| II.Тема тăрăх ĕçлесси | 1. Доска умĕнче икĕ вăйлăрах ача ĕçленĕ вăхăтра ыттисене карточка валеçсе пани. Учителĕн илемлĕ вулавĕ. 2. Ачасене ыйтусем парса калаçтарни: чǎвашлǎх паллисем çинче чарăнса тăрасси, вĕсене ытти халăх культурипе танлаштарса пăхасси. Сăвва илемлĕ вуласси, ыйтусем парса ачасене калаçтарни. Куçару ĕçне сĕнни. | Предложенисене членсем тăрăх тишкересси, пĕр йышши членсене тупасси, ыйтусем çине хуравласси, ачасен шухăшлавĕ, танлаштарма пĕлни, шухăшĕсене йĕркелесе предложени тума, кирлĕ информаци илме, пĕтĕмлетÿ тума, пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçарма пултарни. | Карточкăсем тăрăх ĕçлесси, ыйту-хурав, презентаципе усă курасси. Учитель сăмахĕ. Курав мелĕ: «Чăвашсен шутлавĕ» таблица тата чǎвашлǎх паллисене кăтартакан слайдсене пăхни, вĕсене ытти халăх культурипе танлаштарни, предложенисем йĕркелени. Куçару ĕçĕ. Илемлĕ вулав. Хăлхапа итлесе пĕр йышши членсене тупасси, словарь ĕçĕ. Теори материалне сăмахпа калаттарни. | Вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварасси. Тĕрĕс хурав пани, ачасен çыхăнуллă калаçу пуплевне тата шухăшлавне аталантарни. | Предложени членĕсене тата пĕр йышши членсене тупма пултарни. Ачасем хăйсен шухăшĕсене, сăмахсен пĕлтерĕшĕсене палăртни. Предложенисенче кирлĕ чарăну палли лартма тата вĕсене куçарма пĕлни. |
| III. Çирĕплетÿ | Предложенисене тишкерттерни. | Панă предложенисене тишкерни, мĕншĕн чарăну паллисене лартнине ăнлантарни, пĕтĕмлетÿ сăмахĕсене тупасси, пĕтĕмлетÿ сăмахĕллĕ предложенисем йĕркелесси. | Тишкерÿ, ыйту-хурав, çыхăнуллă пуплев. | Теори материалне пĕлнине çирĕплетни. | Теори материалне пĕлсе предложенисене тишкерме тата вĕсенчи чарăну паллисене тĕрĕс лартма пултарни. Предложенисенчи шухăша ăша хывса пĕтĕмлетÿ тума тата предложенисем йĕркелеме пултарни. |
| IV. Пĕтĕмлетÿ | Ачасене пĕтĕмлетÿ тутарттарни, калаçăва вĕçлени. | Пĕтĕмлетÿ туни. | Ыйту-хурав, презентаципе усă курни, пĕтĕмлетÿ, килти ĕç пани, хаклав. | Шухăша пĕтĕмлетсе теори материалне тата кашни халǎх хăйĕн паллисемпе уйрăлса тăнине çирĕплетсе хăварни. | Пĕр йышши членсем çинчен пĕтĕмлетни, хамăр культурăна аталантарма кирлине палăртни. |