вуласа вĕренме: Антип Николаев «Юрик асламǎшĕ». Александр Кǎлкан «Йытǎпа Кушак». Петĕр Эйзин « Йǎмрапа хурǎн», В. Бурнаевский «Кÿрентерÿпе каçару». Вуласа паллашма: Иван Яковлев. «Ватǎсемпе çамрǎксем». «Вǎрǎпа амǎшĕ»( юмах). Килте вулама: Ольга Туркай «Çулçǎ», «Çерçисем». Порфирий Афанасьев «Пĕр юлташа». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Ÿнер тĕсĕсем. Унерти тата чǎн пурнǎçри сǎнарсене тÿррĕн тата символласа кǎтартни.

4. Чыс, тивĕç, сипет этеме кÿрет тивлет ( 4 сехет)

Этем лайǎх е япǎх пуласси ытти сынсемпе хутшǎннинчен, ырǎпа усала курма пĕлнинчен, ашшĕ-амǎшне, халǎха тивĕслĕ пулма тǎрǎшнинчен килни. Чыс, тивĕç, сипет – çыннǎн чи кирлĕ енĕсем, вĕсене аталантарма çамрǎк çынна литература пулǎшни. Вуласа вĕренме: Лидия Сарине « Кукамай», Валентина Элпи « Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача». Вуласа паллашма: Елен Нарпи « Тивĕç». Василий Петров « Мулаххай». Килте вулама: Людмила Сачкова « Тирпейсĕр Тимуш». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Калав çинчен аса илни. Калав тĕсĕсем. Калуçǎпа санарсем. Калавǎн тематики, шухǎшĕ, сǎнарĕсем.



5. Ÿркев ÿкерет – ĕçченлĕх çĕклет ( 5 сехет)

Литературǎри тата пурнǎçри ырǎпа усал кĕрешĕвне сǎнарлǎн кǎтартни. Ÿркевпе ĕçченлĕх. Ĕçрен хǎраман, таса чун-чĕреллĕ, ырǎ ĕмĕтлĕ çынсене кǎтартни. Вуласа вĕренме: Валерий Туркай «Ниме», В. Давыдов-Анатри «Кĕтмен инкек», Валентина Элпи «Аппапа пĕрле». Вуласа паллашма: Мария Ухсай « Çаран çинче», Александр Галкин «Ăнǎçсǎр ǎмǎрту». Килте вулама: Зоя Нестерова « Янттине хапсǎнсан». Ăсталǎхпа илем тĕнчи : Хайлав тытǎмĕ.



6. Пул ǎслǎ, тавçǎруллǎ ( 6 сехет)

Çут çанталǎк панǎ ас-хакǎла, тавçǎрулǎха, тавракурǎма аталантарса пырас тесен нумай вуламалла, сǎнамалла, тĕпчемелле. Çине тǎрса тǎрǎшсан çеç ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнǎçа кĕрет. Литература геройĕн ǎс-тǎнне, тавçǎрулǎхне хайлавсенче тĕрлĕ енлĕ кǎтартса пани. Вуласа вĕренме: Иван Ахрат « Юрлакан кĕленчесем». Ю. Сементер «Вилĕме улталани». Людмила Сачкова «Шǎпǎрлан», Г. Айхи «Çын тата сцена». Вуласа паллашма: Алексей Трофимов «Çыруллǎ кĕпе», «Паллǎсен уявĕ». Килте вулама: Геннадий Юмарт «Çылǎх мана». Георгий Ефимов «Кам пулǎ янǎ вара кунта?». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литература геройне сǎнлани: диалог, мǎнлату, пĕчĕклетÿ, градации, хирĕçлетÿ, юптарса калани.

