СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Весна (технологическая карта)

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

Технологическая карта , для уроков в пятом классе .

Просмотр содержимого документа
«Весна (технологическая карта)»

Технологи картти

Урок теми: Çуркунне çитрé

Чăваш чĕлхи, 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)








Хатĕрлекенĕ –

Шупашкар хулин

2-мĕш вăтам шкулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Кудряшова Валентина Ананьевна

Телефон: 8-905-027-46-42




СОДЕРЖАНИ

1. ПРОЕКТ ЙĔРКИ

1. Предмет – Чăваш чĕлхи

2. Класс – 5 класс

3. Шкул – Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкул

4. Тема (пай) - Çуркунне

5. Урок теми – Çуркунне çитрĕ.

6. Урок тĕсĕ – Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок

7. Технологисем - Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.

8. Мелсемпе меслетсем – ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, словарь ĕçĕ; тема тăрăх калаçу

ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, мăшăрпа ĕçлени, илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; вуланă хайлава хак парани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани, кĕвĕ итлени, шыравпа танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару.

9. Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

  • Права

– вĕренÿ планне кĕрекен ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, тĕрлĕ çитĕнÿ тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарасси;

  • Тĕллевпе тупсăм

– тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси;

  • Моральпа этика

– тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарасси;

10. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

  • Йĕркелÿ

– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарасси;

– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарасси ;

– харпăр хăй ĕçне планлама вĕренттесси;

– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарасси;

– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курнма хăнăхтарасси ;

– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.

  • Хутшăну

– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарасси;

– хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарнине аталантаррасси (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);

– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентни;

– Çуркунне çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарни;

– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарни;

– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма, ытти çынсен шухăшне хисеплеме хистени;

– харпăр хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарни;

– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентни.

  • Информаци

– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа тата ун патне панă ÿкерчĕкпе) ĕçлеме хăнăхтарни;

– кĕнекере кирлĕ текста, хăнăхтарусемпе ĕçсене, страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕрентни;

– кĕнекери правилăсемпе, ÿкерчĕксемпе ирĕклĕ ĕçлеме хăнăхтарни;

– тĕрлĕ ĕçе тума схемăсем шутласа кăларма е хатĕр схемăсене кирлĕ пек улăштарма вĕрентни;

– итленĕ е вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информаци тупса тĕрлĕ тĕллевпе усă курма хистени;

– урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентни;

– шыравра танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мелĕсемпе усă курма вĕрентни;

– япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕрентни;

– лартнă тĕллев патне тĕрлĕ майпа пыма хăнăхтарни.

11. Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем

  • Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ

– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни;

– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни;

– «Çуркунне» темăпа курăмлăх хатĕрĕсем, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса хатĕрленмесĕр çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарни;

Çурхи çанталăк, пирéн пата вéçсе килекен кайăксем çинчен калаçасси (сăнлав, калав, ăслав) усă курса курăмлăх хатĕрĕсем, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса хатĕрленмесĕр каласа пама хăнăхтарни;

– тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса ÿкерчĕк тăрăх çыхăнуллă калав тума хăнăхтарни;

– вуланин тĕп шухăшне ваттисен сăмахĕпе палăртма вĕрентни;

– илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарни;

– текст стильпе жанр енчен мĕнле пулнине вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (паллашмалла вулани, тишкерÿллĕ вулав, шыравлă вулав) усă курма хăнăхтарасси;

– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма вĕрентни;

– вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарни;

– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарни ;

- пèрреллé хисепре çеç пулакан хăшпĕр сăмахсемпе паллаштарасси

  • Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ

- итленĕ кĕвĕ тăрăх хăйсен кăмăлне палăртма хăнăхтарни.

12. Литература теорийĕ – олицетворени - çут çанталăк тумтирне улăштарчĕ

13. Словарь ĕçĕ:

а) ăнлантармалли пай;

ыйхãран вãранчè– просыпается из зимней спячки

витèнет - покрывается

çулçâсем тухаççè — появляются листья

тулаççè - наполняются

ă) çырма вĕрентмелли пай

ыйхáран — от сна

тÿпе – небо

йывâçсем - деревья

кăмăл - настроение

15. Курăмлăх хатĕрĕсем – презентаци, слайдсем, П.И.Чайковскин, Ф.Шопен кĕввисем, карточкăсем, „ Çуркунне” домино вăййи.

