СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Рабочая программа по чувашской литературе для 5 класса национальных школ по ФГОСу

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Рабочая программа предназначена учителям основных и средних школ, где ведутся уроки по чувашской литературе. В программе указаны все материалы, как требует ФГОС ООО. 

Просмотр содержимого документа
«Рабочая программа по чувашской литературе для 5 класса национальных школ по ФГОСу»

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»



Шкулти педсовет

ларăвĕнче пăхса тухнă

______________

______№ протокол

«_____________» 2017 çул


Çирĕплететĕп

Шкул директорĕ

__________А.В.Романов

_____ № хушу

«_____________» 2017 çул



Тăван литература

(5 класс)

Ĕç программи


Ĕç программине хатĕрлекенĕ: Федорова Елена Сергеевна,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен








Кивĕ Эйпеç - 2017


Ăнлантару çырăвĕ

Программăна пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш (кĕçĕн) пусăм( 5-мĕш класс) валли хатĕрленĕ

Программăна пурнăçа кĕртмелли вăхăт 2017-2018 вĕренÿ çулĕ

Программăна хатĕрленĕ чухне стандартсене (Федеральный государственный общеобразовательный стандарт . Ч. II. Основное общее образование. Министерство образования и науки Российской Федерации. – М., 2010) тата 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1577 № приказпа йышăннă, 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче 40937 № Минюст çирĕплетнĕ улшăнусене йышăнса;

Программăна: Н.Г.Иванова, Е.А.Майков. Тăван литература. Тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли. Шупашкар: 2016

Шкул программине: «Образовательная программа муниципального бюджетного общеобразовательного учреждения « Байглычевская основная общеобразовательная школа Яльчикского района Чувашской Республики» на 2017-2018 учебный год, утвержденная приказом по школе № от августа 2016 г.

- вĕренÿпе вулав кĕнекине: Тăван литература: 5 класс валли. Н.Г.Ивановăпа П.Н.Метин çырса-пухса хатĕрленĕ – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2013. Килти вулав кĕнекине: 5 –мěш класс валли Н. Г. Иванова пухса - çырса хатěрленĕ – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014 тĕпе хурса ĕçленĕ.

Вĕрентỹ тĕллевĕсем:

- Вулавпа вĕренỹ урлă илемлĕх ăнкарăвне, тĕрĕслĕх туйăмне аталантарасси, илемлĕ сăнарпа сăнарлăх пĕлĕвне туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси

- чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарасси

- хайлавсенче пурнăç пулăмĕсем мĕнле палăрнине хаклама хăнăхтарасси

- ачасене ỹнерсен тата сăмах ỹнерĕн пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма, ăша хывма вĕрентесси


Хушма литература:


З.С.Антонова, В.П.Станьял. Чǎваш сǎмахлǎхĕн вĕрентÿ меслечĕсем. Чǎваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли. Чǎваш Республикин Вĕренÿ тата çамрǎксен политикин министерстви шкулсенче усǎ курма ирĕк панǎ. – Ш.: Чǎв. кĕн. изд.-ви, 2006.

Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерстви. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чǎваш патшалǎх университечĕ. «Литература пĕлĕвĕн кÿртĕмĕ». Методика кǎтартǎвĕсем. – Ш.: 2002.

Н.Г.Иванова «Чǎваш литературине вǎтам шкулта вĕрентессин хǎш-пĕр ыйтǎвĕсем» - Ш.: 2004.

З.П.Михайлова, В.М.Михайлов. Чǎваш литератури. 5-9 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. ЧР Вĕренÿ тата çамрǎксен политикин министерстви шкулсенче усǎ курма сĕннĕ. – Кÿкеç, 2000.





Планлакан результатсем:

Илемлĕ хайлавпа паллаштарнă май ачасен кăмăл-туйăмне аталантармалла: халăх этикипе халăх педагогики çине таянса вĕсен ăс-тăнĕнчи сăпайлăха, çураçулăха упраса хăвармалла;

- ачасене вулама, вуланине ăнланма, сăнарсене хак пама, жанрсене, литература теорийĕн ансат ыйтăвĕсене пĕлме, вĕсем пурнăçа мĕнлерех çутатнине чухлама хăнăхтарса çитермелле;

- илемлĕ хайлавăн тишкерĕвĕпе çыхăннă ăнлавсемпе паллаштармалла: хайлав теми, литература геройĕ, унӑн характерĕ (вӗсем хӑйне мӗнле тытни, сӑн-сӑпачӗ, пуплевӗ, шухӑшӗ-кӑмӑлӗ), автор характеристики, илемлӗ пайрӑмсем, сюжет (хайлаври ӗç-пуç, сӑнланнӑ çынсем, пейзаж, интерьер), пуплеве илемлетекен мелсем, пафос (хавха), прозӑллӑ тата сӑвӑллӑ пуплев.