7. Юлташсǎр çын – тымарсǎр йывǎç ( 4 сехет)

«Тус, юлташ хǎвǎнтан лайǎхрах пултǎр. Эсĕ ху та маттур пул» тени. Тус-юлташран тĕслĕх илсе пĕр-пĕрне пулǎшса пырасси. Тус-юлташ – çыннǎн чи пысǎк пуянлǎхĕ, шанчǎкĕ, телейе, тĕрекĕ. Илемлĕ литературǎн пурнǎç чǎнлǎхĕпе илемне сǎнласа кǎтартас, этеме пултаруллǎ та хитре чунлǎ пулма вĕрентес тĕллевĕ. Вуласа вĕренме: Митта Ваçлейĕ «И мĕн пуян?», Ольга Туркай «Юлташпа - вǎйсǎрри те вǎйлǎ», А. Кǎлкан «Алим». Вуласа паллашма: Валентина Элпи «Тус пулар». Людмила Сачкова «Ăмсану». Килте вулама: Василий Ермолаев «Кулǎшла инкек». Ăсталǎхпа илем тĕнчи: Драма тĕсĕсем, тытǎмĕ. Хирĕç тǎру – драмǎри ĕçсене аталантаракан никĕс. Драма тытǎмĕ: ĕç пуçламǎшĕ, аталанǎвĕ, хĕрсе çитнĕ вǎхǎт, ĕç вĕçленĕвĕ. Ĕç –пуç ( действи, акт), ÿкерчĕк, курǎну ( явлени).

8. Ырри усала çĕнтеретех ( 7 сехет)

Сǎмах ǎсталǎхĕ ырǎпа усала уйǎрма вĕрентни. Йывǎрлǎхсене çирĕп кǎмǎллǎ, мал ĕмĕтлĕ çын анчах çĕнтерни. Этем халǎха юрǎхлǎ çын пулас ĕмĕтпе пурǎнни. Вуласа вĕренме: Иван Лисаев « Чире парǎнма çуралман», Стихван Шавли « Вĕçкĕн Ваççа», Людмила Сачкова « Оля – Улькка», А. Лазарева « Урок пуçланчĕ». Вуласа паллашма: Любовь Мартьянова « Çуралнǎ кун», С. Элкер «Манǎн кǎмǎл». Килте вулама: Порфирий Афанасьев «Çынна ырǎ ту», Михаил Сунтал «Чǎваш пĕтсен тĕнче пĕтет». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи . Хайлаври хавха. Паттǎрлǎх, çĕкленÿлĕх. Черченлĕх, хурланупа синкерлĕх, кулǎш, тǎрǎхлав, питлев хавхисем ( пафоссем). Хайлавсене çырса кǎтартнин хǎй евĕрлĕхĕ.

9. Çǎкǎртан асли çук ( 5 сехет)

Çǎкǎр-тǎвар – чǎваш çыннин пурнǎç тыткǎчи. Ǎна перекетлĕ тытни, тǎрǎшса упрани, çǎкǎр тǎвакана мухтани. Тǎван уй-хире хресчен чунтан юратни. Уй-хир ĕçченĕн пархатарлǎ ĕçне кǎтартни. Сǎнлас пултарулǎх. Çǎкǎрпа çынна поэзире тата эпикǎра сǎнарлакан уйрǎмлǎхсем. Вуласа вĕренме: Ева Лисина « Çǎкǎр чĕлли», А. Воробьев «Çурхи хирте», «Çǎкǎр». Вуласа паллашма: Уйǎп Мишши « Сухара». Килте вулама: Виталий Енĕш «Çǎкǎр пирки пĕр-ик сăмах», Василий Петров «Çавра çǎкǎр». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Поэзи чĕлхи, Сǎвǎ виçисем.

10. Тǎван çĕрĕн тусанĕ те тǎван, пылчǎкĕ те пылак ( 6 сехет)

Тǎван çĕрĕн илемĕпе пурлǎхне упрасси. Тǎван çĕрĕн çут çанталǎкĕпе , çыннисемпе, вĕсен ĕçĕ- хĕлĕпе, ялĕ-хулипе мǎнаçланма вĕрентесси. Халǎхшǎн ырǎ ĕç туни – тивĕç, телей, савǎнǎç. Çыравçǎн тĕп тĕллевĕ – каласа кǎтартасси мар, сǎнласа парасси. Вуласа вĕренме: Геннадий Волков « Ылтǎн çĕр», И.Ивник « Тул çутǎлать», С. Элкер «Пуян чǎваш вǎрманĕ». Вуласа паллашма: Герасим Харлампьев «Ытарайми çĕр-шывра». Килте вулама: Анатолий Афанасьев «Çил», « Тĕтре», «Пĕлĕтсем», « Юр пĕрчисем». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: очеркпа тĕрленчĕк. Илемлĕ очерк. Чǎнлавлǎ очерк. Очерк тĕсĕсем: сǎн-сǎпат, аса илÿ, çул çÿрев очеркĕсем.