16. Кăтарту хатĕрĕсем - компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, Интернет-ресурс, сюжетлă ÿкерчĕксем, слайдсем.

17. Урок эпиграфĕ

II. ПРОЕКТ РЕЗУЛЬТАЧĔ

1. Урокăн тулли технологи картти.

2.Урокра усă курнă презентаци.

Урок юхăмĕ

Урок

тапхăрĕсем

Вĕренекенсен результачĕсем (ĕçĕ-хĕлĕ)

Вĕрентекен ĕçĕ

Ĕçлевлĕхлĕн тĕп енĕсем

(вид деятельности)

Меслетсемпе

мелсем

(приемы и стратегии)

1. Кăсăк-

лантарни





1). Сывлăх сунни


Сывлăх сунать

Сывлăх сунаççĕ.

Вĕрентекен сăмахĕ, ачасен сăмахĕ

2). Урок темипе тĕллевне палăртни.


Ачасен урок темине тавçăрса илмелле

Кĕвĕ итлеттерет. (https://youtu.be/RAyj--zd5rs)



Ачасем П.И.Чайковскин «Çулталăк вăхăчĕсем» ярăмран «Çуркунне» кĕввине итлеççĕ. Хăйсен умне мĕнле ÿкерчĕк тухса тăнине, кăмăлĕсем мĕнле улшăннине, çак кĕвĕ çут çанталăкăн мĕнле вăхăтне уçса панине калаççĕ.


Интернет-ресурс, учитель сăмахĕ, шухăшлав, итлени, çыхăнтару.

3) Фонозарядка

Чĕлхесене вылятаççĕ






-не, -не, -не

Акă çитрĕ çуркунне.

-не, -не. -не

Пирĕн Чăваш çĕршывне

кур, кур, кур

Çулçăсем тухаççĕ — кур!

пур, пур, пур

Савăнма сăлтавĕ пур.

Сăвва хорпа вулаççĕ, вĕрентекенпе пĕрле вулаççĕ, паййăн-паййăн вулаççĕ.


Сăвăпа ĕçлени, хорпа вулани, слайдпа ĕçлени.

II. Ăнланса илни

(20-25 минут).





1) грамматика материалĕ патне куçса кайни


-Пêрреллé хисепре çеç пулакан япала ячéсем.

-Сăвăри палăртнă япала ячèсене нумайлä хисепре лартма пултаратäр-и?

- Вĕсене нумайлă хисепре лартăр.


Ыйтусене хуравлаççĕ. Правило йĕркелеççĕ. Ăна тетрадьсем çине çырса хураççĕ.


Ыйту-хурав, тишкерÿ, тĕпчев, пĕтĕмлетÿ,

2) Грамматика материалне çирĕплетни.



улăштарма пултаратăр-и?

196-мèш страницåриинформацие вулаççè, пĕтĕмлетŷ тăваççĕ. К существительным , имеющим форму только единственного числа, можно отнести следующие слова: тимĕр. ылтăн, сăпайлăх, ырлăх, илемлĕх, шанчăклăх, çил, çумăр, çулла, кĕркунне, сĕт, турăх, хăйма, аш, сахăр.

Прочитать лингвистический текст и назвать существительные, которые имеют форму только единственного числа.Панă сăмахсене нумайлă хисепре лартса пăхаççē. Кун пек пулма пултарать-и , е çук-и? Мēншēн?

Ыйту-хурав, тишкерÿ, танлаштарни, пĕтĕмлетÿ туни.

Пēрреллē хисепре çеç пулакан япала ячēсемпе çырура тĕрĕс усă курма пĕлни


Конвертсем валеçсе парать (2-мĕш хушса пани)

Ачасем 3 ушкăна пайланаççĕ. Кашни ушкăнра 4-5 ача. Конвертри ĕçе ушкăнпа тăваççĕ. Унтан пĕр-пĕрин ĕçне ушкăнсем тĕрĕслеççĕ. Хак параççĕ.