Вĕренекенсен результачĕсем: пĕлÿ, пултару, хăнăху


Кашни ачан хăй тĕллĕн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли ĕçĕ-хĕлĕ


- астăвăм ирĕклĕхне, фантазине, тимлĕхне аталантарни, тĕрлĕ танлаштарусем туса шухăшлама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни;

- лартнă ыйту пирки тĕллевлĕн шухăшлама, ăна ăсра явма, шухăшлав йĕркипе, çыхăнуллă туса пыма пултарни;

- харпăр хăй ĕçне, результачĕсене хак пама пĕлни;

- илнĕ пĕлÿсене анлăлатса тарăнлатни, çирĕплетни, вĕсене системăласа пĕтĕмлетни;

- вĕреннĕ хайлавсем тăрăх план тума тата сăнарсене е сăнар ушкăнĕсене, илемлĕ пулăмсемпе ĕç-пуçсене танлаштарса хаклама, тишкерсе сочинени çырма пултарни;

- класра е килте вуланă хайлавсен ретне, тĕсне, жанрне уйăрма, уйрăм хайлавăн шухăшпа илемлĕх тата наци хăй евĕрлĕхне палăртма пĕлни;

- хăй вуланă кĕнеке çинчен шухăшланине çирĕплетсе пама пĕлни;

- хайлавăн тĕп проблематикине тĕшмĕтрме, автор ăна еплерех татса панине сăнама, çавна май композицие, сăнарлă пуплев уйрăмлăхне шута илсе хайлава харпăр хăй тĕллĕн хак пама пултарни;

- класра палăртман хайлавсене, çав шутрах пĕтĕмĕшле паллашмаллисене те, харпăр хăй тĕллĕн вуласси, вĕсен уйрăм сценисене, эпизочĕсене, уйрăм сыпăкĕсене аса илсе тĕп проблемăпа çыхăнтарса каласси;

- вĕреннĕ хайлавсене учитель ертсе пынипе тишкерме пултарни;


- вуласа тухнă хайлаври сăнарсемпе проблемăсем пирки панă ыйтусене çырса хуравланипе, çыравçă сăнласа кăтартнă пулăмсемпе сăнарсем çине вĕренекен хăй мĕнле пăхнине палăртма пултарни;




Кашни ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ

- кашни ачана харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй вăйне-пултарулăхне шанма вĕрентни;

- шухăшлава курăмлă тата ĕçлĕхлĕ çулпа аталантарни, тимлеме хăнăхтарни;

- çĕнĕлĕх кÿме, мĕн шутласа хунине çине тăрса пурнăçлама хавхалантарни;

- сисĕм-туйăм пултарулăхне ÿстерме пулăшни, таврари тĕнчене пĕлсе пынă май ĕçе йĕркелес хăнăхусем туянма хавхалантарни;

- тĕп ыйтăва тата хушма ыйтусене палăртни, малтанлăх шухăшĕсене калани, ĕçе тунă чухне харпр хăйне тĕрĕслесе тăни, ĕç результачĕсене ăнланса хак пама пĕлни;

- вĕренÿ кĕнекисемпе хрестоматисенчи ăнлантарусемпе, шкул вали кăларнă справочниксемпе, словарьсемпе усă курма пĕлни;

- вĕрентекен каланине е лекцилле калаçăва кĕскен çырса (конспектласа) пыма, каламалли е çырса памалли шухăш планне, тезисĕсене тума пĕлни;


- вуланă кĕнеке, курнă спектакль, концерт, кинофильм, телекурăм çинчен çырса хак парасси;






Пур енлĕн хутшăну илмелли ĕç-хĕл

- литература несĕлĕсене, жанрĕсемпе вĕсен тĕсĕсене пĕрлештерме май паракан сăлтавсене, уйрăмлăхсене курма, вĕсем пĕтĕмĕшле системăна кĕнине ăнланма вĕрентни;

- харпăр хăй хальлĕн ĕçлес-тăвас туртăма вăйлатни, хутшăнма хавхалантарни;

- пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хăнăхтарни, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма

татса пама хавхалантарни;

- илемлĕ сăмахпа кăсăкланма, хайлавсенчи уйрăм сăмахсемпе тата сăмах çаврăнăшĕсемпе хăйсен пуплевĕнче усă курма хăнăхтарасси;

- пуплевре сăнарлăх хатĕрĕсемпе анлăрах усă курма хăнăхтарасси;

- артикуляци, пуплев сисĕм-туйăмĕ, тĕрĕс сывлама пĕлни çивĕчленмелле, сăмахсене литература нормисене пăхăнса калама пултарни.