Пǎхмасǎр калама вĕренмелле: « Алран кайми…», Илле Тукташ «Хĕл илемĕ», А. Кǎлкан «Хǎравçǎ мулкач», Анатолий Смолин «Ан вĕлер, ан суй, ан сут», Петĕр Эйзин «Йǎмрапа хурǎн», Митта Ваçлейĕ «И мĕн пуян?», Стихван Шавли «Вĕçкĕн Ваççа», Ева Лисина «Çǎкǎр чĕлли» ( проза сыпǎкĕ), Иван Ивник «Тул çутǎлать».

Пĕлмелли ǎнлавсем: антитеза, драма, дактильлĕ састашсем, икĕ тата виçĕ сыпǎклǎ сǎвǎ виçисем, илемлĕх мелĕсем, кĕвĕ ǎсти, кулǎш, очерк тĕсĕсем, параллельлĕх, питлев, сǎнарсен ушкǎнĕсем, çыравçǎ-сǎнлавçǎ, çыравçǎ-шухǎшлавçǎ, тема, тĕп шухǎш, ленчĕк, ÿнер, ÿнер тĕсĕсем, хавха, хайлав тытǎмĕ, конфликт, ытарлǎх, эстетика, илемлĕх.

Ирĕклĕ вулав валли: «Ача-пǎча самахлǎхĕ»: вǎтам классен хушма вулав кĕнеки (1996); Антонина Васильева «Çăкăр пиçет», Денис Гордеев «Ăшă çумăр», «Карăк туйĕ»; Виталий Енĕш «Чун кăварĕ», Прохор Емельянов «Япаласем ăçтан килнĕ?», Анна Железкова «Шуршăл ачи», Николай Иванов «Ырă ят», Иван Ивник «Сăвăсемпе поэмăсем», Аркадий Казанов «Ачалăх сукмакĕсем», «Чун йыхравĕ»; Александра Лазарева «Савăнăç», Любовь Мартьянова «Сенкер ачалăх», Георгий Орлов «Тривим йысна калавĕсем», «Пирĕн енче». Халăх хывнă сăвă-юрă. Юрий Скворцов «Вăлтари рак». «Юратнă кĕнеке», Ш.: 1966, 1976





Тематика планĕ

Темăсен ячĕсем

Сехетсен шучĕ

1.

Литература –пурнǎç тĕкĕрĕ. Литературǎри сǎнарсем, сǎнарлǎх

1

2.

«Алран кайми аки-сухи», «Уй варринче», «Пир çапакансен юрри»

1

3.

«Хурǎн çулçи» халǎх юррисен сǎнарлǎхĕпе илемлĕхĕ

1

4.

Литература юррисен сǎвǎпа кĕвĕ пĕрлĕхĕ. Ф. Павлов «Хитре», «Вĕлле хурчĕ»

1

5.

И.Тукташ «Хĕл илемĕ». Литература юррисенчи илемлĕх мелĕсем

1

6.

П.Кипарисовǎн «Юрǎ» картини тǎрǎх çырнǎ сǎнлав сочиненийĕ

1

7.

А.Смолинǎн «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!», П.Эйзинǎн «Кураканни курать» хайлавĕсем

1

8.

Денис Гордеев «Кукǎр алǎсем» калав

1

9.

Килти вулав урокĕ. Ева Лисина «Атте пиншакĕпе тавǎру»

1

10.

Юхма Мишши «Çĕр улми аврипе Мǎян» юптару

1

11.

Ваçлей Игнатьев «Кушак сухалĕ»

1

12.

Александр Кǎлкан «Хǎравçǎ мулкач» юптару

1

13.

Килти вулав урокĕ. Чǎваш çыравçисен юптарǎвĕсем

1

14.

Елен Нарпин «Ултав» хайлавĕ тǎрǎх инсценировка çырни

1

15.

Антип Николаев «Юрик асламǎшĕ»

1

16.

П.Эйзин «Йǎмрапа хурǎн» сǎвǎ

1

17.

Валентин Бурнаевский «Кÿрентерÿпе каçару» калав. Ϋнер тĕсĕсем

1

18.

