СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Урок по теме "Фонетика"

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Разработка урока по теме "Фонетика" для 5 класса на чувашском языке. Урок-обобщение. 

Просмотр содержимого документа
«Урок по теме "Фонетика"»





ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕ



5-мĕш класра чăваш чĕлхипе ирттернĕ

уçă урок теми:



Фонетика.Графика. Вĕреннине пĕтĕмлетни











Урока хатĕрлекенĕ

Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна







– 2016 çул –

Тема. Фонетика. Графика. Вĕреннине пĕтĕмлетни

Тĕллевĕсем: 1) Ачасене ырă кăмăллă пулма вĕрентесси;

2) ачасен логикăллă шухăшлавĕпе çыхăнуллă калаçăвне, çырăвне аталантарасси;

3) вĕреннине пĕтĕмлетсе ăнлавсене çирĕплетсе хăварасси.

Урок юхăмĕ

1. Класа йĕркелесси. Урок темине палăртни

2. Вĕреннине аса илни (учебникри 121 стр.-ри ыйтусем çине хуравлани)

3. Ушкăнсемпе сĕннĕ текстсем тăрăх ĕçлени

1-мĕш ушкăна панă ĕç

Текста вулăр. Вăрăм хупă сасăллă сăмахсене çырса илĕр

Ÿкĕт

Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, хăвăнтан аслисене хисепле. Тантăшусем умĕнче пуçна ан каçăрт, хăвăнтан кĕçĕннисене ан кÿрентер. Аçупа аннÿне, çынсене хисепле, вĕсен сăмахĕнчен ан тух.

Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман. Мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Пуринпе те тÿрĕ пурăн, пĕринпе те урлă-пирлĕ ан пул. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Ваттисем калаçнă чух вĕсен сăмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тăр. Пĕлмен япала çинчен пĕлнĕ пек ан калаç, малтан тĕплĕ ыйтса пĕл. Япалана ан хапсăн, ку манăн пулинччĕ тесе ан шухăшла. Çыннăнне ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Çынтан кивçен илсессĕн вăхăтра каялла пар. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул. Ĕçчен те хастар пул. Çынна мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Хăвăнтан ыйтакан çынна тÿррипе каласа пар. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат.

Çакăнта каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн. Юлташусем, пĕлĕшÿсем пурте юратĕç. Тăшманусем нимĕн те тăваймĕç. Санăн пурнăçу вара телейлĕ пулĕ. (И.Яковлев.)

  • Çакăнта каланă сăмахсемпе эсир килĕшетĕр-и? Хăвăр шухăшăра каласа парăр.



2-мĕш ушкăна панă ĕç

Çемçе хупă сасса пĕлтерекен сас паллиллĕ сăмахсене çырса илĕр. Мĕншĕн çемçен илтĕннине ăнлантарăр.

Кукамайăн халь кăмăлĕ уçă. Вăл шав сăмахлать, хăй епле пурăннине каласа парать. Хула пурнăçне хурлать пулин те, аттепе аннене пур пĕрех сивĕ сăмахпа асăнмасть. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ хăйне пĕр хисепсĕр усранă пирки нимĕн те шарламасть. Вĕсем хытă чĕреллĕ этемсем пулнине ял-йыша пĕлтерсе намăс курас темест-тĕр. (В.Петр.)

Паллă тунă сăмах майлашăвĕсене мĕнле ăнланатăр? Хăвăр шухăшăрсене пĕлтерĕр.


4. Физкультминутка ирттерни

5. Кĕвĕ итлесе ачасем «Фонетикăпа графика» хаçат кăларни – урок çимĕçĕ

6. Ачасем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарни

7. Физкультминутка ирттерни

8. Учитель ачасене хăйĕн хаçачĕпе («фишбоун» мелĕпе тунăскерпе) паллаштарни, ĕçлеттерни

9. Словарь ĕçĕ: фишбоун – ют чĕлхерен кĕнĕ сăмах, «пулă шăмми» тенине пĕлтерет;

10. Пĕтĕмлетÿ: мĕншĕн кирлĕ фонетикăпа графика çинчен вĕренни?

11. Ачасен ĕçĕсене хакласа алă çупса саламлани-хаклани, пĕр-пĕрне саламлани-хаклани.