Харпǎрлǎхлǎ (личностный) результат:

– ачасенче чǎвашлǎх туйǎмĕсене аталантарни

– чǎн-чǎн гражданин пулма вĕренни

– хайлава вуласа демократилĕх тата çынлǎх туйǎмĕсем йĕркеленни

– тǎван ен культурине, йǎли-йĕркине, тĕнне пĕлме пуçлани, Раççейри ытти халǎх культурипе тата тĕнĕпе паллашни

– халǎха юратма тата ытти халǎх çыннисене хисеплеме вĕренни

– Раççейри тĕрлĕ халǎх мораль нормине пĕлсе вĕсене хисеплесе пурǎнма вĕреннни

– çемьене, çемьери пахалǎха, çут çанталǎка хисеплеме, юратма вĕренни

– сывлǎхлǎ пурнǎç йĕрки кирлине палǎртма, хǎйсен тата ыттисен сывлǎхне упрама вĕренни

– хальхи пурнǎçра хǎйсене мĕнле тытма май пуррине пĕлтерни, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурǎнма вĕренни

– вĕреннин усси пурнǎçра кирлине ĕнентерни


– эстетика туйǎмĕсене тата чун-кǎмǎла аталантарни










Вĕренекенсен результачĕсем




Ачасен çаксене тума пултармалла

Ачасен пултараяслăхĕ

- Текста ǎнланма тата йышǎнма, вĕсене пĕр-пĕринчен уйǎрма тата танлаштарма пултарни;

- хǎйсем тĕллĕн вулама суйлама пултарни;

- хǎйсен шухǎшне çирĕплетме вак жанрсемпе, каланисемпе усǎ курма пултарни;

- илемлĕ вулама тата каласа пама;

- литература хайлавĕсене халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсенчен уйǎрма пĕлни;

- илемлĕ хайлавǎн формипе содержанине пĕрле йышǎнма пултарни;

- хайлава кирлĕ пек ǎнланни, каласа пама пултарни, суйлама пĕлни;

- илемлĕ хайлава ÿнерĕн пĕр пайĕ пек йышǎнни, автор вулакана суннине тата ǎрусем валли хǎварнине ǎнланни;

- тĕрлĕ информаци çǎл куçĕпе тата хǎй майлǎ презентацин тĕп мелĕсемпе ĕçлени.

- Халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсене ытти халǎх сǎмахлǎхĕпе танлаштарса халǎх идеалне курма тата вĕсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрǎмлǎхĕсене асǎрхама пултарни;

- хǎйсем тĕллĕн вуланǎ юмах-хайлава каласа пани;

- юмах-халап хайлама е ытти сюжет йĕрĕсене шухǎшласа тупма пĕлни;

- хǎйсем тĕллĕн суйласа илсе вулама пултарни;

- илемлĕ текст тĕсĕ евĕр хайлав тишкерĕвне суйласа илни;

- илемлĕ поэтика элеменчĕсене уйǎрса илни, вĕсен пĕлтерĕшне асǎрхани;

- пĕр текста тепĕр текстпа танлаштарма пултарни, аргументсемпе çирĕплетме пĕлни;

- ÿнер мелĕсемпе усǎ курса текста хǎйне евĕр кǎтартма (интерпретацилеме) пултарни;

- хǎй тĕллĕн вырǎс тата тĕнче литературипе танлаштарса хак пама пултарни.











Программа содержанийĕ


Хайлавсене вуласа тишкерме – 48 сехет

Пуплевпе çыру ǎсталǎхне аталантарма – 10 сехет

Килти вулава йĕркелеме – 10 сехет

Резерв – 2 сехет

Пĕтĕмпе – 68 сехет + 2 = 70 сехет


1. Илемлĕ сăнарлăх тĕнчи (1 с.)

2. Сǎвǎ-юрǎ янǎрать юрлама пĕлсен кǎна (1 сехет)

Сǎвǎ-юрǎ – сǎмахлǎх ÿнерĕн анлǎ сарǎлнǎ тĕсĕ. Авалхи çынсем сǎмах асамлǎхне ĕненни, сǎвǎ-юрǎ илемне ǎнлантарса пани. Чǎваш çынни халǎх сǎмахлǎхĕн илемне, çепĕçлĕхне паянхи кунччен упраса хǎварни. Ача-пǎча поэзийĕн тĕслĕхĕсем. Сǎвǎсемпе такмаксене, шÿтсене, шутлавсене, хǎвǎрт каларǎшсене юрласа, ташласа-такмакласа каламалли майсем. Чǎваш йǎли-йĕркипе çыхǎннǎ поэзи: ачасем сурхури, çǎварни, мǎн кун сǎвви-юррин паллисемпе паллашни. Ачасем хушшинче сǎмах вĕççĕн çÿрекен сǎмахлǎх. Вǎйǎ юрри, шутлав сǎввисем, йǎпату сǎвǎ-такмакĕ, хутлам сǎвǎсем, пулмасла халап-такмак, хавǎрт каларǎшсем кулленхи пурнǎçа илемлетме, сǎнарлатма пулǎшни. Вуласа вĕренме: «Шут сăвви», « Ят пĕлмелле». Вуласа паллашма: «Улма йывǎç – пĕкечи», «Утрǎм-утрǎм..», «Чакак», «Йыхрав юрри», «Пÿрнесем»., « Ака тумалла», «Пысǎк пул», «Хĕвел, тух», « Касрǎм-касрǎм». Килти вулав: « Утрǎм, утрǎм», « Йĕтĕн акмалла», « Шатра шапа купǎс калать». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Ача-пăча сăмахлăхĕнчи сăнарлă пуплев.

