СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Рабочая программа по чувашскому языку 2 класс

Нажмите, чтобы узнать подробности

Рабочая программапо чувашскому языку 2 класс....

Просмотр содержимого документа
«Рабочая программа по чувашскому языку 2 класс»





























Рабочая программа

Предмет: родной язык (чувашский)

Класс:2

















Предметăн пулас результачĕсем



Харкам (личностные) результатсем

- ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;

- ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;

- ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;

- харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн яваплă пулма хăнăхса пыни;

- шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;

- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;

- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;

- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;

- ĕмĕтленни, вĕренни пунăçра кирлĕ пулние тавçăрни;

- шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;

- ачан кăмăл-сипечĕ çырĕпленсе пыни: ваттисене хисеплемеллине, çынпа ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăвна мĕнле тытмаллине, чĕр чунсене юратмаллине ăнланса илни;

- шухăшлав ăслайĕсем туптанни.



Пĕлÿлĕх(познавательные) результачĕсем:

- çырнă чух мĕнле лармаллине тата çыру хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;

- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;

- таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;

- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;

- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;

- ачан тавракурăмĕ анлăланни: çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;

- туйăм культури çивĕчленни: кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;

-пысăк, пĕчĕк, тан уçлăха курни, логикăллă шайлаштарайни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;



Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные) результачĕсем:

- тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;

- тишкерÿ - пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;

- тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;

- хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышăнни;

- вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;

- хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;

- йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

- ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;

- ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;

- харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.



Хутшăну(коммуникативные) результачĕсем:

- шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;

- текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;

- ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

-пуплев культури аталанни: пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçĕрни;

- çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;

- сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;

- чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни. Ăна пуплевре тытса пырайни;

- каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;

- калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;

- хутшăну пуплевĕ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев ситуацийĕсенче усă курма пултарни;

- ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;

- сăмах йышĕ пуянланни;

- çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни.



Предметăн пайрам (предметные)результачĕсем:

-35-40 сăмахлă текста каллиграфии тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, сас паллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

-25-30 сăмахлă текста итленипе диктант çырма;

-сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

-çемçе  хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене (программăра кăтартнисене) тĕрĕс çырма;

-çын ячĕпе хушаматне,ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула,  ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллипе пуçласа çырма;

-сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе сас паллисен йĕркине тата хисепне палăртма);

-япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйту лартса тупма;

-предложенин тĕп членĕсене – подлежащипе сказуемăя- тупма;

-ыйтусем тăрăх ансат предложении членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

-предложение пысăк сас паллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

-30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложении çырма; пĕрлехи шухăшлă 2-3 предложени тума, вĕсене çырма.

-сăмахри сасăсене, вĕсен йĕркине палăртма, вĕсем уçă е хупă сасăсем пулнине калама;

-хытă тата çемçе сасăсене сăмахра та, уйрăмшарăн та тĕрĕс паллама, çырура палăртма;

-сăмахсене предложенирен уйăрса илме;

-пĕчĕк тата пысăк сас паллисене, вĕсен çыхăнăвĕсене, сăмахсене тĕрĕс, таса та илемлĕ евĕрлесе çырма;

-сăмахсемпе предложенисене (класс хăми е кĕнеке çинчен) çырса илме; çырнине тĕрĕслеме;

-уйрăм сăмахсене, 3-4 ансат сăмахлă предложенисене илтнĕ вĕççĕн тĕрĕс çырма;

-предложение пысăк сас паллипе пуçласа çырма, унăн вĕçĕнче пăнчă лартма;

-пĕр-пĕр темăпа çыхăннă 2-4 предложени туса калама.



2.Предметăн шалашĕ (содержанийĕ)

Предложени, сăмах, сасă, сас палли

Сасă тата сас палли

Алфавит. Сас паллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем.

пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси.

Япала ячĕ)  Вĕсене кам? Тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Глагол Вĕсене мĕн тăвать? Мĕн тăвĕ? Мĕн турĕ? Ыйтусем тăрăх тупасси.

Паллă ячĕ Вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем. Тĕс ячĕсем, çынна хаклакан сăмахсем.

Предложени Пуплеври предложенисене уйăрасси. Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем. Тĕрлĕ тытăмлă предложенисем калăплама хăхтарасси. Вĕсене анлăлатасси.

Пунктуаци.  Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру палли лартасси.

Орфографи. Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи çемçе сасăсене  çемçелĕх палли лартса палăртни. Уйăракан çемçелĕх палли çырасси. Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспаллипе палăртасси( ăру-тăванлăх сăмахĕсенче, çулталăк вăхăчĕсен ячĕсенче, хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3- мĕш сăпатри глагол формисенче). Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси. Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси. Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси.

Пуплеве аталантарасси:

Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ. Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текстра темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси. Ўкерчĕксемпе ĕçлесси. Ўкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси.

Изложени çинчен ăнлантарасси. Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсем асăрхаттарнă хыççăн вĕрентÿçĕ пулăшнипе 30 -45 сăмахлă текст тăрăх изложени çырасси. Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4 – 5 предлженирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.

Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сывпуллашу сăмахĕсем.

Ĕç хучĕçем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.

2-мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетесси









3.Тематика планĕ

Раздел теми

Сехет шучĕ

1

1-мĕш класра вĕреннине аса илни

4

2

Сасă тата сас палли

20

3

Япала ячĕ

18

4

Глагол

18

5

Паллă ячĕ

14

6

Предложени

16

7

2-мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетесси

12



102




Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!