Ушкăнпа ĕçлени, тишкерÿ, пĕтĕмлетÿ, хаклав

3) Кану саманчĕ ирттерни.



Кĕвĕ ярса парать. (https://youtu.be/Qe0neQnMU38)

Ачасемпе пĕрле хусканусем тăвать.

Ачасем тăрса Ф.Шопенăн «Çуркунне» кĕввипе сăвва вуласа хусканусем тăваççĕ.


Кĕвĕ итлени, сывлăха упрасси

4) Словарь ĕçĕ


Çак кĕвĕ пире çурхи сада илсе килчĕ. Çурхи садра çуркунне мĕнле улшăнусем пулчĕç-ши? Çакна эпир текст вуласа пĕлĕпĕр. (198-мĕш стр.)

Малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр.

Сăмахсене вуласа куçараççĕ. Çак сăмахсемпе текстра предложенисем тупса вуласа куçараççĕ.


Вулав, куçару, вĕрентекен сăмахĕ, шырав

5) Текстпа ĕçлени.

а) текста вуласа ăнланни



Малтан текста ачасем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ. Унтан паййăн-паййăн сăнчăрпа вулаççĕ.

Анлануллă вулав, сăнчăрпа вулани

ă) ăнланнине ыйтусем парса тĕрĕслени



Ăнланнине тĕрĕслеме пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ.

Ыйту-хурав, слайдпа ĕçлени

б )аудировани


Текстăн тулли вариантне (малалли пайне) вĕрентекен вуласа парать.

Ачасем итлеççĕ, ăнланнине каласа параççĕ.


в)илемлĕх мелĕпе ĕçлени


Текстри илемлĕх мелне шыраттарать

Ачасем тупса вулаççĕ çут çанталăк ыйхăран вăранчĕ - вăл олицетворени

Шырав, танлаштару, тĕпчев

6) « Çуркунне» темăпа домино вăййа


Çуркунне çут çанталăкра тата мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ?


Вăйă выляса çуркунне паллисене аса илеççĕ.

Вăйă, куçару

7) Грамматика материалне текстра тупса çирĕплетсе хăварни



Текстри япала ячĕсене тупса вĕсен хисепне палăртаççĕ. Çуркунне - пĕрреллĕ х., çутçанталăк - пĕреллĕ х, хēвел - пĕрреллĕ х.


Шырав, тишкерÿ, пĕтĕмлетÿ

8) Ÿкерчĕкпе ĕçлени.



ÿкерчĕк тăрăх диалог тăваççĕ (ыйтăвĕсем слайд çинче), унтан монолог (калав) тăваççĕ.


Ыйту-хурав, сăнав

III. Рефлекси

(10 минут).






Урока пĕтĕмлетни. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.


Çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшĕ пирĕн паянхи урок темипе çыхăннă-ши?



Вулав, шухăшлав, суйлав

Калаçу ирттерни


-Текст пире мĕнле пулма вĕрентет?

- Эсир пахчара, дачăра хăвăрăн аçăр-аннĕрсене пулăшатăр-и?

Мĕнпе пулăшатăр?


Ачасем хуравлаççĕ

Вулав, калаçу, пĕтĕмлетÿ

Сюжетлă ÿкерчĕксемпе ĕçлени.



Ÿкерчĕксене кăтартса пырать

Ÿкерчĕксемпе предложенисем тăваççĕ.

Сăнлав, ыйту-хурав

Ачасем хăйсен ĕçне хак пани. (5 мин)



Мана урокра _______________килĕшрĕ.

Урокра_____________интереслĕ пулчĕ.

Эпĕ _________________ ас туса юлтǎм.

Ман шутпа, чи кирли_____________ шутланать.

Эпĕ малашне______________________.

Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.




«5»



«4»


«3»

«2»



Учитель лартнă паллă: _____


Слайдпа, хаклав таблиципе ĕçлени

Килти ĕç пани, ăнлантарни.



  1. 197-мĕш страницăри сăвва пăхмасăр калама вĕренĕр.

  2. 198-мĕш страницăри точкăсем вырăнне кирл ĕ сăмахсем лартса калава илемлĕ вулама вeренĕр.