3. Йǎла уявĕсен сǎвви-юрри (1 сехет)

Йǎла уявĕсен сǎвви-юрри кулленхи пурнǎçа сǎнарлани. Йǎласенче ача-пǎча тÿпи те пулни, çакна сурхури, çǎварни, мǎн кун сǎвви-юрри çирĕплетни. Вуласа вĕренме: « Çитрĕ, çитрĕ сурхури», « Катаччи, катаччи». Вуласа паллашма: « Хурǎн тǎрри – хултǎрчи», « Раштав килет çулпала, çулпала», « Пахчи-пахчи сар чечек». Килти вулав: Хумма Çеменĕ « Çǎварни». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Йǎла уявĕсен сăвă-юрă сăнарлăхĕ.

4. Сахал сǎмахпа та нумай калама пулать (3 сех.)

а) Ваттисен сǎмахĕсем – чǎваш халǎхĕн ытарайми асталǎхĕ: илемлĕ, ǎслǎ, тарǎн шухǎшлǎ сǎмахсем. Пысǎк шухǎша кĕскен, анчах татǎклǎн палǎртни. Вĕсен чун-чĕре илемлĕхне палǎртас, ĕçченлĕхе вĕрентес ĕçри пахалǎхĕ. Вуласа вĕренме: ĕç çинчен калакан, вĕренупе ǎслǎлǎх, тĕрĕслĕхпе чǎнлǎх, ǎса вĕрентсе калакан ваттисен сǎмахĕсем. Вуласа паллашма: Сǎмах, чĕлхе хǎвачĕ çинчен калакан, çĕр ĕçĕпе çыхǎннǎ ваттисен сǎмахĕсем. Килти вулав: Атте-анне, Тǎван çĕр-шыв çинчен калакан ваттисен сǎмахĕсем. Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Ваттисен сǎмахĕсен пуплеве пуянлатакан, илемлетекен мелĕсем – ытарлǎхĕ, сǎнарлǎхĕ, янǎравлǎхĕ хирĕçлетÿрен( антитезǎран), рифмǎран, хутламран ( тавтологинчен) килни.

ǎ) Тупмалли ( сутмалли ) юмахсем( туптармǎшсем) – халǎхǎн нихǎçан кивелмен поэзи хайлавĕсем. Вĕсем халǎх ǎс-тǎнĕн, фантазийĕн иксĕлми çǎл куçĕ. Сǎнарлǎ сǎмах çаврǎнǎшĕсем калаçǎва, пуплеве сǎнарлǎ, кǎсǎк, илемлĕ, шухǎша анлǎ тума кирли. Туптармǎшсене тупсǎм тǎрǎх ушкǎнлани. Вуласа вĕренме: çут çанталǎк пулǎмĕсене, килти тата тискер кайǎксемпе чĕр чунсене сǎнлакан тупмалли юмахсем. Вуласа паллашма: Хуçалǎх таврашне сǎнлакан тупмалли юмахсем. Килти вулав: Тыр-пула, савǎт-сапапа апат-çимĕçе сǎнлакан тупмалли юмахсем.

б) Сǎнавсемпе паллǎсем – халǎхǎн тĕнчекурǎмне, ǎс-тǎнлǎхне, шухǎшне, пуянлǎхне кǎтартакан сǎмахлǎх тĕслĕхĕсем. Сǎнавсемпе паллǎсем – çут çанталǎкри пулǎмсен улшǎнǎвĕсем урлǎ мĕнле çанталǎк пуласса, хуçалǎх ĕçĕсене епле тата хǎçан тусан мĕнле пуласса сǎнаса пынин пĕтĕмлетĕвĕ.

Вуласа вĕренме: çанталǎк сǎнавĕсем: а) çут çанталǎкри пулǎмсем тǎрǎх; ǎ) чĕр чунсене сǎнани тǎрǎх; б) ÿсен-тǎран е ытти тĕрлĕ япала улшанни тǎрǎх. Вуласа паллашма: Петĕмĕшле паллǎсемпе ĕненÿсем. Килти вулав: Ял хуçалǎх ĕçĕсем çинчен калакан сǎнавсем. Ăсталǎхпа илем тĕнчи. Кĕске формǎллǎ (хапаллă) сăмахлăхри илемлĕх.

5. Литература юмахĕсем ( 2 сех.)

