Уҫă урок планĕ.
Предмет: родной (чувашский) язык..
Тема: «Пĕрлĕхре- вăй!» (Сăрпа Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕҫри хастарлăхĕн Ҫулталăкне халалласа) - «Вместе- сила!» (посвящен Году трудовой доблести строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей).
Клас: 9 «б»
Шкул: Шупашкар хулинчи 63- мĕш номерлĕ вăтам шкул
Хатĕрлекенĕ: чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Чернова Н.Е.
Урок тĕсĕ: ҫĕнĕ темăна вĕренмелли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;
пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;
тимлĕ пулма, туслăха хаклама, ҫĕр- шыва юратма, сыхлама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
туслăх çинчен калаçу ирттересси, пĕрле пулсан кăна ĕмĕтленнĕ тĕллев пурнăҫланма пултарассине палăртни, пĕрле, пĕр шухăшлă пулсан ҫеҫ тăшмана ҫĕнтерме тивĕҫлине ăнланма пулăшни.
тĕрлĕ йышши ыйтусем, хăнăхтару урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси.
Аталантару тĕллевĕ:
ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.
чăвашла хитре те таса калаҫма хăнăтарасси.
интернетран, кĕнекесенчен урока кирлĕ материала шыраса тупма вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
учитель сăмахĕ; ыйту-хурав; калаçу; шырав; ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлесси; лозунгсен вăрттăнлăхне уҫасси; сывлăха упрамалли упражнени (куҫа ҫирĕплетме) тăвасси.
Пуплеве аталантарасси:
Словарь ĕçĕ:
Туслăх вăйĕ – сила дружбы.
Сăр- Сура.
Хусан- Казань.
Етĕрне- Ядрин.
Хĕрлĕ Чутай- Красночетайск.
Улатăр- Алатырь.
Вăрмар- Урмары.
Тăвай – Янтиково.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, PowerPoint программăпа хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем).
Урок эпиграфĕ:
«Пĕрлĕхре- вăй!»- «Вместе- сила!»
Урок юхăмĕ
1. Класа, урока йĕркелесси. Команăдсем çине пайланасси, капитансене суйласси. Вĕрентекен класа йĕркелесе сывлăх сунни. «Ырă кун пултăр, ачасем! Сывлăх сунатăп!» (1- мĕш слайд). Рефлекси.
2. Урок темине палăртни. (2- мĕш слайд) Ачасем ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем тăрăх урок темине палăртаҫҫĕ. Урок теми: «Пĕрлĕхре- вăй!»- «Вместе- сила!». (3- мĕш слайд).
3. Ҫĕнĕ материала ăнлантарса парасси. Вĕрентекен ачасемпе маларах вĕреннĕ материала аса илсе (4- мĕш слайд) ҫĕнĕ материала аса хываҫҫĕ. Вĕрентекен: «Эпир сирĕнпе ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене уроксенче час-час усă курнă. Вĕсем фольклор жанрĕсенчен пĕри. Халăх культурине ăнланма, ăша хывма пулăшаҫҫĕ. Чăваш халăхĕшĕн пысăк пурлăх. Мĕн авалтан чăваш халăхĕ фольклорпа усă курнă. Йывăрлăхра та, савăнăҫра та хăйсене юрăпа йăпатнă, ачисене тĕрĕс -тĕкел халăх сăмахлăхне тĕпе хурса ӱстернĕ. Ку ĕҫре пирĕн асаттесемпе асаннесем те хутшăннă. Манăн кукамай окоп чавма кайнă (фото).
(5- мĕш слайд) 2021- мĕш ҫулта май уйăхĕн 20- мĕшĕнче Раҫҫей Федирацийĕн президенчĕ В.В. Путин Шупашкар хулине ĕҫре паттăрлăхпа палăрса тăракан хуласен хисепне кĕнине палăртрĕ. Ку пирĕншĕн пысăк савăнăҫ пулчĕ. (6- мĕш слайд) 2021ҫула Чӑваш ен пуҫлӑхӗ – Олег Николаев , Сăрпа Хусан оборона чиккисене тӑвакансен Ĕҫри хастарлӑхӗн ҫулталӑкӗ тесе палăртрĕ. Ҫапла республика юбилей кунне — пӗтӗм чӑваш оборонин объектне тума пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртрăмăр. Фашистсенчен хӳтӗленме Сӑр тата Хусан рубежне кĕске вăхăтра туса хумалла пулнă. Ку ĕҫ 1941ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пынă.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх архивӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чикӗ тунӑ ҫӗрте 200 пине яхӑн ҫын ӗҫленӗ. Сăрпа Хусан оборона чиккисене тăшманран хӳтĕленме тунă».