Килти вулав урокĕ. А.Трофимов «Çыруллǎ кĕпе»

1

19.

«Ырǎ ǎс – ырǎ ĕç çуратать» сочинени

1

20.

Лидия Саринен «Кукамай» хайлавĕ

2

21.

В. Элпи «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калав

2

22.

Килти вулав урокĕ. Елен Нарпи «Тивĕç» калав

1

23.

«Манǎн юратнǎ кукамай» сочинени

1

24.

В.Туркайǎн «Ниме» сǎвви

1

25.

В.Давыдов – Анатри «Кĕтмен инкек»

1

26.

В.Элпи «Аппапа пĕрле» калав

2

27.

Хайлав тытǎмĕ. Сочинени çырма хатĕрлени

1

28.

«Ĕç – пурнǎç тыткǎчи» сочинени

1

29.

Килти вулав урокĕ. З.Нестерова «Янттине хапсǎнсан»

1

30.

Иван Ахратǎн «Юрлакан кĕленчесем калавĕ

1

31.

Пуплев ǎсталǎхне аталантармалли пултару урокĕ. Кĕвĕ мана мĕн çинчен каларĕ?

1

32.

Ю.Сементер «Вилĕме улталани» сǎвǎллǎ юмах

1

33.

Л.Сачковǎн «Шǎпǎрлан» пьеса юмахĕнчи ĕçсен йĕрки

1

34.

Л.Сачковǎн «Шǎпǎрлан» юмахĕнчи тĕп сǎнар

1

35.

Литература геройне сǎнлани

1

36.

Г.Юмарт «Çылǎх мана»

1

37.

Ф.П.Решетниковǎн «Каллех «иккĕ!» картини тǎрǎх çырнǎ сочинени

1

38.

«Юрлакан кĕленчесем» хайлав тǎрǎх инсценировка çырни

1

39.

Геннадий Айхи «Çын тата сцена» сǎвǎ

1

40.

В.Миттан «И мĕн пуян…» сǎвви, О.Туркайǎн «Юлташпа – вǎсǎрри те вǎйлǎ» калавĕ

1

41.

А.Кǎлкан «Алим» пьеса (1-2-мĕш пайĕсем)

1

42.

А.Кǎлканǎн «Алим» драминчи сǎнарсем

1

43.

А.Кǎлканǎн «Алим» пьеси. Драма. Драма тытǎмĕ

1

44.

«Алим» драмǎри юратнǎ сǎнарсем

1

45.

Л.Сачковǎн «Ăмсану» калавĕ

1

46.

Н.В.Овчинниковǎн «Çерçисем» картини тǎрǎх çырнǎ сочинении

1

47.

Иван Лисаевǎн «Чире парǎнма çуралман» повеçĕ

1

48.

Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сǎвви

1

49.

Л.Сачковǎн «Оля – Улькка» калавĕ

1

50.

А.Лазарева «Урок пуçланчĕ» калав

2

51.

Хайлав хавхи (пафосĕ)

1

52.

П.Афанасьевǎн «Çынна ырǎ ту» сǎвви

1

53.

«Витя Кулешов – чǎн-чǎн çын» сочинени

1

54.

Е.Лисинǎн «Çǎкǎр чĕлли» калавĕ

2

55.

Алексей Воробьёвǎн «Çурхи хирте», «Çǎкǎр» сǎввисем. Поэзи чĕлхи. Сǎвǎ виçисем

2

56.

Килти вулав урокĕ. В.Енĕш «Çǎкǎр» калав

1

57.

«Çǎкǎртан асли çук» сочинени

1

58.

Геннадий Волков «Ылтǎн çĕр» халап

1

59.

Иван Ивник «Тул çутǎлать» сǎвǎ

1

60.

Ç. Элкерĕн «Ешĕл хунав» повесть сыпǎкĕ – «Пуян чǎваш вǎрманĕ». Очерк тĕсĕсем

1

61.

Килти вулав урокĕ. А.Емельянов «Çырма Куçми» хайлав

1

62.

Тǎван литературǎна вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни. Тест

1

63.