Çыравçǎ юмахĕсем – халǎх сǎмахлǎхне пухса, сюжечĕсемпе усǎ курса. Урǎхлатса çĕнетнĕ хайлавсем. Юмахсенчи пурнǎç чǎнлǎхĕ. Вĕсенче этеме пур енлĕн сǎнлани. Ǎса вĕрентсе калани.

Вуласа вĕренме: К.В.Иванов «Тимĕр тылǎ». Вуласа паллашма: М.Трубина « Шĕшкĕ», Елен Нарпи «Ылтăн Тулă пĕрчипе Сар хĕвел». Килте вулама: К.В.Иванов « Икĕ хĕр». Асталǎхпа илем тĕнчи: Литература юмахĕсем.

6. Чĕр чунсем – пирĕн туссем (4 сех.)

Чĕр чун – çут çанталǎк пайĕ, пурнǎç çыхǎнǎвĕн пĕр сыпǎкĕ. Ачасене чĕр чунсене юратма вĕрентесси. Ǎшǎ, сепĕç, таса туйǎмсене аталанма чĕр чунсем пулǎшни. Вуласа вĕренме: Ева Лисина «Мускав кушакĕсене чапа кǎлартǎм», Николай Ишентей «Чĕп хуралĕнче», Трубина Мархви «Чăхпа кушак», Г. Орлов «Çерçи». Вуласа паллашма: Л. Мартьянова « Малька», В. Туркай « Айǎп», Ф. Осипов «Хавруç», Л. Сарине

«Кукамайǎн сар чǎххи», Ǎсан Уçǎпĕ «Кучченеç çĕклекен йытǎ». Килте вулама: Александр Угольников «Хура ĕне», Нелли Петровская «Качака», Микул Мăскал «Выльăх чĕлхи». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Сǎмах – сǎнарлǎ пуплев никĕсĕ.

7. Тǎван кил – ылтǎн сǎпка (2 сех.)

Тǎван кил – йышри ырǎ тĕслĕх вырǎнĕ, хавхалантарǎвĕ. Тǎван кил – ǎсталǎх вырǎнĕ, кил ǎшши, чун ǎшши. Сапǎрлǎх, Сǎпайлǎх, Типтерлĕх. Вуласа вĕренме: Юрий Скворцов «Амаçури анне», Геннадий Волков «Ǎслă ача». Вуласа паллашма: Иван Яковлев «Халал», Николай Теветкел «Карттă», Юрий Сементер «Амăшĕн чунĕ». Килте вулама: Людмила Сачкова «Çиçĕм Натюш», Валерий Самойлов (Раштав) «Аннен çуралнă кунĕ». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Илемлĕ литература жанрĕсем.

8. Вǎйли çук та этемрен (3 сех.)

Этем хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе, тавçăрулахĕпе çут тĕнче хуçи пулса тăни. Чăваш халăхĕн маттур ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен пĕтĕмлетсе калани. Халăх паттăрĕсем литература сăнарĕсем пулса тăни. Вуласа вĕренме: Порфирий Афанасьевăн «Кăйкăр» поэма сыпăкĕсем: «Вутпа чечек», «Ĕнен пире!»; Т. Петĕркки « Çутталла». Вуласа паллашма: К. Петров «Сенкер çǎлтǎр», А.Кăлкан «Алим». Килте вулама: А.Николаева « Ывǎлǎм çинчен», Валентин Бурнаевский «Симĕс генерал», «Ача çулĕ»; Петĕр Хусанкай «Тезариус». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Сǎнар – илемлĕ хайлавǎн тĕп шǎнǎрĕ.





9. Ырǎ çын пуласси ачаран паллǎ (5 сех.)

Хайлавсем çын пурнăçне, ĕçне-хĕлне тĕрлĕ енчен кăтартни, мал ĕмĕтлĕ, таса чунлă пулма вĕрентни. Хайлавсенчи ырă тата сивлек сăнарсем вулакана шухăшлама хистени. Вуласа вĕренме: М. Ухсай «Ирхи сывлăм»; Петĕр Ялкир «Интермедисем» (« Паллашу», « Ǎçта тĕрĕслĕх»,

« Шǎшисем»); Марина Карягина «Слива вăрри», Хветĕр Уяр «Эсир Куçука курман-и?». Вуласа паллашма: Геннадий Айхи «Кĕске халал», Александр Михайлов «Ватта сума суса». Килте вулама: А. Александров «Тĕрĕс тунǎ». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Инсценировка тата интермеди. Интермедири ǎшǎ кулǎш.



10. Ĕç çынна илем кÿрет (5 сех.)