Ачасем учитель маларах хатĕрленме хушнă материалпа пурне те паллаштарни. Катя Александрова: «Ҫак ĕҫе 17 ҫула ҫитнĕ ҫамрăксен хутшăнма юранă. Анчах та 15-16 ҫулхи ҫамрăксем вăйпах хутшăннă, пулăшас тенĕ. Чӑваш Енри мӗнпур районтан тенӗ пекех ӗҫлеме пултаракан (ытларах хӗрарӑм) окопсемпе противотанковӑй шӑтӑксем чавма кайнӑ. Канмалли кунсенче 10 сехет ӗҫленĕ, питӗ йывӑр пулнă. Тата выҫлӑхпа сивӗ-40 градус сивӗ пулнă». Вика Рысаева: «Пӗтӗмпе 171 450 рабочи, 13 660 юланутлӑ ҫын мобилизациленӗ. Кашни кун строительствӑра вӑтамран 85 пин ҫын ӗҫленӗ, уйрӑм тапхӑрсенче вара ҫав цифра 110 пин ҫын таран пулнӑ. 45 кун хушшинче тума май ҫукпа пӗрех туйăнать, анчах та 380 ҫухрӑм оборона конструкцийӗ тунӑ». (7- мĕш слайд) Игорь Степанов: «Сӑр тăрăхне ҫак районсем кĕреҫҫĕ: Етĕрне (Ядрин), Хĕрлĕ Чутай (Красночетайский), Улатăр (Алатырь) кĕрет. Малалла Ульяновск облаҫĕ. Хусан тăрăхĕ- Звениговс пуссинчен пуҫласа, Вăрмар (Урмары), Тāвай районĕ (Янтиково) таран. Малалла Тутар республики».
Вĕрентекен сăмахĕ. (8,9,10,11,12- мĕш слайдсем). Музей ҫинчен каласа хăварни. Ӳкерчĕксем ҫинчи лозунгсене ваттисен сăмахĕсемпе танлаштарни. Уйрăмлăхсемпе пĕрпеклĕхсене тупса палăртни. Чăвашла мĕнлерех янраҫҫĕ? «Пĕр утăм та каялла утмалл мар!». Вĕрентекен ачасене ĕҫшĕн тав туни, мухтани.
Сывлăха упрамалли физкультминутка. (13- мĕш слайд).
Ҫĕнĕ материала ҫирĕплетни. Ачсем валеҫсе панă ваттисен сăмахĕсене ушкăнпа чăвашларан вырăсла куҫараҫҫĕ, пуҫламĕшĕпе вĕҫне тупса палăртаҫҫĕ.Вĕрентекен ачасен патриот туйăмне аталантарма, хăй Вăрнар районĕнчен пулнипе, Вăрнар районĕн культура ĕҫченĕсем Сăрпа Хусан тăрăхĕ ҫинчен ӱкернĕ фильма кăтартать. Мамолаево ялĕнчен хутшăннă бригада мала тухса ялав та илме тивĕҫлĕ пулать. Халĕ ҫав ялав район музейĕнче упраннине пĕлтерет. Фильмра малтан ҫынсем мĕн тăхăннине, мĕнле апат- ҫимĕҫ ҫинине, юрату туйăмĕсем ҫуралнине, ҫав тери нуша пулнине курма, туйма пулать.
Пĕтĕмлетсе калани:Ачасене ҫак пурнăҫра яланах ҫĕр- шыва, атте- аннене юратмалли ҫинчен вĕрентекен тепĕр хут каласа хăварать. Пĕрле пулсан кăна эпир вăйлă пулма пултаратпăр. (14- мĕш слайд). Рефлекси.
Киле ĕҫ пани (суйласа ил): 1. Узнать у родителей, участвовали их бабушки, дедушки в строительстве Сурского и Казанского оборонитенльных рубежей? Если имеется фотография, принесите на следующий урок. 2. Записать пословицы про труд.