Резерв урок

2





Класран класа куçнă чухнехи аттестаци ирттермелли форма: тĕрĕслев ĕçĕ – тест



Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсене тăван литературăпа сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев

тесчĕ

І. Тĕрĕс хурава шыраса туп:

1. Сăнлăх а) Хайлавсенче çынна, чĕр чуна, йывăç-курăка, çут çанталăкри пулăма сăнлани;

2. Сăнар ă) Пурнăç ÿкерчĕкĕсене чĕрене хускатмалла çырса ăсталани.



ІІ. Юрă ушкăнĕсене çырса тухăр

ІІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса палăртăр

1. Анатолий Смолин а) «Хăравçă мулкач»

2. Денис Гордеев ă) «Ан вĕлер, ан суй, ан сут»

3. Петĕр Эйзин б) «Кураканни курать»

4. Александр Кăлкан г) «Кукăр алăсем»



ІV. Тĕрĕс хурав туп:

1. Аллегори а) Прозăлла е сăвăлла çырнă ăса вĕрентекен ытарлă хайлав;

2. Юптару ă) Вăл çыннăн е пулăмăн хăйĕнчен килекен çитменлĕхне, кăлтăкне шăхвăртса, пĕр-пĕр сăнар урлă систерсе калани.



V. Мĕн вăл ÿнер? Ÿнер тĕсĕсене çырăр

VІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса палăртăр

1. Антип Николаев а) «Йăмрапа хурăн»

2. Александр Кăлкан ă) «Юра асламăшĕ»

3. Петĕр Эйзин б) «Йытăпа кушак»



VІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Лидия Сарине а) «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»

2. Валентина Элпи ă) «Пакшапа чакак»

3. Юрий Сементер б) «Кукамай»



VІІІ. Тĕрĕс хурав туп:

1. Сюжет а) Хайлавăн уйрăм пайĕсене пĕр-пĕринпе пĕтĕмĕшле çыхăнтарса йĕркелени;

2. Композици ă) Хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки.



ІX. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Людмила Сачкова а) «Аппапа пĕрле»

2. Валери Туркай ă) «Вилĕме улталани»

3. Валентина Элпи б) «Ниме»

4. Иван Ахрат в) «Шăпăрлан»

5. Юрий Сементер г) «Юрлакан кĕленчесем»



X. Тĕрĕс хурав туп:

1. Комеди а) Кулăшла ĕçсем пулса иртеççĕ;

2. Трагеди ă) Геройсенчен пĕрисем пĕтеççĕ, теприсем – çĕнтереççĕ;

3. Драма б) Парăнми синкерлĕ ĕçпе вĕçленет.



XІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Ева Лисина а) «Çурхи хирте»;

2. Алексей Воробьёв ă) «Çăкăр чĕлли»

3. Иван Лисаев б) «Урок пуçланчĕ»

4. Александра Лазарева в) «Чире парăнма çуралман»



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ





6 класс, литература, тест хуравĕсем

І. 1 – ă, 2 – а;

ІІ. Ĕç, йăла-йĕрке, такмаксем, çаврасем.

ІІІ. 1 – ă, 2 – г, 3 – б, 4 – а;

ІV. 1 - ă, 2 – а;

V. Ÿнер вăл – пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартакан ăсталăх. Музыка, ÿкерÿ, скульптура, илемлĕ сăмах ÿнерĕсем пулаççĕ.

VІ. 1 – ă, 2 – б, 3 – а;

VІІ. 1 – б, 2 – а, 3 – ă;



















Интернет ресурссем:



http://www.lib.cap.ru/ - Национальная библиотека ЧР

http://forum.chuvash.org/ - чăваш халăх канашлăвĕ (справочники, словари)

http://yumah.ru/

http://cv.wikipedia.org

http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=243&id=46601 скачать чувашские шрифты

http://cheboksary-vse.ru/chuvashskie-pesni-besplatno-slushat-chuvashskie-pesni/ слушать чувашские песни он –лайн

http://vula.narod.ru/ - чтение на чувашском языке

http://hypar.ru/ - издательский дом Хыпар

http://pedkanash.chuvash.org/ - форум учителей чувашского языка и литературы

http://comissi.chv.su/ru

http://samahsar.chuvash.org — онлайн чăваш сăмахсарĕ

http://smi21.ru — Чăваш Енри периодикăллă кăларăмсен сайчĕ


Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!