Ырми-канми ĕç — чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ, хавалĕ. Ачасен ĕçченлĕхĕ — аслисенчен вĕренни. Ĕçрен пăрăнманни, вĕçне çитиччен пурнăçлани ачан чун çирĕплĕхне аталанма пулăшни. Ĕçре кăмăл пуянланни, ăс çивĕчленни, туслăх çурални. Вуласа вĕренме: Иван Егоров «Ывăл»; Александр Галкин «Икă сăнлă пурнăç», «Çỹпĕ»; Владимир Степанов «Эксклюзивлă сăвăм». Вуласа паллашма: Василий Кервен «Тỹсĕм». Килте вулама: Е. Осипова « Пахчари хÿшĕ». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Калав тата унăн тытăмĕ.

11. Асли ǎслǎ, кĕçĕнни сапǎр пултǎр (3 сех.)

Ăрури çынсен çыхăнăвĕ. Ачасем аслисене хисеплеме, каланине итлеме, йывăрлăхра пулăшма хăнăхса пыни, ĕçчен пулни, йывăрлăхсенчен хăраманни, пурнăç тÿнтерлĕхĕсемпе килĕшменни, чун-чĕре тасалăхне упрани. Вуласа вĕренме: Лидия Сарине « Цирк курма кайни», Раиса Сарпи «Эпĕ «тухатмăш карчăкпа» паллашни…». Вуласа паллашма: Елизавета Осипова « Кǎмǎл улшăнчĕ», «Хăвăртрах çитĕнесчĕ»; Архип Александров «Тĕрĕс тунă», Иван Яковлев «Халал». Килте вулама: Александр Кăлкан «Панулми», Антонина Васильева «Çĕн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Калав тĕсĕсем. Калавăн илемлĕх тĕнчи.

12. Çут çанталăк тупра – эс ăна упра! (4 сех.)

Вуласа вĕренме: Валери Туркай «Айăп», Георгий Ефимов «Хĕвел тухнă вăхăтра». Килте вулама: Ухсай Яккăвĕ «Çĕмĕртсем çеçке çурсан», Петр Вашават «Вăйăран вăкăр тухать», Арсений Тарасов «Ǎвăс хунавĕ». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Сăнлани. Сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕ тата унăн тĕсĕсем.

13. Киревсĕр йăла-йĕркерен хăтăлар! (4 сехет)

Вуласа вĕренме: Любовь Мартьянова «Ятсăр троллейбус», Борис Чиндыков «Аçу». Вуласа паллашма: Вениамин Тимаков «Сывлăхпа чир», Аркадий Ĕçхĕл «Урхамах». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Хайлав темипе тĕп шухăшĕ.

14. Тискер вǎрçǎ ан пултǎр нихǎçан! (10 сехет)

Халăх паттăрлăхне, туслăхне, тăшмана курайманнине кăтартакан хайлавсем. Вăрçă тискерлĕхĕ çын пурнăçне, ăс-халне, чун-чĕрине амантса хăварни. Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтакăн хастарлăхĕ, вăл вилĕме хирĕç тухса паттăрлăх çулне суйласа илни. Вуласа вĕренме: Николай Мартынов «Юнлǎ çырла», Ольга Туркай «Пахчари çĕмĕрт», Сергей Павлов «Ача вăййи мар…», Александр Алка «Ырă ят», Максим Ястран «Шăплăхра». Вуласа паллашма: Леонид Агаков «Партизан Мурат», «Кăсăя»; Петĕр Эйзин «Ан пултǎр вăрçă нихăçан!», Хветĕр Уяр «Куçук». Килте вулама: Хĕветĕр Уяр «Тăвансем кĕтеççĕ», Веналий Савельев «Тимĕр ещĕк». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Сăвă хывăмĕ.




Пăхмасăр калама вĕренме


Вǎйǎ тата шут сǎвви-юррисем;

Тăван кил (атте-анне, ĕç) çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем;

Николай Ишентей «Чĕп хуралĕнче» сăвă;

Порфирий Афанасьевăн «Кăйкăр» поэма сыпăкĕсенчен пĕри;

Александр Галкинăн пĕр юптарăвĕ;

ачасем хăйсем çырнă сăввисене пăхмасăр калани;

суйласа илнĕ вăрçă темиллĕ сăвăсене пăхмасăр калани.



Пĕлмелли ǎнлавсем: автор, автор характеристики, автор юмахĕсем, ваттисен сăмахĕсем, герой, диалог (пуплев), жанр, илемлĕх пайрăмĕсем, интерьер, калав, калавласа, калану (повествовани, эпика), каларăш, кĕвĕлĕх (ритм), кулăш, литература речĕсем (несĕлĕсем), метафора, миф (хайла, хаймак), пейзаж, пĕчĕклетÿ (литота), приключени (таймăк) хайлавĕ, пысăклату (гипербола), сăвă çаври, сăнавсемпе паллăсем, сăнар, персонаж, сăнлав (описани), сăпатпантару, састаш (рифма), сюжет (пулăмсем, персонажсем), çыруллă сăмахлăх, танлаштару, троп (ытарлă сăмах), туптармăш, хайлав тытăмĕ (композици), хайлалăх (мифла шухăшлав, хайлаври сăн-сапат (портрет), халап, халăх сăмахлăхĕ, характеристика (сăнĕ-пичĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, кăмăлĕ), шахвăрту, ытарлăхсем (аллегорисем), эпизод, эпитет, юмах,юмах тĕсĕсем, юмах тытăмĕ.