  3. «Çуркунне» темăпа ÿкерчĕк туса килĕр.


Ачасем дневниксем çине килти ĕçе çырса хураççĕ

Суйлавлă килти ĕç.




Хушса панисем

1№ хушса пани

Урока валли хатĕрленĕ презентаци


1-мĕш слайд



2
— мēш слайд

3
-мĕш слайд



4- мēш слайд





5 — мēш слайд


Тахçанах кěтнě āшā çуркунне çитрě. Çурхи сарā хěвел āшшāн пāхать.Кāнтāр енчен лāпкā çил вĕрет. Хĕллехи йĕпе юр вăраххăн ирĕлет. Урамра, çырмара çурхи шыв шāнкăртатса юхать.






2№ хушса пани

Грамматика материалне тĕрĕслемелли карточкăсем

1-мĕш конвертри ĕç.

Спишите, вставляя пропущенные слова.

1. Çуркунне … ыйхăран вăранать. 2 … вăрăмланаççē. 3. … ăшăтать. 4. … час-часах пăхать. 5. … кăвак. 6. … кăнтăртан вĕрет.



2-мĕш конвертри ĕç.

Сиктерсе хăварнă аффикссене тĕрĕс лартăр.

Çуркунне çут çанталăк ыйхăран вăран... 2 Кун вăрăмлана.... 3. Çанталăк ăшăт.... 4. Хēвел час-часах пăх.... 5. Тÿпе кăвак. 6. Çил кăнтăртан вĕр....



3-мĕш конвертри ĕç.

Йăнăшсене тупса тĕрĕс çырăр.1. Çуркунне çут çанталăксем ыйхăран вăранать. 2 Кун вăрăмланаççē. 3. Çанталăксем ăшăтать. 4. Хēвелсем час-часах пăхать. 5. Тÿпесем кăвак. 6. Çил кăнтăртан вĕрет.



3№ хушса пани

«Çуркунне» домино

Начало.

Пуçламǎшĕ.

Çуркунне çитрě.

Стоит теплая погода.


Тÿпе таса.

Наступила весна


Çанталăк ăшă тăрать.


Небо чистое.

Хěвеллě кунсем тăраççě.

Стоят солнечные дни.



Лăпкă çил вěрет.


Дует тихий ветерок.


Çумăр çумасть.


Дождь не идет.



Йывăçсем çинче çулçисем тухаççĕ

На деревьях появляются листья.

Кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççě.

Птицы прилетают с юга.


Çынсем çурхи пахчара пахча-çимěç лартаççě.

Люди в всеннем огороде сажают овощи.

Вăрманта илемлě.

В лесу красиво.

Çынсем вăрмана чечек пуçтарма çÿреççě.


Люди ходят в лес собирать цветы.

Ачасем мать-и-мачеха пуçтараççĕ.

Дети собирают мать-и-мачеху.

Мана çуркунне килěшет.


Мне нравится весна.


Конец.

Вĕçĕ.




Ачасем çырнă синквейнсем. 4 № хушса пани

Çуркунне.

ăшă, хĕвеллĕ

кĕтнĕ, килнē, çитнĕ

Ăшă та хēвеллĕ кĕтнĕ çуркунне килсе çитрĕ.


Хēвел

çурхи, сарă

пăхать, ăшăтать, савать

Çурхи сарă хēвел тēнчене ăшшăн пăхса савать.


Курăк

симēс , çамрăк

тухать, илемлетет , шăтать

Çамрăк та симēс курăк шăтса тухса çēр питне илемлетет .


5 № хушса пани


Литература

Крылов О.Н., Муштавинская И. В. Новая дидактика современного урока в условиях введения ФГОСС ООО. Методическое пособие . - Спб.: каро , 2013 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).

Крылова О. Н., Кузнецова Т. С. Рабочая программа : Методические рекомендации для разработки / О.Н. Крылова, Т.С. Кузнецова. -СПб.: КАРО,2014 ( серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общегго образования»)

Трунцева Т.Н. Проектирование технологических карт уроков литературы и русского языка . 5-9 классы . М.:ВАКО , 2015 (Мастерская учителя-словесника)