Тематика планĕ

Темăсен ячĕсем

Сехетсен шучĕ

1.

Кĕнеке ум сăмахĕ тата илемлĕ сăнарлăх тĕнчи

1

2.

Ача-пăча сăмахлăхĕ. Ансат вăйăсем («Шут сăвви», «Ят пĕлмелле»)

1

3.

Сурхури, çǎварни юррисем

1

4.

А.Н.Алимасовăн «Çăварни» картинипе ĕçлени

1

5.

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем

1

6.

Тупмалли юмахсем

1

7.

Сǎнавсемпе паллǎсем

1

8.

«Шăм-шак сурать – çумăр пулать, вăрмана çырлана ан кайăр», - терĕ пире асанне предложенирен кĕске калав йӗркелени

1

9.

Килти вулав урокĕ. Халăх юмахĕсем

1

10.

К.В.Иванов «Тимĕр тылǎ»

2

11.

Килти вулав урокĕ «Эпĕ юмах каласа паратăп»

1

12.

Ева Лисина «Мускав кушакĕсене чапа кǎлартǎм»

1

13.

Николай Ишентей «Чĕп хуралĕнче»

1

14.

Трубина Мархви «Чăхпа кушак»

1

15.

Г.Орлов «Çерçи»

1

16.

Сăнлав сочиненийĕ

1

17.

Килти вулав урокĕ. Александр Угольников «Хура ĕне», Нелли Петровская «Качака», Микул Мăскал «Выльăх чĕлхи»

1

18.

Юрий Скворцов «Амаçури анне»

1

19.

«Пĕр юнри тăвансем вĕсем – санăн йăх-ăру, çемье несĕлĕн пуянлăхĕ-ырлăхĕ» предложение пĕтĕмлетсе кĕске изложени çырни

1

20.

Геннадий Волков «Ǎслă ача»

1

21.

Килти вулав урокĕ. Иван Яковлев «Халал», Николай Теветкел «Карттă», Юрий Сементер «Амăшĕн чунĕ»

1

22.

Килти вулав урокĕ. Людмила Сачкова «Çиçĕм Натюш», Валерий Самойлов (Раштав) «Аннен çуралнă кунĕ»

1

23.

Порфирий Афанасьевăн «Кăйкăр» поэма сыпăкĕсем: «Вутпа чечек», «Ӗнен пире!»

1

24.

Килти вулав урокĕ. К. Петров « Сенкер çǎлтǎр», А.Кăлкан «Алим»

1

25.

Т. Петĕркки «Çутталла»

2

26.

Н.В.Овчинниковăн «Космонавтсен çемйи» картина репродукцийĕ тăрăх сăнлав сочиненийĕ çырни

1

27.

М. Ухсай «Ирхи сывлăм»

1

28.

Петĕр Ялкир «Интермедисем» («Паллашу», « Ǎçта тĕрĕслĕх?», «Шăшисем»)

1

29.

Марина Карягина «Слива вăрри»

1

30.

Хветĕр Уяр «Эсир Куçука курман-и?»

2

31.

Килти вулав урокĕ. А. Александров «Тĕрĕс тунǎ»

1

32.

М. Карягинăн аса илĕвĕ тăрăх изложени çырни

1

33.

Иван Егоров «Ывăл»

2

34.

Александр Галкин «Икĕ сăнлă пурнăç», «Çỹпĕ» юптарусем

1

35.

Владимир Степанов «Эксклюзивлă сăвăм»

2

36.

Килти вулав урокĕ. Е.Осипова «Пахчари хÿшĕ»

1

37.

К.В.Владимировӑн «Ҫемье» картина репродукцийӗ тӑрӑх сăнлав сочиненийӗ çырни

1

38.

Лидия Сарине «Цирк курма кайни»

2

39.

Раиса Сарпи «Эпĕ «тухатмăш карчăкпа» паллашни…»

1

40.

Килти вулав урокĕ. Александр Кăлкан «Панулми», Антонина Васильева «Çĕн кайǎкпа кантраллǎ кукǎль»

1

41.

Ачасем хăйсем çырнă сăввисене пăхмасăр вулани

1

42.

Валери Туркай «Айăп»

2

43.

Георгий Ефимов «Хĕвел тухнă вăхăтра»

2

44.

Килти вулав урокĕ. Ухсай Яккăвĕ «Çĕмĕртсем çеçке çурсан», Петр Вашават «Вăйăран вăкăр тухать», Арсений Тарасов «Ǎвăс хунавĕ»

1

45.

Р.М.Ермолаевăн «Юннатка» картина репродукцийĕ тăрăх сăнлав сочиненийĕ çырни

1

46.

Любовь Мартьянова «Ятсăр троллейбус»

1

47.

Борис Чиндыков «Аçу»

3

48.

Николай Мартынов «Юнлǎ çырла»

2

49.

Ольга Туркай «Пахчари çĕмĕрт»

1

50.

Сергей Павлов «Ача вăййи мар…»

3

51.

Александр Алка «Ырă ят»

1

52.

«Ырă ят» сăвва пăхмасăр калани

1

53.

Максим Ястран «Шăплăхра»

1

54.

Аттестаци ĕçĕ – тест

1

55.

Вĕреннине аса илни, пĕтĕмлетни

1

56.

Резерв урокĕ

2



Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсене тăван литературăпа сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев

тесчĕ



І. Халăх сăмахлăхĕ шутне мĕн-мĕн кĕрет?

1. юрă, сăвă, ваттисен сăмахĕ

2. юрă, тупмалли юмах, ваттисен сăмахĕ

3. калав, юрă, ваттисен сăмахĕ


ІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Юрий Скворцов

а) «Ǎслă ача» хайлав

2. Геннадий Волков

ă) «Амаçури анне» калав


ІІІ. Сăнар –

1. Илемлĕ литературăра сăнланă çын, çут çанталăкпа чĕр чунсен тĕнчинчи ят;

2. Япаласемпе çут çанталăк пулăмĕсене чĕрĕ чунлă туса сăнлани;

3. Çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ, куçăмлă ăнлав.


ІV. Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Ева Лисина а) «Кăйкăр»

2. Тихăн Петĕркки ă ) «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм»

3. Порфирий Афанасьев б) «Çутталла»


V. Тĕрĕс хурава шыраса туп:

1. Инсценировка – а) пысăках мар кулăшла пьеса е сценка;

2. Ремарка – ă) прозăлла е сăвăлла пысăк хайлава сцена çинче кăтартма йĕркеленĕ драма хайлавĕ;

3. Интермеди – б) хайлавра сăмахсене мĕнлерех кăмăл-туйăмпа каланине палăртакан ăнлантарусем;

VІ. Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Иван Егоров а) «Пахчари хÿшĕ» калав

2. Елизавета Осипова ă) «Ирхи сывлăм» хайлав

3. Мария Ухсай б) «Ывăл» калав


VІІ. Сăнлани мĕн вăл?




VІІІ. Хайлавсен авторĕсене тĕрĕс палăртăр?

1. Лидия Сарине а) «Слива вăрри»

2. Марина Карягина ă) «Эсир Куçука курман-и?»

3. Хветĕр Уяр б) «Цирк курма кайни»


ІX. Çыравçăсем хăш хайлавсене çырнине палăрт:

1. Александр Галкин а) «Айăп»

2. Любовь Мартьянова ă) «Çÿпĕ» сăвă

3. Валери Туркай б) «Ятсăр троллейбус» калав

4. Георгий Ефимов в) «Хĕвел тухнă вăхăтра» калав


X. Терминсене тĕрĕс ăнлантарнине туп:

1. Калав а) хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки;

2. Сюжет ă) пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕçе сăнлакан, калăпăшĕпе пысăках мар илемлĕ литература хайлавĕ.







Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ



5 класс, литература, тест хуравĕсем

І 2 ;

ІІ 1 - ă, 2 – а ;

ІІІ 1;

ІV 1 - ă, 2 – б, 3 – а;

V 1 - ă, 2 – б, 3 – а;

VІ 1 – б, 2 – а, 3 – ă;

VІІ Сăнлани тесе çут çанталăкăн пĕр-пĕр вăхăтне е пĕр-пĕр япалана илемлĕх мелĕсемпе усă курса çырса кăтартнине калаççĕ


VІІІ 1 – б, 2 – а, 3 – ă;

ІX 1 – ă, 2 – б, 3 – а, 4 – в;

X 1 – ă, 2 – а.



Интернет ресурссем:




http://www.lib.cap.ru/ - Национальная библиотека ЧР

http://forum.chuvash.org/ - чăваш халăх канашлăвĕ (справочники, словари)

http://yumah.ru/

http://cv.wikipedia.org

http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=243&id=46601 скачать чувашские шрифты

http://cheboksary-vse.ru/chuvashskie-pesni-besplatno-slushat-chuvashskie-pesni/ слушать чувашские песни он –лайн

http://vula.narod.ru/ - чтение на чувашском языке

http://hypar.ru/ - издательский дом Хыпар

http://pedkanash.chuvash.org/ - форум учителей чувашского языка и литературы

http://comissi.chv.su/ru

http://samahsar.chuvash.org — онлайн чăваш сăмахсарĕ

http://smi21.ru — Чăваш Енри периодикăллă кăларăмсен сайчĕ